Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫавна the word is in our database.
ҫавна (тĕпĕ: ҫавна) more information about the word form can be found here.
Ҫавна, ҫавна, мӗн тума пултарам-ха эпӗ, — тенӗ пек Хворостянкин аллисене саркаларӗ.

— Ее, ее, что же я смогу сделать? — Хворостянкин беспомощно развел руками.

VII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ҫынни вӑл тӳррине тӳрӗ те, анчах социаллӑ ыйтусене пӗр уяса тӑмасӑр пит нумай вуланӑ, ҫавна пула халь чӑнлӑха та ултавпа пӑтраштарать, шакӑртма сӑмахсен ытарайми янӑравӗ е чӑн пурнӑҫа йӑмӑхтарма пултаракан сӑмах ҫаврӑнӑшӗ тӗлне пулсан, ҫавна вара хӑйӗн калас сӑмахӗнче те сиктерсе хӑвармасть.

Он был честный человек, но наглотался без разбору утопических теорий разных социалистических доктринеров, и это спутало его понятия об истине и лжи; трескучие слова и модные закругленные фразы затмили для него реальную правду жизни; пораженный их новизной, он пытался во что бы то ни стало блеснуть ими.

XXII. Ставри пуп патӗнче хӑнара // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫук, государьӑм, унта вӑл Лопуховӑн помощникӗ пулнӑ, вӑл хӑй Лопуховӑн помощникӗ пулнине питӗ лайӑх ӑнланнӑ, ҫавна Вера Павловна тепӗр кунтан е тепӗр икӗ кунтан тавҫӑрса илнӗ, вӑл ӑна, хӑй ытлашши пӑлханман пулсан, Рахметов ҫӑварне уҫнӑ-уҫманах тавҫӑрса илнӗ пулӗччӗ: чӑннипе илсен, акӑ епле пулнӑ-ха ӗҫсем, нивушлӗ эсӗ ҫавна та ӑнланман?

Нет, государь мой: он был тут лишь орудием Лопухова, и сам тогда же очень хорошо понимал, что он тут лишь орудие Лопухова, и Вера Павловна догадалась об этом через день или через два, и догадалась бы в ту же самую минуту, как Рахметов раскрыл рот, если бы не была слишком взволнована: вот как на самом-то деле были вещи, неужели ты и этого не понимал?

XXXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Халӗ m-llе Розальская хӗр мар ӗнтӗ, ҫапла вара Жюли хӑйне чарса пыма тӑрӑшмарӗ; малтан вӑл йӗркеллӗ шухӑшласа калаҫрӗ, унтан хӗрсе пычӗ-пычӗ те ӗҫсе-ҫисе алхасса ҫӳренисем ҫинчен чунтан савӑнса каласа кӑтартма пуҫларӗ, кайрӗ те кайрӗ вара; Вера Павловнӑна лайӑх мар пулчӗ, Жюли ҫавна нимӗн те асӑрхамарӗ; Вера Павловна, хӑйне лайӑх мар пулнине пытарса, малалла итлеме пуҫларӗ, анчах малалла итлеме ҫӑмӑл пулмарӗ: ҫавна ҫын чирлӗ чухне ун пит-куҫӗ ҫине пӑхма ҫавӑн пек йывӑр вара.

Теперь m-lle Розальская уже дама, следовательно, Жюли не считала нужным сдерживаться; сначала она говорила рассудительно, потом увлекалась, увлекалась и стала описывать кутежи с восторгом, и пошла, и пошла; Вера Павловна сконфузилась, Жюли ничего не замечала; Вера Павловна оправилась и слушала уже с тем тяжелым интересом, с каким рассматриваешь черты милого лица, искаженные болезнью.

II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ҫавна пулах восстани тапратма шут тытрӑмӑр тата сирӗн «союза» та ҫавна пулах кӗтӗмӗр.

Через это решили восставать и вступили в ваш «союз».

27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Анне ҫавна курсан чугунтан пӗр курка вӗри сӑмала ӑсса илнӗ те мана ҫапла калать: «Хӑвала-ха ҫавна, Макарка, эпӗ пӗчӗк хапха хыҫне кайса тӑрам», тет.

Мать увидала ее, ухвати в кружку вару из чугуна и говорит мне: «Гони ее, Макарка, а я стану за калиткой».

4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫав черкессем вӑрлама юратакан халӑх-ҫке: мӗн урлӑ выртать, ҫавна илмесӗр чӑтаймаҫҫӗ вӗсем, тепӗр япала кирлех те мар, тейӗпӗр, вӗсем ҫапах та ҫавна вӑрласа каяҫҫех…

да эти черкесы известный воровской народ: что плохо лежит, не могут не стянуть; другое и не нужно, а все украдет…

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

14. Вӑл Манра мӗн пуррине илӗ те ҫавна сире пӗлтерӗ, ҫапла Мана мухтава кӑларӗ; 15. Аттемӗн мӗн пурри пурте Манӑн; ҫавӑнпа Эпӗ: Вӑл Манра мӗн пуррине илӗ те ҫавна сире пӗлтерӗ, терӗм.

14. Он прославит Меня, потому что от Моего возьмет и возвестит вам; 15. все, что имеет Отец, есть Мое; потому Я сказал, что от Моего возьмет и возвестит вам.

Ин 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. Эсӗ ӑшӑ — вӗри те, сивӗ те мар, ҫавӑнпа сана Хам ҫӑварӑмран кӑларса пӑрахӑп. 17. Эсӗ калатӑн: эпӗ пуян, пуйса ҫитрӗм, манӑн ҫитменни нимӗн те ҫук, тетӗн; ху телейсӗр, мӗскӗн, чухӑн, суккӑр, ҫаппа-ҫарамас — ҫавна пӗлместӗн. 18. Эпӗ сана ӑс паратӑп: чӑннипе те пуймашкӑн Манран эсӗ вут-ҫулӑмпа тасатнӑ ылтӑн туян; ҫарамас ҫан-ҫурӑмун ирсӗрлӗхӗ ан курӑнтӑр тесе, тумланмашкӑн Манран шурӑ тумтир туян, куракан пулмашкӑн куҫна куҫ имҫамӗ сӗр. 19. Эпӗ кама юрататӑп, ҫавна питлетӗп, хаса паратӑп. Эппин, харсӑр пул, ӳкӗн. 20. Акӑ алӑк умӗнче шаккаса тӑратӑп: кам Ман сассӑма илтсе алӑкне уҫӗ, Эпӗ ун патне кӗрсе унпа пӗрле каҫхи апат тӑвӑп, вӑл та Манпа пӗрле апат тӑвӗ. 21. Ҫӗнтерекене Хампа пӗрле Хамӑн аслӑ пуканӑм ҫине лартӑп. Эпӗ те ҫапла ҫӗнтертӗм те Аттемпе пӗрле Унӑн аслӑ пуканӗ ҫине лартӑм. 22. Илтме хӑлха пурри Чиркӳсене Сывлӑш мӗн каланине илттӗр».

16. Но, как ты тепл, а не горяч и не холоден, то извергну тебя из уст Моих. 17. Ибо ты говоришь: «я богат, разбогател и ни в чем не имею нужды»; а не знаешь, что ты несчастен, и жалок, и нищ, и слеп, и наг. 18. Советую тебе купить у Меня золото, огнем очищенное, чтобы тебе обогатиться, и белую одежду, чтобы одеться и чтобы не видна была срамота наготы твоей, и глазною мазью помажь глаза твои, чтобы видеть. 19. Кого Я люблю, тех обличаю и наказываю. Итак будь ревностен и покайся. 20. Се, стою у двери и стучу: если кто услышит голос Мой и отворит дверь, войду к нему, и буду вечерять с ним, и он со Мною. 21. Побеждающему дам сесть со Мною на престоле Моем, как и Я победил и сел с Отцем Моим на престоле Его. 22. Имеющий ухо да слышит, что Дух говорит церквам.

Ӳлӗм 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Иерусалимра эпӗ ҫавна туса тӑтӑм ӗнтӗ: аслӑ священниксенчен ирӗк илсе, сӑваплӑ ҫынсене эпӗ нумайӑшне тӗрмене хуптартӑм, вӗсене вӗлернӗ чухне те ҫавна тума канаш парса тӑраттӑм.

10. Это я и делал в Иерусалиме: получив власть от первосвященников, я многих святых заключал в темницы, и, когда убивали их, я подавал на то голос;

Ап ӗҫс 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Иисус тата Хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ: илӗртӳ-ултав пулатех, анчах та ҫакӑ кам урлӑ килет, ҫавна хуйхӑ ҫитӗ: 2. кам ҫак пӗчӗкҫӗскерсенчен пӗрне те пулин илӗртсе ҫылӑха кӗрет, ҫавна мӑйӗнчен арман чулӗ ҫакса тинӗсе пӑрахсан, ӑна хӑйне авантарах пулӗччӗ, тенӗ.

1. Сказал также Иисус ученикам: невозможно не придти соблазнам, но горе тому, через кого они приходят; 2. лучше было бы ему, если бы мельничный жернов повесили ему на шею и бросили его в море, нежели чтобы он соблазнил одного из малых сих.

Лк 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Манӑн чӗлхе-ҫӑварӑмран тухакан сӑмах та ҫавӑн пек: вӑл Ман патӑма усӑсӑр таврӑнмасть, Мана мӗн кирлӗ — ҫавна тӑвать, Эпӗ ӑна мӗн тума янӑ — ҫавна пурӑнӑҫа килтерет.

11. так и слово Мое, которое исходит из уст Моих, - оно не возвращается ко Мне тщетным, но исполняет то, что Мне угодно, и совершает то, для чего Я послал его.

Ис 55 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Анчах кама тытӗҫ — ҫавна чиксе пӑрахӗҫ, кама ярса илӗҫ — ҫавна хӗҫ айне тӑвӗҫ.

15. Но кто попадется, будет пронзен, и кого схватят, тот падет от меча.

Ис 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Чӳлмек тӑмӗ — чӳлмекҫӗ аллинче, аллинчи тӑмран вӑл мӗн тӑвас тет, ҫавна тӑвать, ҫавӑн пекех этем те — хӑйне Пултараканӗн аллинче, этеме Вӑл мӗн кӑтартас тет, ҫавна кӑтартать.

13. Как глина у горшечника в руке его, и все судьбы ее в его произволе, так люди - в руке Сотворившего их, и Он воздает им по суду Своему.

Сир 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Этем темӗн чухлӗ тӑрӑшса тӗпчесессӗн те ҫавна пӗлсе ҫитеймест; эхер пӗр-пӗр ӑсчах «эпӗ пӗлетӗп» тесессӗн те, вӑл ҫавна пӗлсе ҫитереймест.

Сколько бы человек ни трудился в исследовании, он все-таки не постигнет этого; и если бы какой мудрец сказал, что он знает, он не может постигнуть этого.

Еккл 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ҫавна пушатас тесе юриех уйрӑлса хӑтланчӗ, хулари аппӑшӗпе йыснӑшӗ патӗнче икӗ уйӑх пурӑнчӗ.

Help to translate

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫавна май кашниех ҫулӑва, ӑвӑна тата вутчульне хапсӑннӑ.

Help to translate

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫавна аса илсе халь Зинӑна пӑр ҫапса вӗлернӗшӗн унӑн тӑванӗсем Микихвере айӑплама пӑхаҫҫӗ.

Help to translate

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫавна май вӑл ҫуралнӑ вырӑна таврӑнма шут тытнӑшӑн та ӳпкелешет.

Help to translate

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫавна асра тытса юлашки вӑхӑтра вӑл талӑкне пилӗк пирус туртнипех ҫырлахать.

Help to translate

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed