Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑхӑрса (тĕпĕ: шӑхӑр) more information about the word form can be found here.
Тен, мӑлатук ҫапакан йӗкӗт чӗнмесӗр тӑни вӗсене хӑй тимӗрҫӗ лаҫҫинче шӑхӑрса каланӑ кӗвве тепӗр хут аса илтерчӗ пулӗ?..

И, может быть, в молчании молотобойца им. снова почудилась та мелодия, которую он насвистывал тогда в кузне?..

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Темӗнле юрра шӑппӑн шӑхӑрса, вӑл курка ӑшне хӑйӑр тултарать.

Тихо насвистывая песню, он наполнял ковш свежим песком.

Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫанталӑк шартлама сивӗ; пӑр сӑмсаран ҫил шӑхӑрса вӗрет; паспа пӗркеннӗ йывӑҫсем шарт та шарт! туса ҫурӑлаҫҫӗ; ҫерҫи вӗҫнӗ ҫӗртех шӑнса ӳкет.

Help to translate

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Тарават ямшӑк ӑна ҫул ҫинче пӗркенме тӑлӑп пачӗ, унтан тимӗр кӑвак утне шик! шӑхӑрса хускатрӗ те, уй тӑрӑх вӗҫтерекен ҫил-тӑмана пӑхмасӑр, ҫӗмрен пек малалла ыткӑнтарчӗ.

Help to translate

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Кӑштах кайсан хавасланчӗ, хурӑн тӑрринче шӑхӑрса ларакан шӑнкӑрч ҫине пӑхса илчӗ те куланҫи турӗ.

Help to translate

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Хӗллехи янкӑр тӳпере, хӑйсем хыҫҫӑн шурӑ тӗтӗм ҫулӗ хӑварса, виҫӗ реактивлӑ самолет шӑхӑрса иртсе кайрӗҫ.

Help to translate

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

«Ахӑр самана ҫинчен калакан юмах тӗрӗсех пулсан, акӑ вӑл, ҫав ахӑр самана, — шухӑшласа илчӗ Таня Богуцкая, чуна ҫӳҫентерсе ҫуйӑхакан хӗрарӑмсемпе ачасен хурлӑхлӑ сассисене, аҫтаха пек шӑхӑрса ӳлекен сиренӑсене тӑнласа.

Help to translate

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

— Эх, ачам, ачам… шӑхӑрса юлтӑн иккен.

Help to translate

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Йӗкесем шӑхӑрса урайне аннӑ сасӑ та илтӗнекен пулчӗ.

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫӗлен шӑхӑрса ҫывхарнӑ пек, хулӑ чӑвӑшлатса анчӗ, ҫара ӳт-тире тимӗрпе пуснӑн пӗҫертсе илчӗ.

Help to translate

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Пӗтерес пулать ӑна… — шӑл витӗр шӑхӑрса тухрӗ Миххан сасси.

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мӑрьере тапхӑр-тапхӑр килекен ҫил шӑхӑрса ӳлет, чуна ҫӳҫентерсе йӗрет.

Help to translate

Асаилу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пилӗкӗсене хытӑ туртса ҫыхнӑ тӑпӑл-тӑпӑл пукане пек кӗлтесем, сывлӑша ҫурса, шӑхӑрса та вашлатса, аялалла вӗҫме тапратрӗҫ.

Help to translate

Ҫӑкар пулсан — ҫын пурӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сехет тӗрӗслеме пулать: ҫак машина ирхи 7-ре самолет пек шӑхӑрса колхоз кантурӗ умне ҫитсе ларать.

Help to translate

Телейне тӑван тӑрӑхра тупнӑ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11307-te ... -khra-tupn

Халӗ вара Явӑш халӑхӗ шоссе тӑрӑх шӑхӑрса килекен машина сассине итлет.

Help to translate

Телейне тӑван тӑрӑхра тупнӑ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11307-te ... -khra-tupn

Сӗнтӗр сӑрчӗ текен вырӑнпа иртнӗ чух вӗсем ҫинелле вӑрмантан ухӑ йӗпписем шӑхӑрса килме тапратрӗҫ.

Help to translate

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тӗттӗмре темиҫе ухӑ йӗппи шӑхӑрса иртрӗ.

Help to translate

16. Иккӗмӗш Урасмет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тепре авлантарса яратпӑр та, ши! шӑхӑрса ҫеҫ пурӑнатӑн хӑвӑн шӗкӗр хулунта.

Help to translate

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Шӗкӗр хулара чипер кӑна ҫурт лартнӑ та, пурӑнать ши! шӑхӑрса.

Help to translate

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ухӑсемпе хӑратмалла ҫеҫ пенӗ пулмалла, мӗншӗн тесен, юлан утпа пыракансем хӑйсем каланӑ тӑрӑх, ухӑ йӗпписем пуҫ ҫийӗнчен ҫеҫ шӑхӑрса иртнӗ.

Help to translate

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed