Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юрланӑ (тĕпĕ: юрла) more information about the word form can be found here.
— Ҫуркунне, кайӑксем чӗвӗлтетсе юрланӑ вӑхӑтра ҫуралчӗ вӑл.

Help to translate

XI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Тӑхта, часах акӑ вӗсем, пӗр-пӗр Неапольти е Венецири гондольерсем мандолина каласа серенада юрланӑ пек, шӑрантарса юрлама тытӑнаҫҫӗ.

Help to translate

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Акӑ пуп хӑйӗн проповедьне каласа пӗтерчӗ те, юрланӑ чухнехи пек, сӑмахӗсене тӑсса ячӗ:

Help to translate

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ӗҫкӗсенче вӑл, тарӑхса та хурланса, хӑйӗн яланхи юррине салхуллӑн юрланӑ:

Help to translate

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Таня концертра хӑй юрланӑ чух ун ҫине пӗр йывӑр аманнӑ салтак куҫ илми пӑхса выртнине астурӗ те халь тин вӑл кам пулнине тавҫӑрса илчӗ.

Help to translate

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Пухӑннисем уҫӑ тӳпе айӗнче «Несокрушимый» патриотла фильма курнӑ, пӗрлехи кӑвайт умӗнче поход юррисене юрланӑ.

Help to translate

Вӑрнарсем – агроволонтерсен слетӗнче // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10764-v- ... -slet-nche

Вӗсем ертӳҫи – Зинаида Ижелеева тренер – юрланӑ май хитре ташӑпа савӑнтарчӗҫ.

Help to translate

Кӑтартуллӑ вӑй хурсан уявра савӑнма та аван // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10765-k- ... ma-ta-avan

Ахаль калаҫнӑ чухне те, вӑйӑра юрланӑ вӑхӑтра та, вараланса-хуралса пӗтсен те, ахӑлтатса кулнӑ самантра та яланах илемлӗ.

Help to translate

Муллапа Сахар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫавӑн пек тата темиҫе ҫаврӑм юрланӑ хыҫҫӑн Кавал йӗкӗчӗсем, вӑйӑ картинчен тухса, ункӑланса тӑчӗҫ.

Help to translate

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Килӗр, килӗр, мӗн те пулин илӗр, — юрланӑ пек сӑмахлама пуҫлаҫҫӗ ҫивӗч чӗлхеллескерсем, — ҫурри укҫалла, ҫурри — укҫасӑр.

Help to translate

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Эпӗ сана улталать тесе, — юрланӑ пек тухрӗ ун сасси.

Help to translate

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Маттур шӑпчӑк, ытти кайӑксемпе ӑмӑртса юрланӑ пек, илемлӗ сассипе вӑрмана янӑратать.

Help to translate

Юлташсенчен уйрӑлса юлни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Турӑ ҫуртне тума укҫа пуҫтарма тухрӑмӑр-ҫке, — ҫинҫе сассипе юрланӑ пек калама тытӑнчӗ Манехва, — Приходри халӑх чиркӗве хӑвӑртрах туса пӗтересшӗн, пурте укҫана турӑ мухтавӗшӗн пысӑк хаваспа параҫҫӗ…

Help to translate

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Хусан архиепископӗ Владимир та ҫав юррах юрланӑ: ӗненекенсене пуҫлӑхсен сӑмахне итлеме, вӗсене пӑхӑнса пурӑнма ӳкӗтленӗ.

Ту же песню пел и казанский архиепископ Владимир: верующие не должны ослушаться приказов вышестоящего начальства.

Пӑлхав тапранни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Халӗ те, ҫутҫанталӑк ҫав тери илемле вӑхӑтра, ҫӗршывӑн ытарма ҫук хитре вырӑнӗсенче, кайӑксем юрланӑ самантра, ҫамрӑксем телейлӗн савӑннӑ сехетсенче, — «ӑҫта-ши ман Гаврик тусӑм» — тесе, эпӗ ӑна час-часах аса илетӗп.

Help to translate

Юлташ сӑмахӗ // Валентин Урдаш. «Ялав», 1948, 11№ — 27–28 с.

Виҫӗм кун-тӑватӑм кун ҫеҫ савӑнса юрланӑ хӗр, вут ҫине пырса кӗрсе ҫуннӑ лӗпӗш пек, тупӑкра хускалмасӑр выртать.

Еще позавчера порхавшая и щебетавшая ласточкой, девушка сгорела, будто бабочка в огне, и лежит теперь, неподвижная, в гробу.

Салакайӑк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Васкаса мӑкӑртатни, юрланӑ пек кӗл туни, вӗсене юри-мари хӑтланнӑ пек, улталанӑ пек туйӑнать.)

Торопливое бормотание, пение молитвы им кажется чем-то ненастоящим.

Турӑпа ҫӳреме тухни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кӗмӗл чӗлӗхсем такама мухтаса юрланӑ пек е такама кунта йыхӑрнӑ пек янраҫҫӗ, вӗсен сассинче пӗрре хӗрсен чӗрене кайса тивекен юрри, тепре вӑрманти кайӑксем чӗвӗлтетни, тепре тата садри шӑпчӑкӑн илемлӗ кӗвви илтӗнсе тӑрать.

Help to translate

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫил вилӗм юрри юрланӑ.

Help to translate

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Юрланӑ сасӑ ял енчен мар, таҫтан уҫланкӑран килет.

Help to translate

2. Вӑрман юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed