Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ытараймасӑр (тĕпĕ: ытар) more information about the word form can be found here.
Ҫапла пулин те, каллех, паян та чарӑнса тӑрать вӑл Прохор Петрович килӗ умӗнче, каллех ытараймасӑр пӑхать чӗнтӗрсемпе тӗрӗсем ҫине.

Help to translate

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Йӗс-йӗс карта, йӗс карта, йӗс картара тимӗр карта, тимӗр картара хӗрлӗ вӑкӑр, мӗкӗрет, тулхӑрать, хӳрине тӑратать, — тесе, вӑл, хӗрелсе кайнӑскер, сӑмавара сӗтел варрине лартрӗ те ун ҫине ытараймасӑр пӑхса тӑчӗ, аллисене саркаласа, кулкаласа калаҫрӗ:

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Чӗнтӗрсене ытараймасӑр хӑпартӑмӑр, — пӳрт ҫинелле кӑтартрӑм эпӗ.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫӗр ҫыннисен кӑмӑлне ӑнланса, вӗсен кӑмӑлне ытараймасӑр, вӗсенчен уйрӑм, айккинче пулма пултараймасӑр, ӑшталанса, чупса ҫӳресе ӗҫлетпӗр.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Хайхи художника ытараймасӑр хӑвна валли ӗҫ тупрӑн, — кӳлешенҫи пулчӗ Таранов.

Help to translate

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ывӑлӑм хайхи «хӑта» хӗрне ытараймасӑр хулана ҫул тытрӗ.

Help to translate

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Таранов ҫамрӑк чух ыттисемпе танлаштарсан айванрах ҫынччӗ-ши — хӑйсен анкартинче шӑлан тенине виҫӗ тӗмӗ таранах лартса ӳстерчӗ: ҫырлинчен ытларах чечекне ытараймасӑр.

Help to translate

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Ав епле! — терӗм эпӗ, унӑн утмӑлтурат тӗслӗ куҫӗсене ытараймасӑр.

Help to translate

Каҫхи сасӑсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 132–137 с.

Пӑртак ӗҫкелесен Герасим Федотович кил картинелле шӑвӑнчӗ, уйӑхлӑ каҫ илемне ытараймасӑр анкартинех тухрӗ.

Help to translate

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Вӗсене ытараймасӑр машинӑсем такӑрлатнӑ ҫулпа мар, вӑрман карти ҫумӗнчи сукмакпа утрӑм.

Help to translate

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Глафирӑна ытараймасӑр чун-чӗре туйӑмне ирӗке ярсан ӗмӗр чӗрене ыраттаракан асаплӑ пӑтӑрмах та сиксе тухма пултарӗ, ҫавна май ҫак хӗртен пӑрӑнарах ҫӳретӗп, документлӑ повесть ҫинчен кӑна шухӑшлама тӑрӑшатӑп — шуҫӑмран пуҫласа сӗм каҫченех сӗтел хушшинче ларатӑп.

Help to translate

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ҫав каҫхине эпӗ тин ҫеҫ ҫеҫке ҫуракан улмуҫҫисен шӑршине ытараймасӑр чылайччен пахчара ҫӳрерӗм.

Help to translate

I // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Салтаксем чӑваш вӑрманӗпе киленсе ытараймасӑр йӗри-тавралла пӑхрӗҫ те пӑхрӗҫ.

Help to translate

Ыратнӑ ҫӗре ал пырать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эпӗ, кӑнтӑрлахи хӳхӗм ҫанталӑка ытараймасӑр, курӑк ҫине канма выртрӑм.

Help to translate

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Мана хирӗҫ пӗр инке килет, вӑл чӗрҫитти ҫине улма илнӗ те ытараймасӑр вӗсен ҫине пӑхса пырать.

Help to translate

Маруся // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ӗнтӗ анӑҫ инҫетӗнче кӑварланакан кутамас шар-хӗвел те, сар ҫу пек ҫемҫен, ытараймасӑр ытамла-ытамла, пил туса, хӑйӗн ылтӑнне чи малтанах хӗрпе каччӑ ҫине сапаланӑн туйӑнать.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ытла та аван кунта, — каҫхи тӗнче капӑрлӑхне ытараймасӑр ассӑн сывласа ячӗ Клава, — ҫапла вӗт?

Help to translate

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

— Пӑх-ха, мӗн чухлӗ ҫырла кунта! — ҫырлисене ытараймасӑр тӗм умӗнче чарӑнчӗ Клава.

Help to translate

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Куҫ умне пулакан сарӑ кӑвак чечексем ҫине ытараймасӑр пӑхрӗ вӑл, кӳлӗ хӗррине пырса тӑчӗ.

Help to translate

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Пӗр-икӗ утӑм каялла чакса, Марине хӑйӗн ӗҫне ытараймасӑр сӑнарӗ.

Help to translate

Яшка витӗр Шӑнкӑртам курӑнать // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 86-88 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed