Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

япӑх the word is in our database.
япӑх (тĕпĕ: япӑх) more information about the word form can be found here.
Ҫав хушӑрах халӑх пурӑнакан вырӑнсенчи урамри ҫулсем япӑх шайра пулни пирки граждансем мана пӗр хутчен ҫеҫ мар ӳпкелешсе пӗлтерчӗҫ.

В то же время ко мне неоднократно обращались граждане с жалобами на плохое состояние уличных дорог сельских населенных пунктов.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Республика патшалӑхпа уйрӑм ҫынсен ӗҫтешлӗхӗн проекчӗсене пурнӑҫлас енӗпе япӑх мар опыт пухнӑ.

Республика наработала неплохой опыт реализации проектов государственно-частного партнерства.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Ҫав вӑхӑтрах санкци мерисене пӗрешкел япӑх хаклама кирлӗ мар.

В то же время санкционные меры нельзя оценивать однозначно негативно.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Ют ҫӗршывсем Раҫҫей компанийӗсене хирӗҫ йышӑннӑ суту-илӳпе экономика санкцийӗсем Чӑваш Ен предприятийӗсен ӗҫӗ-хӗлӗ ҫине те япӑх витӗм кӳчӗҫ.

Торгово-экономические санкции, введенные зарубежными странами против российских компаний, не лучшим образом отразились на предприятиях Чувашии.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Ҫавнашкал икӗ лаша пирӗн колхозра пулсан, ҫавах япӑх пулас ҫукчӗ, эпӗ акӑ мӗн ҫинчен шутланӑ тата пӗрмай шухӑшласа ҫӳретӗп.

Но иметь пару таких лошадок у нас в колхозе все равно было бы невредно, вот о чем я думал и думаю все время.

XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫав-ҫавах, мана мӑшӑрлӑ пурнӑҫпа пурӑнма пит япӑх пулнӑ, тепӗр чух ҫакӑнса вилес патне ҫитнӗ.

Один черт, мне было так плохо в этой супружеской жизни, что впору вешаться.

XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ӗҫ тухӑҫлӑхӗпе, — эпӗ кунсерен мӗн чухлӗшер ӗҫлени ҫинчен калатӑп, — сирӗн цифрӑсем япӑх мар, пӗтӗмпе илсен вара ниме тӑман япала ҫеҫ пулса тухать.

По выработке, я говорю про суточную выработку, у вас неплохие цифры, а в общем получается ерунда.

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Япӑх перетчӗ пӑшалӗ: боек пистонне тӳрех ватмасть, виҫҫӗ персе иккӗшӗ каймарӗҫ; виҫҫӗмӗш патрон кӑна кӗрӗслетрӗ.

Погано било ружьишко: пистонку разбивал боек не сразу, из трех вышло две осечки, только третий патрон вдарил.

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Анчах ҫав ҫул эпӗ питӗ япӑх ӳсрӗм — хурлӑхпа асап мана ярӑнса ӳсме паман.

Однако рос я в тот год тупо — горе и нуждишка не давали мне настоящего росту.

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Эх, Макарушка, манран пуля япӑх ҫав, тутӑхнӑ!

— Эх, Макарушка, пуля-то из меня хреновая, заржавленная!

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Сӑнран пӑхсан, сана халӗ япӑх хӗл каҫнӑ ватӑ вӑкӑр темелле: кӗҫ ҫӳренӗ ҫӗртех выртакан пулӑн, йӑлтах тӗсрен кайнӑ эс, йӑшнӑ…

Ты с виду сейчас как старый бык после плохой зимовки: скоро на ходу будешь ложиться, и весь ты какой-то облезлый стал, куршивый…

III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed