Шырав
Шырав ĕçĕ:
Калмӑксен виҫӗ сотнине яччӑр та, урӑхран пурпӗр тупаймаҫҫӗ!» — шухӑшларӗ вӑл, шӑши куршанакӗ пусса илнӗ хӑмӑл тӑрӑх лӑкӑштатса пынӑ май.
XXII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Тымар ан яччӑр унта вӗсем урӑх!
XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
— Асту, ҫав ыр сӑмахсем пуҫна ҫавӑрса ан яччӑр, леш, юман ҫинчи улакурак пуҫӗ ҫаврӑннӑ пек.— Гляди, чтоб от тех похвал да не вскружилась голова, как у той вороны, что сидела на дубу.
XX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Леш тӗнчере шуйттансем тӗрте-тӗрте яччӑр сана!..»
IV. Йӗкӗтсем ашкӑнаҫҫӗ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Прохор колхозран нумай вӑхӑтлӑха тухса кайнӑшӑн ҫилленнӗ, Стефан Петрович Рагулин лашасем памарӗ, Усть-Невинскри электриксенчен пулӑшу кӗтекенсем хӑйсен тачанкисене кӳлнӗ лашисене яччӑр, терӗ.
III // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Районта йӗркесӗрлӗхсем нумай, — Федор Лукич чышкине сӗтел ҫине хурса, чарӑнса тӑчӗ, — ҫавӑнпа халӗ, кая юлман чухне, вӗсем ҫинчен аслӑ влаҫа пӗлтерес пулать, унтан тӗрӗслеме комисси яччӑр…
XXI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Кала унта, смена яччӑр.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Хур курмастӑп эпӗ, хуть ҫисе яччӑр мана, луччӑ чӳречерен сикетӗп эпӗ, ыйткалама каятӑп… анчах ирсӗр те сӗмсӗр ҫынна качча тухма — ҫук, тухиччен вилни лайӑхрах!
VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Эпӗ ҫапла шутларӑм: «Ҫав тӑватӑ идиота персе вӗлерччӗрех е ссылкӑна яччӑр, анчах эпӗ ҫӑлӑнатӑп, манӑн пурнӑҫ организацишӗн ҫав ӗҫ выльӑхӗнчен, ҫав тӑватӑ выльӑхран ытларах кирлӗ».
XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
— Казаксене пӗлтерес пулать, тырра парса ан яччӑр!
33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Кала, вӗсем ӑна урама урӑх ан кӑларса яччӑр…
Хамелеон // Федор Меценатов. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 89–94 стр.
Аслӑ та вӑйлӑскер, ырӑ та юратаканскер, вӑл хӑй салтакӗсене: ман пата халӑха, мана юратаканскере, хӑй нуши ҫинчен манпа килӗшӳллӗн калаҫасшӑнскере, ан яччӑр тесе хушма пултарайман ӗнтӗ.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
— Анне мӗн терӗ, ӗне сумалли витрене парса яччӑр, терӗ.
34-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Яччӑр тесе те ыйтмалла мар.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Гаража пӗлтерӗр, машина яччӑр.
5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
4. Унта вӗсене, хӑйсен ҫӗрне Иудейӑна ыррӑн-сыввӑн ӑсатса яччӑр тесе, вырӑнти пуҫлӑхсем валли ҫыру парса янӑ.4. И там дали им письма к местным начальникам, чтобы проводили их в землю Иудейскую с миром.
1 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Шӑтӑкра ҫичӗ арӑслан пурӑннӑ, вӗсене кулленех икшер ӳтпе икшер сурӑх пӑраха-пӑраха панӑ; Даниила ҫисе яччӑр тесе, ҫав вӑхӑтра вӗсене нимӗн те паман.
Дан 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫын ҫумне ан ҫыпҫӑн, сана тӗртсе ан яччӑр, ытла аякра та ан тӑр, сана манса ан кайччӑр.13. Не будь навязчив, чтобы не оттолкнули тебя, и не слишком удаляйся, чтобы не забыли о тебе.
Сир 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Мардохей вара Артаксеркс патша ҫӗрӗнче пурӑнакан иудейсем патне — ҫывӑхрисем патне те, аякрисем патне те — ҫак ӗҫ ҫинчен ҫыру ҫырса янӑ, 21. вӑл иудейсене кашни ҫулах адар уйӑхӗн вунтӑваттӑмӗш тата вунпиллӗкмӗш кунӗсенче уяв ирттерме хушнӑ, 22. мӗншӗн тесессӗн ҫак кунсенче иудейсем хӑйсен тӑшманӗсенчен хӑтӑлнӑ, мӗншӗн тесессӗн ҫав уйӑхра вӗсем патне хурлану вырӑнне савӑнӑҫ, хуйхӑ-суйхӑ вырӑнне уяв кунӗ ҫитнӗ, ҫавӑнпа ҫак кунсене ӗҫкӗ-ҫикӗ те савӑнӑҫ кунӗсем туччӑр, пӗр-пӗрне парне паччӑр, кӗлмӗҫсене пушӑ алӑпа ан яччӑр.
Эсф 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Тӑр, халӑха тасат, кала ӑна: ирччен тасалӑр, Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри ҫапла калать, те: «Эй Израиль, сан хушшунта тупалани пур; ҫав тупаланӑ япаларан хӑтӑлмасӑр эсӗ хӑвӑн тӑшманна хирӗҫ тӑма пултараймӑн» тесе калать, те; 14. ыран [пурсӑр та] йӑхӗ-йӑхӗпе пухӑнса тӑрӑр; Ҫӳлхуҫа кӑтартакан йӑх ӑрӑвӗ-ӑрӑвӗпе пытӑр; Ҫӳлхуҫа кӑтартакан ӑру кил-йышӗ-кил-йышӗпе пытӑр; Ҫӳлхуҫа кӑтартакан кил-йыш пӗрер ҫыннӑн пытӑр; 15. тупаланӑ япалана вӑрлани кам ҫине тухӗ, ҫавна хӑйне те, унӑн мӗнпур япалине те вут-ҫулӑмпа ҫунтарса яччӑр: вӑл Ҫӳлхуҫа хывнӑ халалран пӑрӑнса Израиль хушшинче саккуна хирӗҫле ӗҫ тунӑ, тенӗ.
Нав 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.