Шырав
Шырав ĕçĕ:
Сарӑ, кӑтра йӗкӗт, ярханахне янӑскер, пӗрӗн-кайӑн Фома умӗнчен, — е хулпуҫҫи ҫинче хӑма ҫӗклесе, е аллине пуртӑ тытса, — чупа-чупа иртнӗ; вӑл, выляса кайнӑ качака таки пек, сиккеле-сиккеле илнӗ, хӑй тавра янӑравлӑ кулӑ, шӳтле сӑмах, пӑрӑҫлӑ ятлаҫу сапаласа, ырми-канми ӗҫленӗ, турпаспа, йывӑҫпа тулнӑ палуба тӑрӑх хыттӑн та ҫӑмӑллӑн чупса ҫӳресе, е пӗрне, е тепӗрне ҫите-ҫите пулӑшнӑ.
IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хушаматне тата та килӗшӳсӗр тӑвасшӑн пекех, вӑл янӑравлӑ ҫӳллӗ тенорпа калаҫнӑ, хӑй те вӑл, тӑп-тулли ӳтлӗ, ҫаврака пит-куҫлӑ пӗчӗк ҫын, калаҫас тесен каҫса каяканскер, вӗр-ҫӗнӗ хӑнкӑрма евӗр пулнӑ.
IV // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Фома хӑй тавра пӑхса илнӗ: паҫӑрхи пекех, пахчара никам та пулман, сывлӑшра ҫав-ҫавах чансен янӑравлӑ калаҫӑвӗ юхӑнса тӑнӑ…
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Садра ӑрӑмлӑ шӑплӑх тӑнӑ, кӗпе ҫаннине ӑнсӑртран лексе чӑштӑртатса кайнӑ турат сасси ку шӑплӑхра янӑравлӑ сас пек туйӑннӑ, — Фома ҫӳҫенсе илнӗ…
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ашшӗ килтех пулнӑ: унӑн янӑравлӑ, анчах пӑртак хӑйӑлтатарах каякан кулли уҫса янӑ чӳречесенчен урамалла ян кайнӑ.Отец был дома: в открытые окна из комнат на улицу несся его громкий, немного сиплый хохот.
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
1928 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗнче Ахмед Зогу хӑйне Албани монархӗ тесе пӗлтерет, 1928 ҫулхи авӑнӑн 1-мӗшӗнче вара ҫӗнӗрен суйланнӑ Йӗркелӳ пухӑвӗ (алб. Asamblea Konstituente) Зогуна (III Скандербег I Зогу иккӗмӗшле янӑравлӑ ятпа) албансен патши пулма ҫирӗплетнӗ.
Ахмет Зогу // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%90%D1% ... 0%B3%D1%83
Шатохин генерал чиркӳри хаваслӑ шӑплӑхра, сӑмсине пысӑк та шап-шурӑ тутӑр ҫине янӑравлӑ шӑнкартса илчӗ.Генерал Шатохин в торжественной тишине оглушительно сморкался в большой белый платок.
3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Куккӑшӗн янӑравлӑ, пӗтӗм пӳлӗме тултарса лартакан сассине, вӑл йывӑррӑн утма тытӑнсан буфетри черккесем ҫинҫен янӑранине, унӑн ҫӑра уссийӗсене тата ҫавӑн пекех усӑнса тӑракан куҫхаршийӗсем айӗнчен куларах пӑхакан куҫӗсене, куккӑшӗн ҫав тери хаяр табакне астӑвать Костя.
Ҫыран хӗрринчи пӳрт // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Ҫуна тупанӗсен тӑнӑҫ та янӑравлӑ юрри кӑна хӑлха анииче тӳлеккӗн ӗнерӗнсе пычӗ.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
— А эсир, Недошлепкин юлташ, — терӗ малалла Терентий Петрович янӑравлӑ сасӑпа, — агрегат патне пылчӑк ӑшшӗн пытӑр, хӑвӑрӑн калушӑра та ҫухатрӑр та, ӑна, мӗскӗне, алӑпа ҫӗклесе тухрӑр.
Прицепщик Терентий Петрович // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 109–130 с.
Параднӑй пӳлӗмсене ытла та ҫап-ҫутӑ ҫутатни тата хысна ҫурчӗсенчен нимпе те уйрӑм мар капӑрлатни малтанхи вӑхӑтра ҫамрӑксене хӑюсӑрлатнӑран, Дерпт студенчӗпе темиҫе ҫӑмӑхҫахсӑр пуҫне, пурте стена ҫумне ларса тухрӗҫ, Дерпт студенчӗ вара, жилетне йӳле янӑскер, кашни пӳлӗмрех тата мӗнпур пӳлӗмсен кашни кӗтесӗнче пӗр вӑхӑтра пулма ӗлкӗрнӗн, пӳлӗмре унӑн янӑравлӑ, ырӑ, шӑплана пӗлми тенорӗ кӑна илтӗнсе тӑнӑн туйӑнчӗ.
XXXIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кӗнеке вуланӑ вӑхӑтра хӗрӗн ырӑ та янӑравлӑ сассине итленӗ май эпӗ е ун ҫинелле, е чечек пахчинчи сукмак ҫинче ҫумӑртан пулса юлнӑ хура кӳлленчӗксем еннелле, е ҫӑкасем еннелле (вӗсен ҫулҫисем ҫине пире хӑй айне тунӑ шупка ҫумӑр пӗлӗчӗн кӑваккӑн курӑнакан пӗр кӗтессинчен тумламсем халӗ те сайра хутра тӑкӑнса ҫатлатаҫҫӗ), е каллех хӗр ҫинелле, е ҫумӑрпа йӗпеннӗ лапсӑркка ватӑ хурӑнсене ҫутатакан хӗвелӗн йӑм-хӗрлӗ юлашки пайӑркисем ҫинелле, вара каллех Варенька ҫинелле пӑхкаласа, — ку хӗр пачах мана малтан курӑннӑ пек илемсӗр мар, тесе шухӑшласа илтӗм.
XXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Ҫынсем мӗнрен кулаҫҫӗ, мӗн ҫине йӗрӗнсе пӑхаҫҫӗ, — тет Варенька хӑйӗн янӑравлӑ сассипе, кашни саспаллие уҫӑмлӑн каласа, — шӑпах ҫавӑнта эсӗ мӗнле те пулин курман-илтмен ырӑ япала тупма тӑрӑшатӑн.
XXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Унӑн куҫӗсем ытарайми илемлӗ, сасси янӑравлӑ та ырӑ, ытла ҫаврака кӗлеткин йӗрӗсем те ман яшлӑхӑн ун чухнехи тапхӑрӗнче самаях хитре пек туйӑнчӗҫ.
XXIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кӗле пӗтнӗ хыҫҫӑн эпӗ, вӑтанӑва ҫӗнтерсе, хамӑн чӗрере мӗн пуррине пӗтӗмпех каласан, вӑл аллине ман пуҫ ҫине хучӗ те хӑйӗн янӑравлӑ сассипе хуллен ҫапла каларӗ:
VIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Соня хӑйӗн янӑравлӑ сассипе кӑмӑллӑн кулать, лешӗ тӗрӗс чухланине палӑртса, пуҫне сулать.Она смеялась своим милым звонким смехом и делала ему головкой знак, что он угадал.
ХIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Унӑн кулли яланхи пекех янӑравлӑ пулни мана килӗшрӗ, эпӗ вӑл тӑрӑхламасӑр кулнине ӑнланса илтӗм; пӗр-пӗрин ҫине пӑхса кулни мана ун патне ҫывхартнӑн туйӑнчӗ.
XXI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл нихҫан та сассӑр кулмасть, е питӗ шухӑшлӑн пӑхать, е янӑравлӑ, уҫӑмлӑ, илӗртӳллӗ сасӑпа каҫса кайса кулать.
XIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Коммунистсем, мала! — янӑраса кайрӗ Павӑлӑн чӗтревлӗ те янӑравлӑ сасси.— Коммунисты, вперед! — разнесся по склонам звонкий, высокий голос комиссара.
8 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Тулта, янӑравлӑ сивӗ сывлӑшра, гудоксем пӗр-пӗрне сас параҫҫӗ, станцири чан сасси нумайччен янӑраса тӑрать.
67 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.