Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

япали (тĕпĕ: япала) more information about the word form can be found here.
Ҫакӑ ученӑйӑн чи хаклӑ япали пулнӑ.

Это было самое драгоценное сокровище учёного.

Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Эпӗ тӳрӗ ҫын, мана ҫын япали кирлӗ мар.

Я человек честный, мне чужого не надо.

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

Ҫак шав-шав ерипен ҫухалса ҫитсен, кашкӑр ами пӑртак лӑпланчӗ; халӗ вӑл ҫӑварӗпе юр тӑрӑх сӗтӗрсе пыракан япали йывӑртарах пек пулнине асӑрхарӗ, ку вӑхӑталла путексем ун пекех пулакан марччӗ: шӑрши те ӑраснарах пек, тата темӗнле сасӑсем илтӗнеҫҫӗ унтан…

Когда мало-помалу все это затихло, волчиха успокоилась немного и стала замечать, что ее добыча, которую она держала в зубах и волокла по снегу, была тяжелее и как будто тверже, чем обыкновенно бывают в эту пору ягнята; и пахло как будто иначе, и слышались какие-то странные звуки…

Хушка ҫамка // Мирун Еник. Антон Чехов. Хушка ҫамка: калав. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 16 с.

Вӑл ҫапла ҫырнӑ: «Портрет» Гоголӗн фантастикӑлла ҫырма хӑтланнӑ ӑнӑҫсӑр япали пулса тӑрать.

Help to translate

Н. В. Гоголь ҫырнӑ «Петербург повеҫӗсем» // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 147–158 с.

Кайтӑрччӗ анса ҫав пӗтӗм вупкӑн япали таҫта мур шӑтӑкне!

Нехай бы вся эта… нехай оно все идет пропадом!

VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Юрать-и вӑл, чӗппӗм, ҫавӑн ҫинчен, турӑ ҫырлахах, ҫав эсрел япали ҫинчен пуплеме?

Да мысленное ли дело тебе, чадушка, об ней, об проклятой, прости господи, гутарить?

XXV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ку вӑйӑ япали мар, кӑлӑхран тарма сӗнместӗп.

Дело не шутейное, и бегать зря не советую.

II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ӑна ют ҫӗршыв япали пахалӑх енчен хамӑрӑннинчен нумай япӑхрах пулма пултарни пӑшӑрхантарман, хӑйӗн ют ҫӗршыв япали пулни ӑна ыттисем хушшинче мӗнпе те пулин палӑртса тӑнӑ пек туйӑннӑ.

Его не беспокоило, что заграничная вещь по качеству могла быть намного хуже отечественной, словно обладание заграничной вещью чем-то выделяло его среди других.

21 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Хӗрарӑма килӗшмест унпа ҫӳрени, тата япали те вӑл хӗрарӑмӑнни мар.

Негоже их бабе носить, и они вовсе не бабские.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ют ҫӗршывра тӗртнӗ ҫав тери ҫӳхе пир юртан та шурӑччӗ, кашни япали ҫинех гербпа инициалсем пурҫӑн ҫиппе эрешлесе тӗрленӗччӗ.

Тончайшее заграничное полотно было белее снега, шелком на каждой штучке были вышиты герб и инициалы.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Япали хаклӑ — тимӗртен тунӑ…»

Штука ценная, из железа…»

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Уншӑн французсен кашни япали лайӑхрах пек туйӑннӑ.

И все-то ему у французов нравится.

«Сирӗн Парижра ӗҫсем мӗнле?» // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Унта кӳлсе чупӗҫ сана шуйттансем — хӑвалама япали пулмӗ!..

Черти тебя там будут запрягать и ездить, а погонять им нечем!..

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Казакӑн мӗн япали пултӑр?

— Какие у казака пожитки?

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫакӑнпа хамӑн ҫырӑвӑма пӗтерме те вӑхӑт ӗнтӗ, — ҫырмалли япали пӗтсе ҫитрӗ.

На этом пора уж и кончить записки — иссяк родник.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Петро мӑйӗ ҫинчи хӗресне тата амӑшӗн пиллӗх япали ӑшне ҫӗлесе хунӑ кӗлӗ хучӗсене нумайччен хывса аппаланса тӑчӗ.

Петро долго снимал нательный крест и молитву, зашитую в материнское благословенье.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пӗр япали ҫеҫ — хама хам шеллени — ҫакна тума чарса тӑчӗ, унсӑр пуҫне эпӗ тата арӑма чӑтма ҫук курайми пулса ҫитрӗм.

Одно, что мешало это сделать, была жалость к себе, тотчас же непосредственно за собой вызывавшая ненависть к ней.

XXV // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Леш динамки вӗсен час-часах ванать — ку тӗрӗс, анчах чи кирлӗ япали ҫинчен каламарӗ вӑл.

Та динамика у них часто портится — это верно, а о главном предмете он же не сказал.

XIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Вӑл ҫаплах та-ха, япали пит кирлӗскер, анчах ӑна тума мӗн чухлӗ укҫа-тенкӗ кирлӗ пулать-ши?

— Оно-то так, вещь дюже подходящая, а какой на нее капитал потребуется?

III // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Вӑл високослӑ ҫул ҫуралнӑ, унӑн гороскопӗнче ҫутҫанталӑкри пилӗк япаларан пӗр япали — ҫӗр — пулман, ҫавӑнпа ӑна ашшӗ Жунь-ту ятлӑ хунӑ.

Родился он в високосный год, из пяти стихий в его гороскопе не хватало лишь земли, поэтому отец и дал ему имя — Жунь-ту.

Тӑван ял // Николай Иванов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 17–30 стр.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed