Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юратаҫҫӗ (тĕпĕ: юрат) more information about the word form can be found here.
Пуянлӑха хыт юратаҫҫӗ тесен вӗсем мӗн ҫаратнӑ пурлӑха тепӗр куннех сутса пӗтереҫҫӗ.

Help to translate

Сарпике // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Чӑвашсем те хуран кукли пӗҫерме юратаҫҫӗ.

Help to translate

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Вӗсем мунча кӗме пит юратаҫҫӗ.

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Анчах аппа мана, яла пырсан, ялан ҫапла калатчӗ: «Сӑн-сӑпатран эс аплах мар пек, ҫапах сар хӗрсем юратаҫҫӗ сана», — тетчӗ, эп вӑйӑран час таврӑнмасан…

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Ку тӗрӗс, йӗкеле юратаҫҫӗ вӗсем, — ним каласа тухса кайма пӗлмерӗ Ахтупай.

Help to translate

23. Вӑрманти ҫӗр пӳртре // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хакимсем сӗмсӗр вӗсем, ӗмӗтсӗр, ял ҫыннисенчен ҫеҫ мар, мӑрсасемпе алманчӑсенчен те бакшиш илме юратаҫҫӗ.

Help to translate

17. Вилнӗ ӗнен сӗчӗ тутлӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Чӑвашсем вӑрман варринче пурӑнаҫҫӗ пулин те йывӑҫ лартма юратаҫҫӗ — йӑмра, пилеш, хурӑн, ҫӗмӗрт, ҫӑка…

Help to translate

8. Каҫхи калаҫу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ахтупайпа Иливан пекех, вӗсем иккӗш те сунара ҫӳреме тата пулӑ тытма ҫав тери юратаҫҫӗ.

Help to translate

3. Вырас саламачӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Мӗне кирлӗ ваттисем калани, икӗ чӗре пӗр-пӗрне юратаҫҫӗ пулсан?

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Мишӑна юратаҫҫӗ пулсан, сире те хисеплеҫҫӗ.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ӑна хӗрсем пит юратаҫҫӗ.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Пит юратаҫҫӗ вӗсем сана.

Help to translate

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пит юратаҫҫӗ пӗр-пӗрне Виктӑрпа Сашша.

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Кутемер ялӗ тӗнчере пурри ҫинчен чугун ҫул урлӑ ҫех каҫсан та, Атӑл хӗрне кӑна ҫитсен те — пӗр ҫын та пӗлмест, анчах «самана» тенине пурте пӗлеҫҫӗ: пӗрисем ӑна юратаҫҫӗ, теприсем кураймаҫҫӗ.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Чӑваш ачисем вӗренме пит юратаҫҫӗ.

Help to translate

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ахальшӗн мар пулӗ, тутарсем ку ӗҫе ҫав тери юратаҫҫӗ:

Help to translate

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Юратаҫҫӗ мана ҫавӑншӑн хама та, — тенӗ йӑваш Хӗветӗр.

Любят меня за это, — сказал ласковый Федор.

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Хитре те илӗртӳллӗ пулсан ҫапла юратаҫҫӗ иккен хӗрарӑма.

 — Так любят женщину, если она красива и привлекательна.

XII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Ӑна карап ҫинче пурте юратаҫҫӗ.

Ее все любили на корабле.

XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

— Хула ҫыннисем шӳтлеме юратаҫҫӗ.

— Горожане любят шутить.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed