Шырав
Шырав ĕçĕ:
Лӑпкӑ картина ҫакнашкал сасартӑк улшӑннине кура, эпӗ ҫак вӑрҫа пуҫарса яракан, пирӗн илемлӗ те мирлӗ пурнӑҫа пӑсакан, чуна киллентерекен юрӑсене хупласа лартакан юнлӑ вӑрҫӑ вутне чӗртсе яракан варварсене самантрах пӗтӗм чун-чӗререн курайми пултӑм.
Сывлӑшра ҫӑлӑнтӑм – ҫӗр ҫинче амантӑм // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Ача хӑй пӗлнӗ юрӑсене юрласа пӗтернӗ те тунсӑхлама пуҫланӑ.
Кны ятлӑ ача // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Вӑл нумайччен Ольгӑна пианино калаттарнӑ, Ольга хӑйӗн пуҫне пырса кӗнӗ пур кӗвӗсемпе юрӑсене те — Бетховенӑн «Уйӑх сонатине» те, Глинкӑпа Чайковский романсӗсене те каласа панӑ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Вӑл хавхалансах йывӑр кирпӗчсем тултнӑ, ачаранпах пӗлекен юрӑсене савӑнӑҫлӑн та хыттӑн юрланӑ.С азартом таскал он тяжелые кирпичи, громко напевал знакомые с детства песни.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Анчах тӗнчери пур юрӑсене те, матрос юррисене кӑна мар, салтак юррисене те пӗлекен матрос купӑсне тӑсса ярса, артиллеристсен юррине: «Ак ҫапла пӗррехинче Артиллерист килчӗ те каларӗ: Сывӑ-и, савнӑ тусӑмҫӑм, Час вӑрҫӑ пӗтет те Эп сана ун чух персе кӑтартӑп», тесе юрласа ячӗ.
VI сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Эпӗ тахҫанах илтнӗ юрӑсене юрланӑран пуль.Может быть, потому, что он пел другие песни, хорошо мне известные.
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Ҫӗнӗрен садсем чечеке ларӗҫ, хӗрсем манӑн юратнӑ юрӑсене юрлӗҫ.Будут снова у нас сады цвести и девушки песни петь мои любимые.
Тунсӑхлама вӑхӑт ҫук // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Анчах унӑн сасси мӗнлине никам та пӗлмест: революциллӗ юрӑсене яланах ҫурма саспа, пӑшӑлтатнӑ пек ҫеҫ юрлаҫҫӗ, ҫапла юрланӑран вӗсем пушшех чӗре патне пыраҫҫӗ.
Чее сӗтел // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Куҫӗсем ялкӑшса тӑракан ҫамрӑк йӗкӗтсем, ҫапӑҫура паттӑр та пурнӑҫа ҫав тери юратаканскерсем, партизансем ҫинчен хывнӑ юрӑсене юрлаҫҫӗ:
50 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Хӑнасем пирӗн юрӑсене итлесе пӑхчӑр.
3 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
— Тен, вӗсем пирӗн юрӑсене ӑнланмаҫҫӗ пуль? — пӑшӑрханчӗ Федька Гузь.— А может, они наши песни не понимают? — беспокоился Федька Гузь.
3 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Тепӗр чухне отряд Сновск урамӗсенче салтаксем юрлакан юрӑсене юрласа утса ҫӳренӗ чухне колоннӑра ҫӗр ачана яхӑн пулнӑ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.
Вӗренекенсем революциллӗ юрӑсене чӑвашла юрлаҫҫӗ.
XII. Ятлӑ йыхравҫӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Оркестр симфони, темиҫе пайран тӑракан произведенисене каланӑ чухне, пӗр циклти юрӑсене юрланӑ чухне алӑ ҫупмалла мар.Но аплодисментами не прерывают исполняемые музыкальные произведения.
Кинора, лекцире, театрта // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Ачасем ыйхӑран вӑраннӑ пек хускалкаласа илчӗҫ, унтан пӗр-пӗринчен ӑмӑртмалла хӑйсем юратакан юрӑсене сӗнме пуҫларӗҫ:Ребята зашевелились, словно очнувшись, потом наперебой стали предлагать:
«Тӗттӗм ҫӗрсем, вут куҫӗсемпе ялкӑшӑр!» // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Хӑш чухне вӗсене пысӑкӑшне кура йӗркене тӑратса, Осиновые Гаи ялӗнче чухнех вӗреннӗ «Смело товарищи в ногу», е шкулта юрлакан ытти юрӑсене юрлаттарса урампа уттаратчӗ.
Аслипе кӗҫӗнни // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Вӑл мӗн таран лайӑх каланине пӗлместӗп, анчах та вӑл вырӑсла юрӑсене пӗрин хыҫҫӑн теприне калама пуҫласан мӗн вӑхӑт ҫитнине те манса кайсах итлеттӗмӗр.
Каҫxине // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Ҫав кӑкӑр тулли те ирӗккӗн тӑсса юрлакан юрӑсене итленӗ хыҫҫӑн пирӗн умма иртнӗ кунсем, хаяр вӑхӑтсем, паттӑр та хӑюллӑ ҫынсем тухса тӑраҫҫӗ.
Нихҫан ҫухалми йӗр // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Ҫав тери хавхаланса, пӗтӗм чӗререн тӑрӑшса, Ҫӗпӗрти халӑхсен ӗлӗкхи юррисене, е граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнчи юрӑсене юрлатчӗҫ.
Нихҫан ҫухалми йӗр // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Ытарма ҫук илемлӗ кӗвӗсене тӑнласа, юрӑсене астуса юлать, вӗсен шухӑшӗсемпе паллашать, ҫав вӑхӑтрах юрӑ кӗввисене, хӑй ӑссӗн тӗрлесе, тунсӑхпа, хаваслӑхпа е шухӑша яракан сӑнлӑхсемпе илемлетет.
II // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.