Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юханшывсен (тĕпĕ: юханшыв) more information about the word form can be found here.
Кунти чикӗ пысӑк юханшывсемпе пӗчӗк юханшывсен ҫыранӗсем тӑрӑх та, ҫын хӑпарайми ҫӳлӗ, шап-шурӑ юрпа пӗркеннӗ сӑртсем тӑрӑх та, альп улӑхӗсем тӑрӑх та, хӗвелпе йӑлтӑртатса тӑракан ем-ешӗл айлӑмсем тӑрӑх та, тӳремлӗхсен хуп-хура ҫӗрӗ тӑрӑх та, ҫавӑн пекех хуласемпе ялсен ҫумӗпе те иртет.

По берегам рек и речушек, в неприступных горах, укрытых вечными снегами, на альпийских лугах, в зеленых тихих и солнечных долинах, на черных землях равнины, по окраинам городов, по околицам деревень.

1 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Хуҫланчӑксене тусемпе сӑртсен тайлӑмӗсенче, тарӑн ту хушӑкӗсенче, юханшывсен, кӳлӗсен, тинӗссен чӑнкӑ ҫыран хӗррисенче — юшкӑнлӑ ту породисен сийӗсем тухса тӑракан пур вырӑнта та питӗ лайӑх курма тата тӗпчеме пулать.

Складки можно очень хорошо видеть и изучать на склонах гор и холмов, в ущельях, в крутых обрывах берегов рек, озёр и морей — вообще почти везде, где выступают слои осадочных горных пород.

3. Ту хуҫланчӑкӗсем мӗн ҫинчен каласа параҫҫӗ // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.

Ҫав айлӑм тарӑн тата унӑн тайлӑмӗсем, вуншар метр ҫӳлелле ҫӗкленсе, чӑнкӑ ҫыран е чул сӑрт туса хураҫҫӗ пулин те (ун пекки пысӑк юханшывсен ҫыранӗсенче пулать — Атӑл, Кама, Дон, Лена, Днепр т. ыт. те), пурпӗрех, тайлӑмпа ҫӳле улӑхса ҫитсен, ҫын хӑй умӗнче каллех ҫав айлӑмах курать.

Даже если долина глубокая и её склоны поднимаются на десятки метров над дном, образуя обрывы или скалы (так бывает на берегах больших рек — Волги, Камы, Дона, Днепра и других), всё равно — вскарабкавшись по склону наверх, человек увидит перед собою всё ту же равнину.

1. Тусем ҫинче мӗн курма пулать // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.

Никам та ун пек чугун ҫулсем ҫине фугассем хума е часовой умӗнчех юханшывсен хӗррине пырса кӗперсене сирпӗтме пултарайман.

Никто не умел так ловко, как он, заложить фугас на железнодорожном полотне или, пробравшись под носом у часовых к реке, взорвать мост в горах.

Пӗр хуларан // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 249–269 с.

Айлӑм юнашарти юханшывсен шайӗнчен аяларах вырнаҫнӑ пулас, вӗсен шывӗ ҫак ҫӗре шӳтерсе тӑрать.

Видимо, равнина была расположена ниже уровня соседних рек, и воды их просачивались в пористую землю.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ҫак пӗчӗк юханшывсен ҫыранӗнче хӑмӑш кашласа ларать; Гаррис вӗсене папирус терӗ.

Низкие и топкие берега речек густо заросли тростником; Гаррис сказал, что это папирус.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Е халиччен курман-пӗлмен тусем те, фантастикӑлла чунлӑ мӗлкесем евӗр, ушкӑнӑн-ушкӑнӑн мӗлтлетсе иртрӗҫ-ши унӑн пуҫӗнче, халиччен курман-илтмен тӳремлӗх те таҫта ҫити сарӑлса курӑнса выртрӗ-ши, сӑмахпа каласа пама ҫук тӗлӗнмелле хитре йывӑҫсен мӗлкисем те таҫти паллӑ мар юханшывсен тӗкӗр пек ҫутӑ питӗнче чӳхенсе-выляса илчӗҫ-ши, кӑвар пек хӗвел те — суккӑр ӑрӑвӑн таҫти-таҫти шутсӑр-хисепсӗр сыпӑкӗсем пӑхса савӑннӑ хӗвел — ҫав пӗтӗм сӑнсем ҫине ҫутӑ сапрӗ-ши?

Или в его мозгу зароились фантастическими призраками неведомые горы, и легли вдаль неведомые равнины, и чудные призрачные деревья качались над гладью неведомых рек, и прозрачное солнце заливало эту картину ярким светом, — солнце, на которое смотрели бесчисленные поколения его предков?

II // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.

Ҫанталӑк типӗ тӑнипе вӑл юханшывсен тури тӑрӑхне, халӑх ҫӳремен ту хушӑкӗсене водохранилищӑсем тунӑ ҫӗрте пулчӗ, хӑйне кирлӗ ҫынсем вӗренсе ӳсекен колхозсене, шкулсене ҫӳрерӗ.

Засуха бросила его в верховья рек, в глухие горные ущелья, где строились водохранилища, в колхозы, в школы, где подрастали нужные ему люди.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Кунти наступлениллӗ операцисем хӑратса тӑракан окруженисемпе тата обходсемпе кӑткӑсланнӑ, кӗрешӳ Дунайшӑн пынӑ; хӑюллӑ переправӑсем тата юханшывсен тепӗр енне паттӑррӑн чакнисем осадӑна куҫакан оборонительнӑй ҫапӑҫусен лӑпланнӑ саманчӗсемпе пӗрле пулса пынӑ, — ҫаксем пурте хӑвӑртланса пыракан темпсемпе, ӳссе пыракан масштабсемпе, ҫынсен нихҫанхинчен те вӑйлӑрах ҫирӗплӗхӗпе пӗрле пулса пынӑ.

Наступательные операции были здесь осложнены угрожающими обходами и окружениями, борьба шла за Дунай; лихие переправы и еще более героические отходы за речные преграды сопровождались паузами неожиданных оборонительных боев, выраставших в осады, — и все это в ускоряющихся темпах, в возрастающих масштабах, в беспримерной и тоже все растущей стойкости людей.

Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Кӗрхи тырӑсем ачашшӑн ешернӗ, хӗвел ҫинче ҫӗртме пуссисем сывласа выртнӑ, хырсем пӗлӗтелле кармашнӑ, вӑрманти юханшывсен хумӗсем шурлӑхлӑ ҫырансем патнелле чупнӑ.

Нежно зеленели озими, дышали под солнцем пары, сосны тянулись к небу, и лесные реки подкатывали темные волны к топким берегам.

5. Тырӑпа тимӗр // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ыттисем вара тинӗс кайӑкӗсене тытма кайнӑ, юханшывсенче — минога, юханшывсен варринче — навага тытнӑ, семга ятлӑ пулла тытма «ишекен» тетелсем лартнӑ, ҫав пуллах тытма Онега урлӑ йывӑҫ хӳмесем пура-пура тухнӑ.

Остальные брали морского зверя, ловили в реках миногу, на взморье — навагу, ладили «плавные» сети для улова семги, «рюжи» — для поимки той же рыбы в деревянных заборах, поставленных через реку Онегу.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Нумай юханшывсен ҫыранӗсем Атӑлӑнни пек: пӗр енӗ сӑртлӑ, тепӗр енӗ улӑхлӑ; Истӑн та ҫавӑн пекех.

У многих русских рек, наподобие Волги, один берег горный, другой луговой; у Исты тоже.

Ермолайпа мелник арӑмӗ // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 132–142 с.

Унӑн Совет Ҫарӗсене кӗтмен ҫӗртен пырса ҫапса, вӗсем хупӑрласа илнӗ Ковель хулине вырӑссенчен тасатмалла, Совет Ҫарӗн чаҫӗсене уйрӑм ушкӑнсем ҫине вакласа тӑкмалла та, вӗсене аркатса пырса, Стоход тата Стырь ятлӑ икӗ паллӑ юханшывсен хӗрринелле сирсе ывӑтмалла пулнӑ.

С тем чтобы неожиданным ударом деблокировать окруженный русскими город Ковель, расчленить Советскую Армию на изолированные группы и, уничтожая их, отбросить на рубеж двух знаменитых рек — Стоход и Стырь.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Анчах Ахунбаевӑн витӗр курӑнакан линейки картӑ тӑрӑх хӑвӑрт шунӑ пулсан та, унӑн хӗрлӗ карандашӗ картӑ ҫинчи кӑтра вӑрман паллисемпе юханшывсен сенкер йӗрӗсем хушшине ҫаврашкасем, тӑваткӗтеслӗхсем, хӗрессем васкасах лартса пынӑ пулсан та, ӗҫ капитан тӑвас тенӗ пек хӑвӑрт пулса пыман.

Однако как быстро ни скользила целлулоидная линейка Ахунбаева по карте, как проворно ни наносил красный карандаш кружочки, ромбики и крестики среди кудрявых изображений лесов и голубеньких жилок рек, дело подвигалось далеко не так быстро, как хотелось бы капитану.

2 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Судоводитель профессине алла илсе пӑрахутпа анлӑ юханшывсен хумӗсем ҫийӗн ишме кӑна мар, хӑйӗн тӑван хулине – Анат Камӑна – таврӑнма та ӗмӗтленет каччӑ.

Получив профессию судоводителя, парень мечтает не только о плавании по волнам широких рек, но вернуться в родной город – Нижнекамск.

«Юррӑмсем юрату ҫинчен» // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

10. Виҫҫӗмӗш ангел трупине кӑшкӑртрӗ те — тӳперен ҫутаткӑҫ евӗрлӗ ҫунакан пысӑк ҫӑлтӑр персе анчӗ; вӑл юханшывсен, ҫӑлкуҫсен виҫҫӗмӗш пайӗ ҫине ӳкрӗ.

10. Третий ангел вострубил, и упала с неба большая звезда, горящая подобно светильнику, и пала на третью часть рек и на источники вод.

Ӳлӗм 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Вӗсене халӑхсем хушшинчен илсе тухӑп, тӗрлӗ ҫӗршывран пӗрле пуҫтарӑп, вӗсене хӑйсен ҫӗрне илсе ҫитерӗп те Израиль тӑвӗсем ҫинче, юханшывсен хӗрринче тата ҫак ҫӗрте этем пурӑнакан пӗтӗм вырӑнта кӗтӗп.

13. И выведу их из народов, и соберу их из стран, и приведу их в землю их, и буду пасти их на горах Израилевых, при потоках и на всех обитаемых местах земли сей.

Иез 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ҫав лаптӑксенчен ытларахӑшӗ - пулӑ хуҫалӑхӗн чи пысӑк категорине кӗрекен шывӗ ҫинче тата юханшывсен саккунпа хӳтӗлеме тивӗҫлӗ ҫыранӗнче.

Help to translate

Пулӑ мӗншӗн сахалланать? // Анатолий МАКСИМОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed