Шырав
Шырав ĕçĕ:
1942 ҫулхи кӗркунне вӑл сӑмаха пӑлханса, чӗрене ыраттарса каланӑ, ӑна хула ҫинчен асӑннӑ пек мар, ҫав тери пысӑк хӑрушлӑха лекнӗ ҫывӑх ҫын ҫинчен асӑннӑ пек каланӑ.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Памятник патне ҫитсен вара вӑл хӗвелпе ӑшӑннӑ симӗс сак ҫине ҫав тери тулли кӑмӑлпа ларчӗ те, тӳсме ҫук ыратакан юн анса тулнӑ, чӗнсем ыраттарса пӗтернӗ урисене часрах малалла тӑсса хучӗ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫак питех те тарӑн шухӑшлӑ мар калаҫу вӗсен савнӑ хӗрӗсемпе хӑйсем хушшинчи ӗҫсене уҫсах памарӗ, ҫапах та кун хыҫҫӑн вӗсене иккӗшне те ҫӑмӑлтарах пулчӗ, нумай хушӑ ыраттарса пурӑннӑ шыҫӑ шӑтса юхма тытӑннӑ пекех туйӑнчӗ.
14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӗсем авӑ, сӑрантан мар, хӗртнӗ тимӗртен туса тӑхӑннӑ протезсем пек ыраттарса, ҫунтарса тӑраҫҫӗ!» — шухӑшларӗ Мересьев.Они болят и горят, точно протезы сделаны не из кожи, а из раскаленного железа, думал Мересьев.
13 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Сан ҫапса ыраттарни иртсе кайӗ, мана эс ӗмӗрлӗх ыраттарса хӑвартӑн халь!Твоя телесная боль со временем пройдёт, а моя – душевная – никогда!
Улттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
Ҫуралсанах ҫурхи шывпа юхтарса ямалла пулнӑ та – пӗтӗм пурнӑҫ тӑршшӗпе чуна ыраттарса пурӑнмӗччӗ…Сразу после рождения надо было бросить в вешние воды, было бы лучше, не мучил бы меня всю жизнь…
Тӑваттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
Унсӑр пуҫне МРТ туни кӗлеткене ыраттарса тарӑхтармасть, этем сывлӑхӗшӗн сиенлӗ рентген ҫути те организма сиен кӳмест.
Вӑхӑтра тӗрӗсленни паха // А.ДЕНИСОВА. «Каҫал Ен», 09.06.17
Кӳкеҫри «Первомайская» урамра пурӑнакан Ирина Павлова чунне ыраттарса сӑмахларӗ.
Министр сас-хурана сирчӗ // ЛЮБОВЬ СЕМЕНОВА, ВЕРА ШУМИЛОВА, ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26
Телевизор пӑхса выртас е урамра уҫӑлса ҫӳрес, алса-нуски ҫыхас е кӗнеке вулас вырӑнне пуҫа тата куҫа ыраттарса ларнишӗн уйӑхра пилӗк пин хушма укҫа тӑвать.
Виҫӗ мӑшӑр нуски укҫи вӑрҫтарать // Таисия Ташней. http://chuvash.org/blogs/comments/2758.html
15. Халӗ, эй Ҫӳлхуҫамӑм, эпӗ калам: кашни ҫын ҫинчен Эсӗ нумай пӗлетӗн; эпӗ вара чунӑма ыраттарса Сан халӑху ҫинчен, 16. куҫҫулӗ юхтарса Сан еткерӳ ҫинчен, хурланса-кулянса Израиль ҫинчен, хуйхӑрса-пӑшӑрханса Иаков вӑрлӑхӗ ҫинчен калатӑп.
3 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫакна илтрӗм те, ӑшӑм-чиккӗм ҫӳҫенсе кайрӗ; ҫав хыпар ҫитсенех, тутам чӗтреме пуҫларӗ, шӑмӑ варрине ҫитичченех ыраттарса ячӗ, ура айӗнчи ҫӗр кисренчӗ; анчах хӗн-асап ҫитнӗ кунхине, халӑхӑм ҫине вӑрӑ-хурах килсе тапӑнсан, манӑн лӑпкӑ пулмалла.
Авв 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.