Шырав
Шырав ĕçĕ:
20. Кам: «эпӗ Турра юрататӑп» тет, хӑй вара тӑванне кураймасӑр тӑрать, ҫавӑ — суеҫӗ: куҫ курса тӑракан тӑванне юратман ҫын хӑй курмасӑр тӑракан Турра епле юраттӑр?
1 Ин 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Эй савнӑ тӑванӑмсем! пӗр-пӗрне юратар, мӗншӗн тесессӗн юрату вӑл — Турӑран, юратакан кирек кам та Турӑран ҫуралнӑ, Турра пӗлет; 8. юратман ҫын Турра пӗлмест, мӗншӗн тесессӗн Турӑ — юрату вӑл.
1 Ин 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Эпир тӑванӑмӑрсене юрататпӑр, ҫавӑнпа эпир вилӗмрен чӗрӗлӗхе куҫнӑ — ӗнтӗ ҫакна пӗлсе тӑратпӑр; тӑванне юратман ҫын вилӗм аллинче тӑрать.
1 Ин 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Турӑ ачисемпе шуйттан ачисене ҫакӑнтан пӗлмелле: ¦¦ тӳрӗ пурӑнман ҫын нихӑшӗ те Турӑран мар, тӑванне юратман ҫын та — ҫаплах.
1 Ин 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Вӑл ҫапла каланӑ хыҫҫӑн Иудӑна юратман ытти канашҫӑсем Димитрие тата хытӑрах хӗтӗртсе янӑ.
2 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эй Ҫӳлхуҫа! манӑн сассӑма ирех илтсемччӗ, — эпӗ ир-ирех Сан умна пырса кӗтсе тӑрӑп: 5. Эсӗ — йӗркесӗр ӗҫе юратман Турӑ; усалли Сан патна вырӑнаҫаймӗ; 6. йӗркесӗр ҫынсем Санӑн куҫу умӗнче тӑраймӗҫ: Эсӗ йӗркесӗр ӗҫ тӑвакансене пурне те кураймастӑн; 7. Эсӗ суя калаҫакансене пӗтеретӗн; Ҫӳлхуҫа юн тӑкаканран, ултавҫӑран йӗрӗнет.
Пс 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Камӑн та камӑн икӗ арӑм — пӗри юратнӑ, тепӗри юратман арӑм пулсассӑн, юратнӑ арӑмӗ те, юратманни те ӑна ывӑл ҫуратса парсассӑн, малтан ҫуралнийӗ юратман арӑмӗн ывӑлӗ пулсассӑн, 16. ывӑлӗсене хӑй пурлӑхне уйӑрса панӑ чухне ҫав ҫын юратнӑ арӑмӗн ывӑлне юратманнин малтан ҫуралнӑ ывӑлӗнчен мала хума пултараймасть; 17. малтан ҫурални тесе унӑн юратман арӑмӗн ывӑлне йышӑнмалла, ӑна хӑйӗн икӗ пайне памалла, мӗншӗн тесессӗн вӑл ашшӗ вӑйӗн пуҫламӑшӗ, малтанхи ывӑл тивӗҫлӗхӗ ун ҫине килет.
Аст 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.