Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тоббоган пӗр пуслӑх мул илчӗ, ҫапла каламалла вӗсем пирки; хӑть мӗнле ҫавӑрттар та — вӗсем паян-и е ыран-и пӗрлешеҫҫех, ҫакӑ мана… ӑнланатӑр-и, ҫакӑ мана уртарать; ҫакӑнпа нимӗн те тӑваймастӑн…
XVIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
— Ҫакӑ, ҫакӑ… — Блюм пуйӑс юлашки хут кӑшкӑртнӑ хыҫҫӑн вӑраннӑ ҫын пек васкаварлӑн тумланма пикенчӗ, — ҫакӑ эпӗ сквер патӗнче пулнӑран-и, ҫавӑнпа-и?
I. Чыс тӑватӑп // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
8. Вӑл килӗ те тӗнче ҫылӑх ҫинчен, тӳрӗлӗх ҫинчен, сут ҫинчен тӗрӗс мар шухӑшланине кӑтартса парӗ: 9. ҫылӑх ҫакӑ — Мана ӗненмеҫҫӗ; 10. тӳрӗлӗх ҫакӑ — Эпӗ Аттем патне каятӑп, эсир Мана урӑх курас ҫук; 11. сут ҫакӑ — ҫак тӗнченӗн пуҫлӑхӗ айӑпа юлнӑ.
Ин 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Тӑххӑрмӗш ҫулта, вуннӑмӗш уйӑхра, уйӑхӑн вуннӑмӗш кунӗнче, мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ: 2. этем ывӑлӗ! ҫакӑ кун ятне, шӑп ҫакӑ кун ятне ҫырса хур: шӑп ҫакӑ кун Вавилон патши Иерусалима тапӑнӗ.
Иез 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Акӑ Иеремийӑна Ҫӳлхуҫаран пулнӑ сӑмах: 2. ҫакӑ халал сӑмахӗсене итлӗр те Иуда арӗсемпе Иерусалим ҫыннисене каласа парӑр; 3. вӗсене ҫапла кала: Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать, те: ҫакӑ халал сӑмахӗсене итлемен ҫынна ылхан ҫитӗ; 4. ҫакӑ сӑмахсене Эпӗ сирӗн аҫӑрсене Египет ҫӗрӗнчен, тимӗр кӑмакаран, илсе тухсан каларӑм: «Манӑн сӑмахӑма итлӗр, Эпӗ сире ӳкӗтлесе каланине пурне те тӑвӑр, вара эсир Манӑн халӑхӑм пулатӑр, Эпӗ сирӗн Туррӑр пулатӑп» терӗм.
Иер 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 27. ҫак ҫиччӗмӗш уйӑхӑн тӑххӑрмӗш [кунӗнче те] тасалмалли кун, сирӗн сӑваплӑ пуху пултӑр; чунӑра йӑвашлантарӑр, Ҫӳлхуҫана парне кӳрӗр; 28. ҫак кун нимӗнле ӗҫ те ан ӗҫлӗр, вӑл — тасалмалли кун, сире Ҫӳлхуҫа Туррӑр умӗнче тасатмашкӑн панӑ кун; 29. ҫакӑ кун хӑйне йӑвашлантарман кирек хӑш чуна та хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗҫ; 30. ҫакӑ кун пӗр-пӗр чун мӗнле те пулин ӗҫ тусассӑн, Эпӗ ҫав чуна хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗп; 31. нимӗнле ӗҫ те ан ӗҫлӗр: ҫакӑ сирӗн пур килӗр-ҫуртӑрта сыпӑкран сыпӑка пымалли ӗмӗрлӗхе хунӑ йӗрке; 32. ку вӑл сирӗншӗн канӑҫлӑх шӑмачӗ, уйӑхӑн тӑххӑрмӗш [кунӗн] каҫӗнчен пуҫласа хӑвӑр чунӑра йӑвашлантарӑр; уйӑхӑн тӑххӑрмӗш кунӗн каҫӗнчен пуҫласа [уйӑхӑн вуннӑмӗш кунӗн] каҫӗччен хӑвӑр шӑматӑра уявлӑр, тенӗ.
Лев 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Моисей Ааронпа унӑн сывӑ юлнӑ ывӑлӗсене, Елеазарпа Ифамара, каланӑ: Ҫӳлхуҫамӑра кӳнӗ парнесенчен юлнӑ тырӑ-пулӑ парнине, тутлӑлла пӗҫернине, илӗр те ӑна парне вырӑнӗ патӗнче ҫийӗр: вӑл — аслӑ сӑваплӑ япала; 13. ӑна сӑваплӑ ҫӗрте ҫийӗр, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа парнисенчен ҫакӑ санӑн паю, санӑн ывӑлусенӗн пайӗ пулать: [Ҫӳлхуҫамӑр] мана ҫапла хушнӑ; 14. силлентерсе кӳрекен ӑмӑрӗпе ҫӗклентерсе кӳрекен хулне эсӗ хӑв та, санпа пӗрле санӑн ывӑлусемпе хӗрӳсем те таса вырӑнта ҫийӗр: Израиль ывӑлӗсем кӳрекен канӑҫлӑх парнисенчен ҫакӑ — сана панӑ пай, санӑн ывӑлусене панӑ пай; 15. ҫӗклентерсе кӳрекен хулӗпе силлентерсе кӳрекен ӑмӑрне вӗсен ҫу парнисемпе пӗрле Ҫӳлхуҫамӑр умӗнче силлентерсе кӳмелле; Ҫӳлхуҫамӑр [Моисее] хушнӑ пек, ҫакӑ ӗмӗрлӗхе санӑн паю тата санпа пӗрле санӑн ывӑлусен [тата санӑн хӗрӳсен] пайӗ пултӑр, тенӗ.
Лев 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
«Ҫуртсем ишӗлеҫҫӗ, йӗри-тавралӑх юхӑнса пырать, ҫакна пула чуна хуйхӑ пусать. Ҫулсерен лару-тӑру япӑхланса пынине ӑнлансан ҫакӑ пӗрре те сана телей кӳмест. Мӗн те пулин улӑштармалла тесе шутларӑм, 600 ҫула яхӑн историллӗ ялӑн йывӑрлӑхӗсем пирки ҫынсене пӗлтермеллех терӗм хама хам», — каласа парать Алена.
«Мӗн те пулин улӑштармаллах» — ялти вӗрентекен юхӑнакан ҫурта юсама пикеннӗ // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6442.html
Ҫакна ӑнлантарса пама сӑлтавсем те пур: пӗрремӗшӗнчен, пысӑк федерациллӗ патшалӑх провинцийӗн тӗп хулинчи патшалӑх ӗҫченӗсем пулнӑ май хулара пурӑнакансемпе вӗсен ҫемйисенчи ҫынсем ӗҫ вырӑнӗсене тата Канадӑн федераллӑ фончӗсемпе ҫыхӑну ҫухатасран хӑраҫҫӗ; иккӗмӗшӗнчен, хулара акӑлчанла калаҫакансен йышӗ пысӑк мар пулни ҫакӑ вӗсене хумхантарма пӑрахнӑ.
Квебек // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%B5%D0%BA
Ҫакӑ Йӑван инкӗшне пӗлмен, вылянӑ ҫакӑ хӗрпе.
1. [Икӗ Йӑван] // ЧПГӐИ. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 47-57 с.
Ҫакна курчӗ патшан кӗҫӗн хӗрӗ, ҫакӑ хӑй ҫӑвӑнчи куччӗра тӗксе ячӗ те ашшӗне каларӗ:Увидела его младшая царевна, она оттолкнула от себя кучера и говорит отцу:
1. [Икӗ Йӑван] // ЧПГӐИ. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 47-57 с.
Пӗтӗм тӗнче, пӗтӗм пурнӑҫ, пӗтӗм ҫӗр ҫинчи илем, пӗтӗм телей ҫакӑ пек, ҫакӑнта аташса кайса, тӗнче илемлӗхӗпе, телейпе ӳсӗрӗлсе ҫӳрес килет.
4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.
Ҫакна тума вӗсене чӗрчунӑн физиологийӗ пулӑшать: кайри урисем кӗске пулин те вӑйлӑ, ҫапла май йывӑрӑш центрӗ вӗсен аялта вырнаҫнӑ тата ҫакӑ йывӑҫ хуппипе лайӑх тытӑнма май парать, вӑрӑм хӳри вара балансировка тытма пулӑшать.
«Леопардсем пӗр йывӑрлӑхсӑр йывӑҫ ҫине хӑпараҫҫӗ...» // Аҫтахар Плотников. https://t.me/astaharkartish/251
— Ҫакӑ, ҫакӑ, намӑссӑр! — кӑшкӑрсах ячӗ хӗр, ниҫта кайса кӗме пӗлмесӗр.
2. Автовокзалти «сунарҫӑ» // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.
Ман шутпа, ҫакӑ паха та: ҫакӑнтан курӑнать те ӗнтӗ вӑл чӑннипех те пултаруллӑ ҫыравҫӑ пулни.
Саланнӑ саманара нитне ҫухатмасӑр хӑтлӑх шыранӑ писатель // Борис Чиндыков. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 3-8 с.
— Ак ҫакӑ чул сан канӑҫна татнӑ, ак ҫакӑ чул ҫине сан ҫиллӳ ӳкнӗ, эй, шыв турри, — ҫаплах хӑйне майӑн кӗлӗ сӑмахне каларӗ леш хӗрарӑмӗ.
Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
— Ҫакӑ ӗнтӗ, ҫакӑ, мур илесшӗ.
Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.
Акӑ офицер шӑпланчӗ те айккинелле тӗмсӗлет; Евӑна ҫакӑ темшӗн ун пирки аванах мар шухӑшлаттарать: Детрей ӑна пӗрле пыма ыйтнӑшӑн кӑмӑллах мар ахӑр, ҫакӑ унӑн каҫхине таҫта кайса киленмелли тӗллевӗсене чӑрмантарать-тӗр.
XXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Биг ҫулӗ ҫинче эпӗ мӗн тӳссе ирттернине кашниех тӳссе ирттереймест, анчах ҫакӑ пулнӑ, тата ҫакӑ — чун ӑраскалӗ.Не каждому удается испытать то, что испытал я в проходе Бига, но это было, и это — судьба души.
VII. Таврӑну // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Ҫак пӳлӗм ӗлккенлӗхӗ, слон шӑмми хашакиллӗ куҫ кӗскисем, чӳречесем — мрамор витӗпе, касса эрешленӗ сӗтел-пукан, тӗрлӗ тӗслӗ пурҫӑн, ылтӑнпа тата кӑвак инҫетпе ҫиҫекен илем куллисем, Дюрокӑн тирпе кавир ҫине яра-яра пусакан урисем, — ҫакӑ маншӑн виҫесӗр ытлашши, ҫакӑ мана хавшатать.
VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.