Шырав
Шырав ĕçĕ:
Акӑ кӑмака ҫумӗнчи выртмалли вырӑн, ун ҫинче утюг, хулӑн хытӑ хутран тунӑ катӑк сӑмсаллӑ пукане, пӗчӗк лаххан, ала ҫумалли чӑм лараҫҫӗ; акӑ чӳрече, ун ҫинче хура ӑвӑс татӑкӗ, пурҫӑн ҫип ҫӑмхи, пӗр вӗҫӗнчен ҫыртса илнӗ симӗс хӑяр, канфет коробки ним йӗркесӗр сапаланса выртаҫҫӗ, акӑ пысӑк хӗрле сӗтел, ун ҫинче, ҫӗлемелли япала урлӑ, йӗри-тавра ҫитсапа ҫӗлесе ҫаврӑннӑ кирпӗч выртать, ку сӗтел хушшинче вӑл ларать, хӑй эпӗ юратакан кӗрен пир кӗпине тӑхӑннӑ, мана уйрӑмах илӗртекен виҫ кӗтеслӗ сенкер тутӑрне ҫыхнӑ.
XVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл юратакан япаласемпе эпӗ ирӗксӗрех интересленме пуҫлатӑп; анчах ун ҫулӗпе пыма эпӗ ытла мӑнкӑмӑллӑ, ҫӗнӗ ҫул суйласа илме ҫамрӑкрах-ха, хам тӗллӗн пурӑнма пултараймастӑп.
V сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ ӑна халь аса илетӗп те вӑл пурне те пулӑшма юратакан, лӑпкӑ та ырӑ ача пулнине ӑнланатӑп; тахҫан вӑл хӗрхенме те, ун пирки шухӑшлама та тивӗҫсӗр йӗрӗнчӗк ача пек туйӑнатчӗ мана.
XIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл хӑйне мӗн ҫамрӑкранах шӑпи пӳрнӗ чаплӑ вырӑна йышӑнма хатӗрленнӗ пек тытнӑ; ҫавӑнпа хӑйӗн чапа юратакан тулӑх пурнӑҫӗнче ытти ҫынсенни пекех ӑнӑҫсӑрлӑхсем, ӗмӗт татӑлнисем тата кӳренмеллисем тӗл пулкаланӑ пулин те, хӑйӗн яланхи лӑпкӑ кӑмӑлне те, чаплӑ шухӑшсемпе хавхаланас йӑлине те, тӗне ӗненессипе хӑйне епле тыткалассин тӗп йӗркисене те улӑштарман; ӑна пурте хисеплесси вӑл чаплӑ вырӑн йышӑннинчен ҫеҫ мар, нимрен ытларах вӑл йӗркелӗхе юратнинчен тата ҫирӗплӗхӗнчен килнӗ.
XVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ, нимӗншӗн те хапсӑнмасӑр пире ҫепӗҫҫӗн юратакан ҫав ҫынна хӑнӑхса ҫитнӗскер, урӑхла пулма пултарасси ҫинчен шутламан та, манӑн ӑна тав тӑвас кӑмӑл нимӗн чухлӗ те пулман тата хамран хам нихҫан та: мӗнле-ха, телейлӗ-ши вӑл? хӑй пурнӑҫӗпе ҫырлахать-ши вӑл? — тесе ыйтман.
XIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫак хута, Карл Иваныч ун урлӑ парнесем пама тӑкакланӑ мӗнпур укҫишӗн тата хӑйне пама пулнӑ парнешӗн те тӳлеме ыйтса ҫырнӑскере, вуласан, кирек кам та: Карл Иваныч чунсӑр, пӗр хӑйне кӑна юратакан, укҫашӑн ҫунакан ҫын, урӑх никам та мар, тесе шутлӗ, — анчах вӑл йӑнӑшать.
XI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Йевтӑн темиҫе ҫӗрулми пур иккен, япаласене тирпейлӗн пухма юратакан старик вӗсене яла кӗрсен миххе чикнӗччӗ.
6 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Халиччен хресченсем пек калаҫма юратакан Гвозден та темшӗн шарламасть.Молчал почему-то и Гвозден, обычно по-крестьянски разговорчивый.
2 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Кун пек тусан хӑйне юратакан кутӑнтарах Уча кӳренсе унран пӑрӑннӑ пулӗччӗ, анчах кунашкал лару-тӑрура ҫакна тума пултараймасть вӑл.
2 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Эпӗ «Иван Ивановичпа Иван Никифорович мӗншӗн харкашса кайнӑ» повеҫри хам юратакан вырӑна шыраса тупрӑм та: «Чуптӑвӑрах хӑвӑрӑн сыснуна, чуптӑвассӑр килмесен, эсреметех кайӑр!» — текен Иван Никифоровичӑн тӗнчипе паллӑ сӑмахӗсенчен пуҫласа пӑхмасӑр калама вӗренме тытӑнтӑм.
Эпӗ учитель пулса тӑтӑм // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Унтан эпӗ тата ҫав хӗрарӑм калама юратакан сӑмахсене аса илтӗм: «хӑйсем мӗнле вырӑнта ӗҫленипе усӑ курса», «хӑшпӗр ҫынсем», «вӑхӑт мар-ши вӗсемпе кӗрешме».
Таса промокашкӑсем // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Ман шутпа, Клавье аппа ырӑ кӑмӑллӑ та пуплешме юратакан карчӑк пулма кирлӗччӗ.
Манӑн ятӑм Шура пулса тӑчӗ // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Анчах Косицин ӗҫе хӑвӑртрах татса пама юратакан ҫын мар.
VI // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 43–69 с.
Пирӗн ачасене вӑл чи ӑслӑ, ҫав тери юратакан амӑшӗ пӗлме пултарнӑ пекех пӗлетчӗ, вӗсемпе чӑн-чӑннипех ырӑ кӑмӑллӑччӗ.
61 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Кайран пӑхатӑн — ҫав ӗненмен ҫын волейбола, чушкӑлла выляссине е леш пинг-понга та ҫав тери юратакан пулса тӑрать.Глядишь — и скептик становится горячим патриотом волейбола, городков или того же пинг-понга.
52 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Ҫитменнине вӗт-шак вӑрӑ та мар, выҫса ҫитнипе булка вӑрлаканни мар, квалификациллӗ, хӑюллӑ, ку ӗҫе юратакан, нумай пулмасть кӑна ҫав йӑлана пӑрахнӑ вара пулнӑ вӑл.
44 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Анчах ӑҫта-ха эпир юратакан пӗртен-пӗр чӗрӗ Пушкин, аслӑ поэт, халӑхӑн чаплӑ юрӑҫи?Но где же тот единственный, живой Пушкин, которого мы любим, — великий поэт, великий народный певец?
42 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Чока та пурте юратакан пулчӗҫ пирӗн (анчах Чок ҫине асӑрханарах, шанмасӑртарах пӑхатчӗҫ, ма тесессӗн вӑл ытлашши ачаш пулма ирӗк памастчӗ, хӑр-хар туса та илетчӗ, пӗр Костикпа ҫеҫ питӗ кӑмӑллӑччӗ).
34 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Кэукай аркан вӗҫне ярса тытса пиҫиххийӗ тавра ҫыхса лартрӗ, вара хӑйне чӗререн юратакан — «тусне инкекре хӑвариччен хӑйсем вилме» хатӗр тусӗсем пулӑшнипе каллех ҫӳлелле улӑхма тытӑнчӗ.
Пограничниксемпе тӗл пулни // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Манӑн ӗнтӗ ҫав тери алӑсем кӗҫӗтсе илчӗҫ — Репина ӗнсинчен тытса лайӑх кӑна силлесе илес, унӑн пӑсӑк, пӗр хӑйне кӑна юратакан чунӗнче пурте хӑй вырӑнне лармалла лӑскаса илес килсе кайрӗ!
28 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.