Шырав
Шырав ĕçĕ:
3. Ҫитермесӗрех килӗсене ярсассӑн, ҫул ҫинче халран кайӗҫ: хӑшӗ-пӗри аякран килнӗ, тенӗ.3. Если неевшими отпущу их в домы их, ослабеют в дороге, ибо некоторые из них пришли издалека.
Мк 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Халӑха киле ярсассӑн, Вӑл пӗччен кӗлтума ту ҫине улӑхнӑ; ҫӗрле те унта пӗчченех пулнӑ.23. И, отпустив народ, Он взошел на гору помолиться наедине; и вечером оставался там один.
Мф 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Халӑха кӑларса ярсассӑн, Вӑл пӳлӗме кӗнӗ те хӗре аллинчен тытнӑ — хӗр ура ҫине тӑнӑ.25. Когда же народ был выслан, Он, войдя, взял ее за руку, и девица встала.
Мф 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫӗрпе унӑн тӗпӗ-йӗрӗ чӗтресе кайрӗҫ; тинӗс тӗпренех хумханать, хумсем те, пулӑсем те пӑлханаҫҫӗ — ку Ҫӳлхуҫа сӑнӗнчен, Унӑн виҫесӗр хӑватӗнчен килет: 13. Унӑн ухӑ карӑнтаракан сылтӑм алли хӑватлӑ, Вӑл кӑларса яракан ҫӗмренсем ҫивӗч — ҫӗр вӗҫне-хӗрне ҫитиччен персе ярсассӑн та вӑйсӑрланмӗҫ.
3 Езд 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Эпӗ тытрӑм та ӗҫсе ятӑм, ӗҫсе ярсассӑн чӗремрен ӑстӑн тапса тӑчӗ, кӑкӑрӑмра ӑслӑлӑх ӳссе пычӗ, ӑс-хакӑлӑм вара пурне те асра тытрӗ; 41. ҫӑварӑм манӑн уҫах тӑчӗ, урӑх хупӑнмарӗ.
3 Езд 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Кайран, иудейсем ӑна канашпа аслӑ ҫынсен ятӗнчен саламлама, парнесем пама тата пулса иртнишӗн хӑйсем епле савӑннине пӗлтерме элчӗсем ярсассӑн, вӑл вӗсем патне мӗн май килнӗ таран хӑвӑртрах ҫитме кӑмӑл тунӑ.
3 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Патша ҫырӑвӗ вара ҫапларах пулнӑ: «Антиох патша Лисий тӑванӑма савӑнӑҫ сунать. 23. Манӑн аттем турӑсем патне ӗмӗрлӗхе кайнӑ вӑхӑтранпах эпир патшалӑхри ҫынсем хӑйсен ӗҫӗсене пӗр пӑлханмасӑр тума пултарччӑр тесе тӑрӑшатпӑр. 24. Эпир иудейсем манӑн аттем ҫӗнӗ йӑла-йӗрке — эллин йӑлисене — ҫирӗплетес тенипе килӗшменни ҫинчен, вӗсем хӑйсен саккуннех мала хуни, ҫавӑнпа та хӑйсен саккуннех уяса тӑмашкӑн ирӗк пама ыйтни ҫинчен илтсе пӗлтӗмӗр; 25. вара ку халӑха та канӑҫсӑрлантарас мар тесе, ҫапла тума хушатпӑр: вӗсем хӑйсенӗн Турри Ҫуртне ҫӗнетчӗр, вӗсем хӑйсен тӗп аслашшӗсен йӑли-йӗркипе пурӑнччӑр. 26. Ҫапла вара эсӗ вӗсем патне ҫын ярсассӑн, вӗсемпе килӗшӳ тусассӑн, аван пулӗччӗ, ан тив, вӗсем пирӗн шухӑшсене пӗлсе ырӑ кӑмӑллӑ пулччӑр, хӑйсен ӗҫне малалла хаваслӑн туса пыччӑр» тенӗ ҫырура.
2 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ҫакӑн хыҫҫӑн Аполлоние, Менесфей ывӑлне, Птоломей Филометор патшана ларнӑ ятпа Египета ярсассӑн, Антиох ӑна хӑйӗнпе тӑшманлӑ тӑрать тесе шухӑшлама пуҫланӑ та, асӑрханса, унран сыхланма тӑрӑшнӑ; ҫавӑнпа та Иоппие кайнӑ чухне вӑл Иерусалима кӗнӗ.
2 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Парнине ҫунтарса ярсассӑн, Неемия юлнӑ шывпалан пысӑк чулсене сапма хушнӑ.31. Когда же жертва была сожжена, Неемия приказал оставшеюся водою полить большие камни.
2 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Халӗ ҫӗр талант кӗмӗл тӳле те Ионафана ирӗке ярсассӑн пирӗнтен уйӑрӑласран унӑн икӗ ывӑлне саклата яр, вара эпир ӑна ирӗке ярӑпӑр, тенӗ.
1 Мак 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ӗлӗк Дарий [Арей] янӑ ҫырура ҫапла ҫырнӑ: 20. «Спарта патши аслӑ священника Онияна савӑнӑҫ сунать. 21. Спарта ҫыннисемпе иудейсем ҫинчен ҫырнӑ кӗнекесенче вӗсем Авраам йӑхӗнчен тухнӑ тӑвансем тесе ҫырнине тупнӑ. 22. Халӗ ӗнтӗ, хамӑр ҫакна пӗлнӗ хыҫҫӑн, эсир пирӗн патӑмӑра хӑвӑр мӗнле пурӑнни ҫинчен ҫырса ярсассӑн аван тунӑ пулӑттӑр. 23. Хамӑр енчен эпир сире ҫакна пӗлтеретпӗр: сирӗн выльӑх-чӗрлӗхӗрпе сирӗн пурлӑхӑр — пирӗн; пирӗн мӗн пурри вара — сирӗн. Эпир сире ҫавӑн ҫинчен пӗлтерме хушрӑмӑр» тенӗ.
1 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ: 2. этем ывӑлӗ! ху халӑхун ывӑлӗсене пӗлтер, кала вӗсене: эхер те Эпӗ пӗр-пӗр ҫӗр ҫине хӗҫ ярсассӑн, ҫав ҫӗр халӑхӗ хӑйсем хушшинчен ҫын суйласа илсе ӑна хӑйсен хуралне тӑратсассӑн, 3. ҫав ҫын ҫӗр ҫине килекен хӗҫе курса трупапа кӑшкӑртса халӑха систерсессӗн, 4. эхер те кам та кам трупа сассине илтет, анчах сыхланмасть пулсан, ӑна хӗҫ ҫитсе ярса илсессӗн, ҫав ҫын юнӗ хӑйӗн пуҫӗ ҫинче пулӗ.
Иез 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Египет ҫине вут ярсассӑн, унӑн тӗрекӗсене аркатсассӑн, Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ.8. И узнают, что Я Господь, когда пошлю огонь на Египет, и все подпоры его будут сокрушены.
Иез 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Анчах Эпӗ чӗрӗ юлнисене, йӑлкӑма, упраса хӑварӑп, ҫавӑнпа та сире тӗрлӗ ҫӗр тӑрӑх салатса ярсассӑн, хӗҫрен хӑтӑлса юлнӑ ҫыннӑрсем ытти халӑхсем хушшинче пулӗҫ.
Иез 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Сана пӗтӗм ҫиллӗмпе, пӗтӗм хаярлӑхӑмпа сут тунӑ чухне, сана хаяррӑн вӗлернӗ чухне хӑвӑн таврари халӑхсем умӗнче эсӗ ҫын кулли пулӑн, мӑшкӑл курӑн, вӗсемшӗн тӗслӗхпе сехре хӑппи вырӑнне пулӑн — ҫакна Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, каларӑм; 16. Эпӗ вӗсем ҫине вӗсене пӗтерекен выҫлӑхӑн хаяр сӑннисене ярсассӑн, вӗсене сире пӗтерме ярсассӑн, сирӗн хушшӑрти выҫлӑха вӑйлатсассӑн, ҫӑкӑр тӗрекне аркатсассӑн, 17. сирӗн ҫине выҫлӑхпа тискер кайӑксене ярсассӑн, сана ачусемсӗр тӑратса хӑварӗҫ; сан ҫийӗн хӗн-суранпа юн иртӗ, сана хӗҫӗмпе тӗллӗп; ҫакна Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, каларӑм, тет.
Иез 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Давидӑн аслӑ пуканӗ ҫинче ларакан патшапа ҫак хулара пурӑнакан пӗтӗм халӑх ҫинчен, сирӗнпе пӗрле тыткӑна илсе кайман тӑванӑрсем ҫинчен 17. Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: акӑ Эпӗ вӗсем ҫине хӗҫ, выҫлӑх тата мур чирӗ ярӑп та вӗсене ҫиме юрӑхсӑр смоква ҫырли пек тӑвӑп; 18. вӗсене хӗҫпе, выҫӑпа, мур чирӗпе хӗсӗрлӗп; Эпӗ вӗсене ҫӗр ҫинчи мӗнпур патшалӑхшӑн сехре хӑппи туса хурӑп, Эпӗ вӗсене кирек ӑҫта хӑваласа ярас пулсассӑн та ҫавӑнти халӑхсем хушшинче ылханлӑ тӑвӑп, вӗсенчен тӗнче кулли тӑвӑп; 19. Эпӗ вӗсем патне Хамӑн чурасене — пророксене — ярсассӑн та, вӗсене ҫине-ҫинех ярсассӑн та вӗсем Ман сӑмахӑма итлемерӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫак усал йӑхран чӗрӗ юлнисемшӗн вилӗм пурӑнӑҫран лайӑхрах пулӗ; Эпӗ вӗсене кирек ӑҫта хӑваласа ярсассӑн та ҫавӑн пек пулӗ, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа.
Иер 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Израиль, Ман енне ҫаврӑнсассӑн, тет Ҫӳлхуҫа, Ман енне ҫаврӑнсассӑн, хӑвӑн ирсӗрлӗхне Ман умран сирсе ярсассӑн, эсӗ текех ҫӗтсе ҫӳремӗн.
Иер 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫапла калаҫҫӗ: «упӑшки арӑмне уйӑрса ярсассӑн, вӑл тепӗр арҫын арӑмӗ пулса тӑрсассӑн, кайран малтанхи упӑшки патне таврӑнма пултарӗ-и вӑл? Ҫапла тусассӑн ҫав ҫӗршыв ирсӗрленмӗ-и?» теҫҫӗ.
Иер 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Усал ҫынсем ҫинчен вара шелсӗр ҫилӗ вӗҫне ҫитиччен те сирӗлмен, мӗншӗн тесессӗн Вӑл вӗсен пулас ӗҫӗсене малтанах курса тӑнӑ: 2. вӗсем, тӳрӗ ҫынсене тухса кайма ирӗк парса, вӗсене васкавлӑн кӑларса ярсассӑн ӳкӗнессе, хыҫран хӑваласа каясса малтанах курса тӑнӑ: 3. ӗнтӗ хурлӑхӗ те умӗнчех пулнӑ, тупӑксем умӗнче татӑлса макӑрнӑ, хӑйсем вара тепӗр ӑссӑр шухӑш тытнӑ, тархасласа ҫула ӑсатнисене таркӑнсене йӗрленӗ пек йӗрленӗ.
Ӑсл 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.