Шырав
Шырав ĕçĕ:
Енчен те вӑл, Недошлепкин: «Эпӗ ҫапла шухӑшлатӑп», тесен, ӑна пурин те: «Ҫапла пулать», тесе ӑнланмалла пулнӑ; енчен те вӑл: «Эпӗ ҫапла шутлатӑп», тесен, вӑл: «Ҫапла кӑна пулать», тенине пӗлтернӗ, енчен те: «Мана ҫапла туйӑнать»,тесен, ӑва: «Ҫапла пулмалла, ҫапла пулать те», тенӗ пек ӑнланма тивнӗ.
1 // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.
2. Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: тӑшман сирӗн ҫинчен: «э! э! ӗмӗрхи тусем те пирӗн еткерлӗхе лекрӗҫ» тенӗрен 3. пӗлтер малашне мӗн пулассине, кала: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: ҫакӑншӑн, шӑпах ҫакӑншӑн ӗнтӗ, сире ытти халӑхсен тупӑшӗ пулччӑр тесе, сирӗн ҫинчен усал сӑмах сарччӑр тесе, сире ҫын сӑмахӗ айне туччӑр тесе ҫаратнӑшӑн, ҫав шутпа сире пур енчен те пӗтернӗшӗн — 4. ҫакӑншӑн, Израиль тӑвӗсем, Ҫӳлхуҫа Турӑ сӑмахне итлӗр: Ҫӳлхуҫа Турӑ тусемпе сӑртсене, васансемпе айлӑмсене тата пушанса юлнӑ ишӗлчӗксене, пӑрахса хӑварнӑ хуласене, таврари халӑхсен пурлӑхӗпе мӑшкӑлӗ пулнӑскерсене, ҫапла калать; 5. ҫакӑншӑн Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: халӑхӑмшӑн хытӑ тӑнӑран Эпӗ Манӑн ҫӗрӗме хӑйсен еткерлӗхӗ валли палӑртса хунӑ, чӗререн савӑнса, чунтан йӗрӗнсе ӑна хӑйсен тупӑшӗ пулма пӳрнӗ ытти халӑхсене тата пӗтӗм Идумея ҫӗрне ҫапла каларӑм.
Иез 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ман асаттесен ашшӗ ҫапла пурӑннӑ, ман асатте ҫапла пурӑннӑ, эпӗ те ҫапла пурӑнатӑп, Тавыль та ҫаплах пурӑнӗ.Так прадед мой жил, так дед мой жил, так я живу, так Тавыль жить будет!
Экэчо ывӑлӗ // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
10. Вырӑнӑм ҫинче ҫывӑрнӑ чухне тата ҫакна куртӑм: акӑ тӳперен Сыхӑ тӑраканни, Сӑвапли анчӗ те 11. хыттӑн кӑшкӑрса ҫапла каларӗ: «ку йывӑҫа касӑр, тураттине иртӗр, ҫулҫине сӑтӑрса тӑкӑр, ҫимӗҫне силлесе айккинелле ывӑтӑр; тискер кайӑксем ун айӗнчен тухса тарччӑр, вӗҫен кайӑксем ун тураттисем ҫинчен вӗҫсе кайччӑр; 12. анчах та унӑн тӗп тымарне ҫӗр айӗнчех хӑварӑр, вара вӑл, тимӗрпе те пӑхӑрпа тӑлланнӑскер, хирти курӑк хушшинче тӳпе сывлӑмӗпе шӑварӑнтӑр, ҫӗр ҫинчи курӑк хушшинче тискер кайӑксемпе пӗрле хӗсӗнкеленсе пурӑнтӑр. 13. Унран этем чӗрине туртса илӗҫ те ӑна тискер кайӑк чӗрине парӗҫ, ҫапла ҫичӗ вӑхӑт иртсе кайӗ. 14. Сыхӑ тӑраканнисем ҫапла тума хушнӑ, Сӑваплисем ҫапла йышӑннӑ — пурӑнаканнисем этем патшалӑхне Ҫӳлти Турӑ тытса тӑнине, ӑна кама парас тет, ҫавна панине, ҫынсем хушшинче чи кӗҫӗне юлнине те патшана лартнине пӗлччӗр тесе тунӑ та ҫакна» терӗ.
Дан 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Седекия — Иосия ывӑлӗ — Иудея патшине ларсассӑн кӗҫех Ҫӳлхуҫаран Иеремийӑна ҫакӑ сӑмах пулнӑ: 2. Ҫӳлхуҫа мана ҫапла каларӗ: хӑвӑн валли тӑлӑпа сӳсмен ту та мӑйна тӑхӑнтарт; 3. ҫавӑн пеккисенех Иерусалима Иудея патши Седекия патне килнӗ элчӗсем урлӑ Эдом патши патне, Моав патшипе Аммон ывӑлӗсен патши патне, Тир патшипе Сидон патши патне ярса пар; 4. элчӗсене хӑйсен хуҫисене ҫапла калама хуш: Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: хӑвӑрӑн хуҫӑрсене ҫапла калӑр: 5. Эпӗ ҫак ҫӗре, ҫак ҫӗр ҫинчи этеме тата чӗрчунсене Хамӑн аслӑ хӑватӑмпа, Хамӑн вӑйлӑ аллӑмпа пултартӑм; ӗнтӗ ҫӗре кама парас тетӗп, ҫавна паратӑп.
Иер 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Дарий патшаран вара ҫакӑн пек хушу ҫитнӗ: «Эсир вара, юханшыв лешьенӗн пуҫлӑхӗ Фафнай, Шефар-Бознай, хӑвӑрӑн юлташӑрсемпе, юханшыв леш енчи тӳре-шарапа, унтан пӑрахса кайӑр. 7. Турӑ Ҫуртне тума ан чӑрмантарӑр; Иудея ҫӗрӗн пуҫлӑхӗпе Иудейӑн аслӑ ҫыннисем Турӑ Ҫуртне унчченхи вырӑнӗнчех туса лартчӑр. 8. Ҫапла хушатӑп: Турӑ Ҫуртне тунӑ чухне Иудейӑн аслӑ ҫыннисене пулӑшсах тӑрӑр: патша пурлӑхӗнчен — юханшыв леш енче пухнӑ куланайран — пӗр тӑхтаса тӑмасӑр илӗр те ҫав ҫынсене парса тӑрӑр: ӗҫ чарӑнса ан тӑтӑр; 9. мӗн кирлине — пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлти Турра парнесем кӳме пӑрусем-и, сурӑхсем-и, путексем-и, тулӑ-и, тӑвар-и, эрех-и, ҫу-и — Иерусалим священникӗсем мӗн ыйтнине пурне те кунран-кунах, пӗр тытӑнса тӑмасӑр парса тӑрӑр, 10. вӗсем ҫапла Ҫӳлти Турра кӑмӑллӑ парнесем кӳрсе тӑччӑр, патшапа унӑн ывӑлӗсенӗн пурӑнӑҫӗшӗн кӗлтуччӑр. 11. Тата ҫапла хушатӑп: кам та кам ҫак хушӑва пӑсас пулсассӑн, ҫавӑн ҫурчӗн пӗренине кӑларса илмелле те хӑйне ӑна ҫав пӗрене ҫумне пӑталамалла, ҫуртне тӗппипех ҫӗмӗрмелле. 12. Пӗр-пӗр патша е пӗр-пӗр халӑх ҫак хушӑва пӑсса Иерусалимри Турӑ Ҫуртне сиен кӳме хӑйсассӑн, вӗсене Хӑйӗн ячӗ ҫавӑнта тӑма кӑмӑл тунӑ Турӑ пӗтертӗр. Эпӗ, Дарий, ҫапла хушатӑп: ӑна тӗп-тӗрӗс пурӑнӑҫласа тӑрӑр!»
1 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Итлекен итлеттерекенӗ мӗн кӑтартасшӑн пулнине пӗтӗмпех курать, вӑл мӗн туйтарасшӑн пулнине ӑспа та, чунпа та туять, вара сасартӑк хавхаланса, ҫунатланса канса, ҫапла шухӑшлать: чӑнах та ҫапла вӗт ҫурхи катара, чӑнах та ҫапла кӗрхи вӑрманта!..
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
Ҫапла, ҫапла, шӑпах ҫапла тумлӑччӗ Полина туй умӗн хӑйӗнпе, Ула Тимӗрпе, венчете тӑнӑ кун.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Тӗпсӗр шӑтӑка ҫапла ӳкеҫҫӗ, ҫапла улталаҫҫӗ, тискер, синкерлӗ утӑмсене ҫапла тӑваҫҫӗ.Так бросаются в пропасть, так изменяют, так совершаются дикие, роковые шаги.
V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
«Ҫапла, ҫапла, ҫапла, пулатех ӗнтӗ!».
Эмиль пурнӑҫӗнчен сайра-хутра ырӑ ӗҫсемпе палӑрнӑ, ашкӑнмасӑр иртнӗ кунсем // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Ҫапла, ҫапла, ҫапла, эпир сӑмахран хӑрамастпӑр: «либераллӑ-оппозициллӗ!»
XI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Ҫапла, ҫапла, ҫапла!
VIII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Анчах ҫапла тӑвас вырӑнне хам та халь-халь йӗрсе ярасса анчах туйрӑм эпӗ: хӗрачана питех те шел пулни, тӗрӗслӗх те яланах ҫӗнтермессе ӑнланни (уйрӑмах икӗ ҫын хушшинчи ӗҫсенче ҫапла-ҫке вӑл) чуна ҫурсах ыраттарчӗ, хыткан аяк пӗрчисем те, хӗрачан куҫҫульпе йӗпеннӗ, нӑшӑклатакан сӑмси те, вӑл ман пата ҫапла вирхӗнсе ман ҫума ҫапла тӗршӗнни те чӗрене ҫурчӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
— Ҫапла, ҫапла, ҫапла, — тем ҫинчен аса илнӗ пек, Ли ҫамкине шаккаса илчӗ, — санӑн пӗчӗк Коу-цзы вилни шӑпах…
XI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Начальник ун ҫине ҫаплах-ха хӑраса пӑхса тӑчӗ; кун пек чух вӑл, паллах, ни «эпӗ ҫапла шухӑшлатӑп», ни «эпӗ ҫапла шутлатӑп» тесе, пуринчен ытла — «мана ҫапла туйӑнать» тесе калама пултарайман ӗнтӗ.
1 // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.
Ҫапла, ҫапла, ҫапла… — терӗ старик, хуллине йытӑ пуҫӗ ҫинче тытса.Так, так, так… — проговорил старик, держа над головой пуделя хлыст.
III // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
Тепӗр чух боецсем унран кунӗпе те вунӑ сӑмахран ытла илтмен, анчах ротӑра яланах: Харитонов ҫакӑн пирки ҫапла каларӗ; пирӗн аслӑ сержант ҫапла та ҫапла тума канаш пачӗ, тесе калаҫатчӗҫ.
Николай Харитонов сапёр // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 270–280 с.
Астӑватӑн-и, Павел, эсӗ мана пӗрре ҫапла каласа ӑнлантарнӑччӗ: кам мӗнле пурӑнать, вӑл ҫавӑн пекех шухӑшлать; рабочи — ҫапла, тесе калать пулсан, хуҫа — апла мар тесе хурать, анчах рабочи — апла мар, тет пулсан, хуҫа вара хӑйӗн йӑлипе тем пулсан та — ҫапла! тесе кӑшкӑрать, тенӗччӗ.
XXV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Вӑл ун патне ҫырма иккӗленсе тӑманнишӗн, вӑл ӑна шаннишӗн Джемма Санина тав тунӑ; вӑл тарнӑ хыҫҫӑн ӑна чӑнах та йывӑр пулнине те Джемма пытарса тӑман, ҫавӑнтах тата ҫапла хушса хунӑ: сирӗнпе тӗл пулнине эпӗ телей тесе шутлатӑп, — яланах ҫапла шутларӑм, мӗншӗн тесен ку тӗлпулу мана Клюбер г-н арӑмӗ пулма кансӗрлерӗ, ҫапла вара, тӳрех мар пулин те, ҫак тӗлпулу эпӗ хальхи упӑшкапа мӑшӑрланнин сӑлтавӗ пулчӗ, унпа эпӗ 28 ҫул ӗнтӗ питӗ телейлӗ, пуян та килӗшӳллӗ пурӑнатӑп: пире пӗтӗм Нью-Йоркӗпех пӗлеҫҫӗ, тенӗ.
XLIV // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Сасартӑк Наткӑна темме ҫапла шухӑш килсе кӗчӗ: ак ҫапла е, тӗрӗсрех, кӑштах ак ҫапла ҫаврӑнса тӑрсассӑн, кунтан пӗртте инҫе мар, мӗн пурӗ те леш енчи ҫыран хӗрринче кӑна, йывӑр, хӗн-хурлӑ Румыни ҫӗршывӗ выртать.
Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.