Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пурҫӑн ҫипсемпе эрешленӗ сӑран куртка тӑхӑннӑ ҫак ҫын хӑйӗн тумтирне, тахҫан авал аслашшӗсем хӑйсен ӳчӗсене тӗрлесе эрешленӗ пек, эрешлет тата пуҫкасан сеньора хӑйӗн хуҫи вырӑнне хурса хисеплет.
I. Вӑрмансем // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Унӑн грот-мачти ҫинче ылтӑнпа эрешленӗ шурӑ ялав вӗлкӗшнине уйӑрса илме пулать.А на верхушке его грот-мачты развевался белый флаг с золотыми лилиями.
X. Ҫӑлӑнатех-ши? // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Палламан алӑпа, япӑх вулакан ачасем валли ҫырнӑ пек, пысӑк ҫаврака саспаллисемпе эрешленӗ ҫырӑвӑн пӗрремӗш странициех ӑна хӑратса пӑрахрӗ тата ӑна Горева малтанах сахал вӗреннӗ ҫын вырӑнне хуни ӑна хытах кӳрентерчӗ; вӑл ют ҫын ҫырнине чӑнах та ытла лайӑхах вулаймасть ҫав.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Уй-хире сӑрӑ пӗлӗтсем ҫав тери аялтан хупласа тӑраҫҫӗ, ҫӗртен пӗлӗт патне ҫитичченех карнӑ хура тӗтрене ҫумӑр тумламӗсем кӗмӗл пӗрчисемпе эрешленӗ пек курӑнаҫҫӗ.
3. Ҫуркунне // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Ылтӑн шывӗпе сӑрласа эрешленӗ кӗтесри сӗтелсем тата кӑранташ тӑратмалли йывӑҫ стакансем унӑн куҫӗсене савӑнтарчӗҫ.Радовали глаза расписанные веселым золотом угловые столики и деревянные бокальчики для карандашей.
11. «Путарман хум» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Василий пилеш сапакисемпе эрешленӗ трактор ҫинче ялав айӗнче тӑнине курнӑ вӑхӑтранпа унӑн хӗрӳллӗ те яланхи пек мар сӑмахӗсене илтнӗрен вара, вӑл кулленех телейлӗн кӗтсе пурӑнчӗ.
4. «Калта» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Тракторне вӑл пиҫсе ҫитнӗ пилеш сапакисемпе эрешленӗ, хӗрлӗ сапак Василий картузӗ ҫинче те ҫакӑнса тӑрать.Трактор был весь увит гроздьями спелой рябины, алая кисть свешивалась с фуражки Василия.
4. «Калта» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Ҫавӑнтах шалта шӑнкӑравсем шӑнкӑртатса илчӗҫ, ҫынсем унта-кунта шавлӑн чупкалама пуҫларӗҫ; пысӑк алӑк патӗнче хура фрак тӑхӑннӑ ырӑ сӑнлӑ ҫынсем курӑнса кайрӗҫ, ылтӑнпа эрешленӗ тумтир тӑхӑннӑ швейцар карета алӑкне яр уҫса ячӗ.
XXXIII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
— Рыцарь питлӗхӗ ҫинче ылтӑн пиҫиххи пулать пирӗн; аялта, сылтӑм енче, — чалӑш хӗрлӗ хӗреспе йӑлмак, хӗресӗ ҫинче йытӑ выртать — ку ӗнтӗ хӑрушлӑха пӗлтерет; йытӑ ури айӗнче — шӑллӑ сӑнчӑр, ку — чуралӑх; симӗс шеврон, унӑн ҫӳлти вӗҫӗ тӑмхаллӑ, сенкер тӗс ҫинче виҫӗ авӑнчӑк йӗр, питлӗх варринче — герб, ун хӗррисене картласа эрешленӗ; ҫӳлте — хуп-хура таркӑн негр, хулпуҫҫи урлӑ вӑл ҫӑк ҫакнӑ, сулахай енчи хура йӗр ҫинче тӑрать, питлӗхе аялтан икӗ хӗрлӗ юпа тытса тӑраҫҫӗ — кусем эпир иксӗмӗр; девиз «Маggiorе frettа, — minorе аtt».
Вӑтӑр саккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Касса эрешленӗ хут ҫакса янӑ пӗччен лампа ҫуттинче вӑл шурӑхнӑн курӑннӑ.Она казалась бледней при свете одинокой лампы, завешенной вырезною бумажною сеткой.
XVII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Пӗр кун хушшинче вӑл павильонра вырнаҫма ӗлкӗрчӗ; малай ҫынни пулӑшнипе хӑйӗн хаклӑ япалисене кӑларса хучӗ: кавирсем, йӑпӑрка-пурҫӑн, пархӑт-парча тумтирсем, хӗҫ-пӑшал, чашӑксем, финифтьпе эрешленӗ турилккесемпе куркасем, ӗнчӗ-ахахпа илемлетнӗ ылтӑн, кӗмӗл япаласем, янтарьтен, слон шӑмминчен касса кӑларнӑ пӗчӗк арчасем, кӗтеслӗ-кӗтеслӗ кӗленчесем, пылак ҫимӗҫсем, чӗлӗм туртмаллисем, тискер кайӑк тирӗсем, хальччен курман вӗҫен кайӑксен тӗкӗсем тата ытти тӗрлӗ япаласем, — вӗсенчен хӑшӗ-пӗри мӗн тума кирлине те пӗлеес ҫук, ӑнланаяс ҫук.
III // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 64–83 с.
Граф хулпуҫҫисене сиктеркелесе илчӗ, ҫапах йӑвашшӑн пуҫ тайса, ҫӗрӗсемпе эрешленӗ шап-шурӑ аллине перо тытрӗ, хут татӑкӗ чӗрсе илчӗ те ун ҫине ҫырма тытӑнчӗ.
VII // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Княгиньӑпа хӗрӗ кӑнтӑрлахи апатчен ҫур сехет маларах пычӗҫ; карчӑкӗ эпӗ пӗлнӗ симӗс платье ҫийӗн сарӑ шел тутар уртса янӑ, пуҫне кивелнӗ, вут тӗслӗ лентӑсемпе эрешленӗ ҫӳхе калпак тӑхӑннӑ.
VI // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Вӑл чӑпӑкне пӑклаттарса, тӳпеттейин эрешленӗ кӗмӗл шӑрҫисене пӑхкаласа ларать.Он попыхивал трубкой и, любуясь серебристым бисером тюбетейки, говорил:
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Анса ларакан хӗвел курницӑна йӑмӑх хӗрлӗ пайӑркасемпе эрешленӗ.
VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ку вӑл кивӗ, ҫапах та ҫирӗп, тул енчен чус хӑма ҫапнӑ, тимӗр витнӗ уйрӑм ҫурт; касса, тӗрлесе эрешленӗ чӳречисем пысӑк та ҫутӑ, урамалла крыльца тухать, тахҫантанпах сыхланса юлнӑ шурӑ кӗленче хӑлӑпран шӑнкӑрав патне ҫинҫе пралук тӑсӑлать.
14 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Граммофон шӑнса пӑсӑлнӑ саслӑн хӑйӑлтата-хӑйӑлтата хӑркӑлтатрӗ (трубан сарлака ҫӑварне ут чӗрнисем айӗнчен вӗҫекен юр чӑмаккисем сирпӗне-сирпӗне кӗчӗҫ), пысӑк хӑлхаллӑ мулаххай тӑхӑннӑ пулеметчик, трубана тимсӗррӗн шӑлкаласа, граммофонӑн чӗнтӗрлесе эрешленӗ йӗкине (ручкине) пулемет затыльникӗн тыткӑчипе ӗҫленӗ пекех хӑюллӑн ҫавӑрса аппаланчӗ.
XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Хӑтасем капӑр тӗрӗсемпе эрешленӗ сиктӗрмеллӗ урапа ҫинче юнашар ларнӑ.
I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Казаксен ушкӑнӗ — пуҫӗсем тӑрмаланчӑк, сехет вӑчӑрипе эрешленӗ кӑкӑрӗсене каҫӑртнӑ, хӗҫӗсене йӗннисенчен кӑларса тытнӑ — Степан ку ӳкерчӗксене действительнӑй службӑра чухне юлташӗсемпе пӗрле ҫаптарнӑ пулнӑ.
12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Килхушши тасалма пуҫларӗ ӗнтӗ, ляхсем тарма тытӑнчӗҫ; халь ӗнтӗ козаксем вилесем ҫинчен ылтӑнпа эрешленӗ сӑхмансене, хаклӑ йышши ут хатӗрӗсене сӳсе илеҫҫӗ; пан Данило та тӑшмана хӑвалама хатӗрленет, хӑйӗн ҫыннисене чӗнсе илес тесе ҫаврӑнса пӑхрӗ те… хытӑ тарӑхнипе урсах кайрӗ: вӑл Катерина ашшӗне курчӗ.
IX // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.