Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ялӑн (тĕпĕ: ял) more information about the word form can be found here.
Ялӑн тепӗр енчен ҫӗтӗк ҫӑпаталлӑ, ҫуркаланса пӗтнӗ тумтирлӗ темиҫе чӑваш виҫӗ мӑн хырӑмлӑ ҫынна юланутҫӑсем патне сӗтӗрсе килчӗҫ.

Help to translate

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ӑна вара ялӑн тепӗр вӗҫӗнче пурӑнакан хурӑн тӑрри-хурӑнташӗ хӑй патне пурӑнма илчӗ.

Help to translate

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тӑват ялӑн киремечӗ Хӗрлӗ ҫыран хӗрринче; Асӑнмаллӑх, ун тивлечӗ, Ҫӑлкуҫ юхать тӗлӗнче.

Help to translate

VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ҫав кун ку ялта хӗрлӗ автан ытла та алхасуллӑ, ҫӑтӑххӑн-чурӑссӑн, ҫӑтӑр-ҫӑтӑр та шӑтӑр-шӑтӑр ташланӑ: ӗрӗхекен ҫиле май йытӑ-кашкӑр чӗлхиленсе тӑсӑлнӑ-явӑннӑ акӑш-макӑш вут вӑтӑр ҫурта — ялӑн ытларахӑшне (вӗсен шутӗнче медпунктпа библиотека вырнаҫнӑ йывӑҫ ҫурта та) — кӗллентерсе тӗп тунӑ…

Help to translate

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Урам урлӑ кӳршӗ енчен туптав сасси те, пуш витресем ханкӑртатни те ялӑн тунсӑхлӑ шӑплӑхне чӗрӗ, вилӗмсӗр пурнӑҫ шӑнкӑравӗ пек касӑна-касӑна кӗреҫҫӗ.

Help to translate

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Ҫавӑнпа та Патӑрьел муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ, строительство, инфратытӑм аталанӑвӗн пай пуҫлӑхӗ Равиль Ямалетдинов пӗчӗк ялӑн пысӑк ыйтӑвӗ - вӗсем патне «кӑвак ҫулӑма» илсе ҫитересси - хальхи вӑхӑтра пӗлтерӗшлӗ пулнине, ҫак ыйтупа ӗҫленине палӑртса хӑварчӗ.

Help to translate

Килӗшӳллӗ кӗтӳре кашкӑр та хӑрушӑ мар... е // А. ЕГОРОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44269-kil-s ... rush-mar-e

Касмуххапа Платун тӗлӗнмелӗхне, чи малтан энӗшкассисем мар, ытти ялӑн хресченӗсем Ҫтаппан хутне кӗчӗҫ.

Help to translate

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫак вӑхӑтрах ялӑн тепӗр вӗҫӗнче, Прахӑр карталӑкӗ умӗнче, тепӗр мӑшӑр уйрӑлайми тӑрать.

Help to translate

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ялӑн анат вӗҫӗнче — эрнере пӗрре пухӑнакан пасар вырӑнӗ.

Help to translate

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӗнел общинине кӗрекен ытти ҫичӗ ялӑн ҫамрӑкӗсем пурте вырӑнта.

Help to translate

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫакӑ ялӑн ҫыннисене Ҫитермесӗр утаймарӑм.

Help to translate

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вара хӑш ялӑн ӑҫта ҫулмаллине шӑпа ярса уйӑраҫҫӗ.

Help to translate

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кунта кирек хӑш ялӑн каччисене те курма пулать.

Help to translate

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

…Ӗнел ҫӗр общинине кӗрекен сакӑр ялӑн ҫамрӑкӗсем вӑййа пухӑнчӗҫ те купӑсҫа хирӗҫ карталанса тӑчӗҫ.

Help to translate

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӗсем урам варринчи ҫулпа ялӑн тепӗр вӗҫнелле утрӗҫ.

Help to translate

Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӑхать те, лашасем пирӗн ялӑн мар иккен.

Help to translate

Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чӑваш Яшмин уйӗ ялӑн кӑнтӑр енче сарӑлса выртать.

Help to translate

Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пирӗн ялӑн хӗрӗсен Пилӗк ҫинҫе, куҫ хура.

Help to translate

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӑй ҫуралса ӳснӗ тӑван ялӑн хисеплӗ ячӗ.

Help to translate

55 ҫул - юратӑва упраса // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11112-55 ... -va-uprasa

— Вӑл ҫӗрсем ӗмӗрех пирӗн ялӑн пулнӑ.

Help to translate

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed