Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ыйтӑва (тĕпĕ: ыйту) more information about the word form can be found here.
Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ ку ыйтӑва ҫирӗппӗн татса пама хушнӑ.

Глава Башкирии поручил жестко решать этот вопрос.

Радий Хабиров эрех-сӑра законсӑр суту-илӳ тӑвакансене облавӑсем тума сӑмах панӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... an-3410755

Математикӑпа танлаштарсан педагогика тӗп-тӗрӗс ӑслӑлӑх мар: миҫе педагог, ҫавӑн чухлӗ сӗнӳ — кашни ыйтӑва хӑйне май татса парать.

Педагогика в отличие от математики — наука неточная: сколько педагогов, столько и рецептов.

Ӗмӗтленнӗ айӑплав // Аҫтахар Плотников. https://t.me/senkapkan/307

Анчах пуҫлӑхсем, ҫав ыйтӑва тивӗҫтерес тесе, нимӗнле конкретлӑ мера та йышӑнман.

Help to translate

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Паллах, тыр-пула пухса кӗртме хутшӑнакансемпе тӗл пулса калаҫать, вӗсене пӑшӑрхантаракан ку е вӑл ыйтӑва татаса пама та хатӗр вӑл яланах.

Help to translate

Ӳсӗмсен вӑрттӑнлӑхӗ – ҫӗнӗлӗхсене алла илнинче // Светлана АНАТОЛЬЕВА. http://елчекен.рф/2023/08/11/y%d1%81e%d0 ... %bd%d1%87/

Халӗ кун тӗлӗшпе тӗрӗслев иртет, пуҫиле ӗҫ пуҫарас ыйтӑва пӑхса тухаҫҫӗ.

Help to translate

41 пулӑ тытнӑшӑн пуҫиле ӗҫ пуҫарасшӑн // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35748.html

Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин августӑн 15-мӗшӗнче Ингушети пуҫлӑхӗпе Махмуд-Али Калиматовпа тӗл пулнӑ май чылай ыйтӑва сӳтсе явнӑ, ҫав шутра регионти производство ыйтӑвне те.

Президент России Владимир Путин 15 августа в ходе встречи с главой Ингушетии Махмудом-Али Калиматовым обсудил ряд вопросов, в том числе производство в регионе.

Путин Ингушети пуҫлӑхӗпе регионти тырпул тухӑҫне сӳтсе явнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... vn-3390456

«Хуҫасӑр йытӑсем ҫынсене час-часах тапӑнни, нумай чухне тӗрлӗ пӑтӑрмах кӑларса тӑратни пире ыйтӑва тимлӗн тишкерме хистет.

Help to translate

Чӗрчунсем ҫине тимлӗх уйӑрни Чӑваш Енре Экологи ҫулталӑкӗ пулма пултаракан ҫул-йӗртен пӗри тен пулса тӑрӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/14/cher ... enre-ekolo

Халӗ патшалӑх учрежденийӗсене кайса е ӗҫтешсемпе калаҫса пӗтӗм ыйтӑва татса пама пулать.

Период, когда можно решить все свои проблемы, обратившись в государственные учреждения или контактируя с вашими непосредственными коллегами.

32-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Вӑрнар районӗнчи тӗслӗхпе кӑмӑлсӑрланчӗ: ҫӗр лаптӑкне строительство валли уйӑрнӑ, унтан вара электролинин икӗ юпине куҫарас ыйтӑва татса парас тӗлӗшпе виҫӗ уйӑх ирттернӗ.

Help to translate

Икӗ юпа хушшинчи аташу // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/ike-yupa-hus ... chi-atashu

Ку ыйтӑва пӗрлехи информаци кунӗсенче те ҫӗклетпӗр.

Help to translate

Уй-хир ӗҫӗсем палӑртнинчен маларах пыраҫҫӗ // Валентина БАГАДЕРОВА. http://www.hypar.ru/cv/news/uy-hir-ecese ... ah-pyracce

Канашлу ҫул ҫитменнисене ӗҫе вырнаҫтарас ыйтӑва тишкернипе вӗҫленчӗ.

Help to translate

Китай бизнесӗ каллех Чӑваш Енре тымар ярасшӑн // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/kitay-biznes ... -yarasshan

Кун йӗркинче Ҫӗнӗ Шупашкарпах ҫыхӑннӑ тепӗр ыйту та пулчӗ — унти химипе механика техникумне ҫӗнӗлле йӗркелес ыйтӑва татса пачӗҫ.

Help to translate

Пулӑ ӗрчетсе те... ӑмӑртӑпӑр // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/pula-erchets ... -amartapar

Министр ку енӗпе пӗтӗмпех йӗркеллине, диплом илнӗ ҫамрӑксем медучрежденисене кайнин проценчӗ пысӑккине ҫирӗплетрӗ-ха, ҫаапах Олег Алексеевич ыйтӑва куҫран вӗҫертме юраманни пирки пусӑм тусах асӑрхаттарчӗ: «Кӑҫал тата 41 ФАП тӑватпӑр. Анчах ҫав ҫуртсем хӑйсем кӑна нимӗн те памӗҫ — вӗсене ӑста тата пӗлӳллӗ кадрсемпе тивӗҫтермелле».

Help to translate

Ҫил-тӑвӑл кӳнӗ инкекре ҫӑмӑлттайлӑх тӳпи те пысӑк // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/cil-taval-ky ... i-te-pysak

Канашлура ҫавӑн пекех професси вӗренӳ организацийӗсенчен вӗренсе тухнӑ ҫамрӑксене ӗҫе вырнаҫтарас ыйтӑва пӑхса тухрӗҫ.

Help to translate

Ҫил-тӑвӑл кӳнӗ инкекре ҫӑмӑлттайлӑх тӳпи те пысӑк // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/cil-taval-ky ... i-te-pysak

Ҫӗнӗ ҫулччен нумаях та юлмасть те — контрактсене вӑхӑтра пурнӑҫласан та тивӗҫлӗ документсене хатӗрлемешкӗн шутлӑ кунсем юлаҫҫӗ, мӗн пур ыйтӑва ҫулталӑк вӗҫлениччен татса параясси иккӗленӳллӗ…

Help to translate

Ҫил-тӑвӑл кӳнӗ инкекре ҫӑмӑлттайлӑх тӳпи те пысӑк // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/cil-taval-ky ... i-te-pysak

Тунтикунхи канашлура вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен пурӑнмалли ҫурт-йӗрӗн управляющи компанийӗсен ӗҫне йӗркелессипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва тишкернӗ май Олег Николаев Пӑрачкаври ӗҫ-пуҫпа кӑсӑкланчӗ: ҫынсем унта ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнчен тытӑнса ӗҫмелли шыв ҫукки пирки чан ҫапаҫҫӗ иккен.

Help to translate

Темиҫе кун шывсӑр // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/temice-kun-shyvsar

Уйрӑмах ку ыйтӑва ял тӑрӑхӗсенче пурнӑҫа кӗртсе пыни те паха.

Help to translate

Строительство пайӗ – регионӑн экономика вӑй-хӑватне аталантармалли стратегиллӗ отрасль шутланать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/11/stro ... -havatne-a

Ку ыйтӑва Чӑваш Енри Вӗренӳ министерстви шайӗнче те ҫирӗп контроллесе тӑнине пӗлтернӗ.

Help to translate

Шкулсен таврашӗсем хӑтлӑланаҫҫӗ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/08/04/%d1%88%d0% ... %d0%b0cce/

Халӗ кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарас ыйтӑва пӑхса тухаҫҫӗ.

Сейчас по данному поводу рассматривается вопрос о возбуждении уголовного дела.

Банк ӗҫченӗ ултавҫа ӗненнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35661.html

Хальлӗхе ку ыйтӑва сӳтсе яваҫҫӗ.

Пока этот вопрос находится на стадии обсуждения.

Чӑваш Енре ҫитес ҫула экологие халаллӗҫ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35650.html

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed