Шырав
Шырав ĕçĕ:
Йӳҫкӑшкар яшки ҫийиччен малтан кӑшт-кашт леккелерӗ лешӗ, арҫынсене ура ҫине тӑма пулӑшаканни, анчах вӗсен ушкӑнӗнче хаваслӑх амаланма пуҫласанах: — Ну, «Ниме» колхоз ӗҫченӗсем, — тет хуняма карчӑк, — чӗршыв ампарӗ халлӗхе хупӑнать.
Ниме! Асран кайми ниме… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
— Эй, арҫын каманди, хырӑмӑрсене кавӑн пек ҫутатса выртнӑ вӑхӑтра эпир йӳҫкӑшкар яшки пӗҫертӗмӗр! — шӑплӑха татать хуняма карчӑк.
Ниме! Асран кайми ниме… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
«Ачалӑхӑм вӑрҫӑн йывӑр ҫулӗсенче иртрӗ, тӑраниччен ҫисе те кураймарӑмӑр. Ҫӑва тухсан вӗлтӗрен яшки нумай ҫинӗ, ҫавӑнпа нумай пурӑнтӑм пуль, — куҫҫульпе аса илет иртнӗ йывӑр вӑхӑта ветеран — хӑлхам илтет, куҫӑм курать, пурӑнасчӗ-ха».
Вӑрӑм ӗмӗрлисене саламларӗҫ // Александр Иванов. http://kasalen.ru/2024/04/23/%d0%b2%d3%9 ... %97%d2%ab/
Умра — ҫӑмах яшки, сӗт-турӑх, шутсӑр илемлӗ хӗрелсе пиҫнӗ ҫӑкӑр чӗллисем…
Тӑххӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Хирте ӗҫлекенсене ҫитерме пӑрҫа яшки пӗҫереҫҫӗ.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Автан яшки пӗҫерӗпӗр.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Кӑмпа яшки ҫисе, матрӳшкепе пыллӑ чей ӗҫнӗ хыҫҫӑн ҫанталӑк та, пурнӑҫ та тутлӑ та илемлӗ пек.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Киле таврӑнса аш яшки пӗҫерсе хатӗрлесен, ачине Макҫӑм патӗнчен кайса илчӗ те ҫитерсе ҫывӑрттарчӗ.
X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Умӗнчи аш яшки ҫав-ҫавах тирӗк тулли ларнине курсан, урӑх калаҫмарӗ, общежитинчен тухса кайрӗ.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Хӑйсем эрнеренпе ҫӑкӑрсӑр, серте яшки ҫине кӑшт ҫӑнӑх лӑкаса ҫинипе ҫеҫ тӑранса пурӑнни ҫинчен тата ӗнер юлашки ҫӑнӑхӗ те пӗтни ҫинчен уҫҫӑн каласа пама ҫӑмӑлах мар Анука, ку вара упӑшкипе хуняшшӗ ятне ашшӗ-амӑшӗ умӗнче, пуринчен ытла ашшӗ умӗнче, намӑса кӗртни пулӗччӗ.
I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Часах купӑста яшки антарса сӗтел ҫине чашӑкне лартрӗ, ҫӑкӑр, какай касса хучӗ.
Кукамай шӑплӑхӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 116–122 с.
Машка-Милашка тарӑн тирӗксене купӑста яшки яра-яра парать.
26 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Тӑванӗсен пӗтӗмӗшле сӗтелӗ ҫинче — чӑх яшки.
Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Ҫитет серте яшки ҫисе пурӑнса.
Хӑрушӑ ӗҫ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Эпир пулӑ яшки пӗҫертӗмӗр те ним калаҫмасӑр ҫирӗмӗр.
21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
— Манпа пӗр компанире пулӑ яшки ҫиме-и? — ун шухӑшне каласа пӗтерчӗ Гладышев.
21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
— Ну, — терӗ Гладышев, паранкине шыва ярса, — часах пулӑ яшки ҫиетпӗр.
21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Лайӑххи — юрма, яшки вара — пӑтранчӑк шыв.
XXIX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Хӑйӗнчен купӑста яшки шӑрши, турӑх шӑрши. ӗнтнӗ сухан шӑрши килет.
XXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
— Мӗн яшки сана халех?
XIX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.