Шырав
Шырав ĕçĕ:
ырлӑхсемсӗр (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Лопухов, ытти ҫынсемшӗн усӑллӑ ӗҫ тӑвас тесе, пурнӑҫри тӗрлӗ ырлӑхсемсӗр, хисепсӗр юлма ҫирӗппӗн шут тытнӑ, ҫавӑн пек ӗҫпе киленсе пурӑнасси — уншӑн пулсан чи лайӑх тупӑш тесе шухӑшланӑ вӑл; хӑй юратса пӑрахнӑ хитре хӗр ҫине вӑл ҫав тери таса куҫсемпе пӑхнӑ; кашни пиччӗшӗ те хӑйӗн йӑмӑкӗ ҫине ун пек пӑхма пултарайман; анчах ун материализмне кун пек каҫарма хӑтланнине хирӗҫ ҫакна калас пулать: хӑш енчен те пулин лайӑх енсӗр ҫын пӗр ҫын та ҫук вӗт, материалистсем вара, вӗсем кирек мӗнле пулсан та, ҫапах та материалистсемех, ҫакӑ ӗнтӗ вӗсем путсӗр те таса кӑмӑллӑ маррине татӑклӑн кӑтартса парать, материалистсене каҫарма юрамасть, мӗншӗн тесен вӗсене каҫарни вӑл материализм майлӑ пулса, ӑна пулӑшнине пӗлтернӗ пулӗччӗ.
IX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Страницăсем:
- 1