Шырав
Шырав ĕçĕ:
3. Эпӗ Авраама, Исаака тата Иакова «Пурне те Пултаракан Турӑ» ятпа курӑнтӑм, Хамӑн «Ҫӳлхуҫа» ятӑмпа вӗсене палӑрмарӑм; 4. вӗсене Ханаан ҫӗрне — хӑйсем куҫса ҫӳренӗ, хӑйсем ҫӳресе тухнӑ ҫӗре — пама пулса Эпӗ вӗсемпе халал хыврӑм.
Тух 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫӳлхуҫа каланӑ: эхер те вӗсем сана ӗненмесессӗн, пӗрремӗш паллӑ хушнине итлемесессӗн, тепӗр паллӑ хушнине ӗненӗҫ; 9. эхер те ҫакӑ икӗ палла та ӗненмесессӗн тата санӑн сӑмахна итлемесессӗн, ҫырмаран шыв ӑсса ил те ҫӗре тӑк; ҫырмаран ӑсса илнӗ шыв ҫӗр ҫинче юн пулса тӑрӗ, тенӗ.
Тух 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл ӑна ҫӗре пӑрахнӑ та, туйи ҫӗлен пулса тӑнӑ, Моисей унран тара пуҫланӑ.Он бросил его на землю, и жезл превратился в змея, и Моисей побежал от него.
Тух 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫӳлхуҫа: ҫӗре пӑрах ӑна, тенӗ.
Тух 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Татах каланӑ: Египет пусмӑрӗнчен Эпӗ сире ханаансен, хетсен, аморрейсен, ферезейсен, [гергесейсен,] евейсен тата иевусейсен ҫӗрне, сӗтпе пыл юхса выртакан ҫӗре, илсе тухӑп.
Тух 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫӳлхуҫа [Моисее] каланӑ: Эпӗ Хамӑн халӑхӑм Египетра асапланнине куртӑм, пӑхавҫӑсем ӑна мӗнле макӑртнине илтрӗм; Эпӗ унӑн хӗн-хурне пӗлетӗп, 8. ӑна Египет ҫыннисен аллинчен хӑтармашкӑн, ӑна ҫав ҫӗртен илсе тухса, сӗтпе пыл юхса выртакан паха та анлӑ ҫӗре — ханаансен, хетсен, аморрейсен, ферезейсен, [гергесейсен,] евейсен тата иевусейсен ҫӗрне — [илсе кӗмешкӗн] каятӑп.
Тух 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Иосиф хӑйӗн тӑванӗсене каланӑ: эпӗ вилетӗп, Турӑ сирӗн пата килетех, Вӑл сире ҫак ҫӗртен Авраама, Исаака тата Иакова тупа туса пама пулнӑ ҫӗре илсе тухӗ, тенӗ.
Пулт 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Иосиф, вӗсене Иаков чӗрҫийӗ патӗнчен аяккарах тӑратса, ашшӗне ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ.12. И отвел их Иосиф от колен его и поклонился ему лицем своим до земли.
Пулт 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Иаков Иосифа каланӑ: Пурне те Пултаракан Турӑ мана Лузра — Ханаан ҫӗрӗнче — курӑнса, мана пиллерӗ, 4. Вӑл мана каларӗ: акӑ Эпӗ сана ӗрчетӗп, сана йышлӑ тӑвӑп, санран темӗн чухлӗ тӗрлӗ халӑх кӑларӑп, ҫак ҫӗре сан хыҫҫӑн килес тӑхӑмна ӗмӗрлӗхе еткерлӗхе парӑп, терӗ.
Пулт 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Вара Иосиф халӑха каланӑ: акӑ эпӗ халӗ сире хӑвӑра та, сирӗн ҫӗрӗре те фараон валли илтӗм; акӑ сире вӑрлӑх, ҫӗре акса тухӑр; 24. вырса илсессӗн, пиллӗкӗмӗш пайне фараона парӑр, тӑватӑ пайӗ хӑвӑра хире акса хӑварма, хӑвӑра, хӑвӑр килӗртисене тӑранса пурӑнма, хӑвӑр ачӑрсене тӑранса пурӑнма юлӗ, тенӗ.
Пулт 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вара фараон Иосифа каланӑ: аҫупа тӑванусем сан патна килнӗ; 6. Египет ҫӗрӗ санӑн умӑнта; хӑвӑн аҫупа тӑванусене ҫак ҫӗре чи лайӑх вырӑна вырӑнаҫтар; вӗсем Гесем ҫӗрӗнче пурӑнччӑр; вӗсем хушшинче пултаруллӑ ҫынсем пуррине пӗлетӗн пулсассӑн, вӗсене манӑн выльӑх-чӗрлӗхе тӗрӗслесе тӑракансем ту, тенӗ.
Пулт 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Иудӑпа унӑн тӑванӗсем Иосиф ҫуртне пынӑ, Иосиф ун чухне килӗнчех пулнӑ-ха, вӗсем ун умне ҫӗре ӳкнӗ.14. И пришли Иуда и братья его в дом Иосифа, который был еще дома, и пали пред ним на землю.
Пулт 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Вӗсем харпӑр хӑй миххине хӑвӑртрах ҫӗре антарса лартнӑ та уҫса хунӑ.11. Они поспешно спустили каждый свой мешок на землю и открыли каждый свой мешок.
Пулт 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӗсем чӗркуҫленнӗ, ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ.
Пулт 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Иосиф килне таврӑннӑ; вӗсем хӑйсен аллинчи парнисене унӑн килне илсе пынӑ та ӑна ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ.
Пулт 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Кӑнтӑрла тӗлне, Иосиф килнӗ ҫӗре, вӗсем парнесем хатӗрлесе хунӑ, вӗсем ӗнтӗ хӑйсем ҫавӑнта ҫӑкӑр ҫиессине илтнӗ.25. И они приготовили дары к приходу Иосифа в полдень, ибо слышали, что там будут есть хлеб.
Пулт 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Вӗсем Иаков патне, хӑйсен ашшӗ патне, Ханаан ҫӗрне ҫитнӗ те хӑйсем мӗн курнине пурне те ӑна каласа панӑ, вӗсем каланӑ: 30. ҫав ҫӗрте пуҫ пулса тӑраканӗ пирӗнпе сиввӗн калаҫрӗ, пире ҫав ҫӗре вӑрттӑн пӑхса ҫӳрекенсем вырӑнне хучӗ.
Пулт 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Иосифӑн пиччӗшӗсем пынӑ та ӑна ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ.
Пулт 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Фараон ҫӗре пӑхса тӑракан ҫынсем суйласа лартма хуштӑр, ытлӑ-ҫитлӗ ҫулсенче — ҫичӗ ҫул хушши — Египет ҫӗрӗнчи [пӗтӗм ҫимӗҫӗн] пиллӗкӗмӗш пайне пуҫтарса пыма хуштӑр; 35. вӗсем ҫитес ӑнӑҫлӑ ҫулсенче пур тӗрлӗ тырӑ-пулӑ пухчӑр, ӑна фараон аллине парса, кайран ҫимешкӗн хуласенче упраса усраччӑр; 36. ҫӗр выҫлӑхпа ан пӗттӗр тесессӗн, ҫак тырӑ-пулӑ Египет ҫӗрӗ ҫинче пулас ҫичӗ выҫлӑх ҫул валли сыхлӑха пултӑр, тенӗ.
Пулт 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Акӑ пӗтӗм Египет ҫӗрӗнче ытлӑ-ҫитлӗ, тулӑхлӑ ҫичӗ ҫул пулӗ; 30. вӗсем хыҫҫӑн ҫичӗ ҫул выҫлӑх пулӗ, вара Египет ҫӗрӗнче ытлӑ-ҫитлӗ, тулӑхлӑ пулнӑ ҫулсем пӗтӗмпе манӑҫа тухӗҫ, ҫӗре выҫлӑх типӗтсе ярӗ, 31. выҫлӑх ҫитнӗ пирки ҫӗр ҫинче ӗлӗкхи тулӑх ҫулсем асран кайӗҫ, мӗншӗн тесессӗн выҫлӑхӗ питӗ хаяр пулӗ.
Пулт 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.