Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юлнине (тĕпĕ: юл) more information about the word form can be found here.
Ватӑ шӑшин айван мӑнукӗ кӑна, хӑрушлӑх мӗнне пӗлмен имшеркке, тӑрук мӗншӗн пӗччен тӑрса юлнине ӑнланмасӑр, ҫынсем патне вӗтӗртеттерсе чупса тухать.

Help to translate

Асран кайми рифмӑсем // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Пӑлаки аппаран хӑй мӗнле-мӗнле сӑмахсем вӗренсе юлнине шутласа ларать Ваҫук хӑш чух: «Анне, атте, Ҫӗршыв, ҫын, чун, юн, ҫӑкӑр, ӗҫ, хӗвел, ҫӑлтӑр, уйӑх, кун ҫути, тавтапуҫ, тӑван кӗтес…»

Help to translate

2 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Тӗпсакайне анӑпӑр та миҫе витре ҫӗрулми юлнине шутлӑпӑр.

Help to translate

Улттӑмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

АПШ музейӗсенче чӑваш кӗписем сыхланса юлнине 1997 ҫулта Америкӑри ӳнер пӗлӳҫи Мэри Б. Келли ҫирӗплетрӗ.

Help to translate

Ют ҫӗршыв музейӗсенчи чӑваш тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Тужуркӑллӑ ҫын, эпӗ Питӗре хӑҫан килнине, килте кам юлнине, унта мӗнле пурӑннине, эпӗ миҫерине тӗпчесе пӗлсен, ҫапла каларӗ:

Help to translate

Улттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Тӗлӗнмелле пулин те, Светлана капитан тухса кайсан пӳрт пушанса юлнине туйрӗ.

Help to translate

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Каярахпа, — Шурӑн ҫие юлнине пӗлсен — Станислав хӑйӗн шалу укҫине арӑмне кӑтартма пӑрахнӑ, — Хамӑра валли уйрӑм пӳрт лартма пуҫтаратӑп, перекет кассине хурса пыратӑп, — тенӗ.

Help to translate

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Проза мала тухрӗ тени пирӗн поэзи, ҫул ҫинчи ывӑннӑ ҫын пек, тарса юлнине пӗлтермест, паллах.

Help to translate

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Малтанах вӑл, ашшӗн ылтӑнӗ яла юлнине Ҫимун пӗлмест тесе, хӑйне лӑплантарса пурӑнчӗ.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑл ларнӑ вырӑнта йӗпе юлнине курсан, крючниксем ахӑрса кулчӗҫ.

Help to translate

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Макҫӑм кумӑшӗ ҫенӗкрех юлнине астурӗ те, ун умӗнче хӑравҫине кӑтартасшӑн мар пулса, чарӑнса тӑчӗ.

Help to translate

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Апат ҫинипе хваттершӗн тытса юлнине шутламасӑр крючниксем кунне пӗрер тенкӗрен кая ӗҫлесе тупмаҫҫӗ.

Help to translate

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Каялла ҫаврӑнса пӑхса Макҫӑм самай инҫете юлнине курсан, лашине чарчӗ.

Help to translate

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сӑхманӗпе ҫӗлӗкӗ циркра выртса юлнине, ку пиншака Богданов панине тавҫӑрчӗ.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫак ҫапӑҫура пулнӑ хыҫҫӑн кам мӗнле юлнине тӗрӗслеме шут тытрӗҫ, никамах та ытлашши сиен кӳнине тупаймарӗҫ.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Акӑ кассир тӗп хулана кӑнтӑрла ҫитиччен тапранакан автобус ҫине билетсем сахалланса юлнине пӗлтерчӗ.

Help to translate

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Ирина, киле шӑнкӑравласа амӑшне хӑй иккӗмӗш сменӑна ӗҫлеме юлнине, часах таврӑнас маррине каларӗ.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Эсир пӗлетӗр-ӑнланатӑр вӗт, пирӗн паян ӗнер кая юлнине хӑваласа ҫитмелле.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

«Ыран, — вӗҫлерӗ вӑл сӑмахне, — ҫав колоннӑсене тӳрлететпӗр тата кая юлнине мӗн май килнӗ таран хуса ҫитме тӑрӑшӑпӑр».

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ирина ҫак кунран пуҫласа хӑй ҫӗр-ҫӗр ҫын сывлӑхӗшӗн те пурнӑҫӗшӗн яваплӑ пулса тӑнине ӑнланса илчӗ, савӑнӑҫлӑ ачалӑх кунран кун аяккарах та аяккарах тӑрса юлнине туйрӗ…

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed