Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑрӑхра (тĕпĕ: шӑрӑх) more information about the word form can be found here.
Моделӗ куҫа йӑмӑхтаракан ылттӑн шӑрӑхра, ялтӑртатакан тинӗс ҫутинче ирӗлсе кайнӑ пекех ҫухалчӗ.

Она словно растопилась в сверкающих отблесках моря, в ослепительно золотистом зное.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Кӑнтӑрла темӗнле шӑрӑхра та сулхӑн та улах вырӑн тупма май пур ҫӑра аллеясенчи йывӑҫсем айӗнче тӗттӗмленме пуҫланчӗ.

Синеватый сумрак наплывал под деревьями в густых аллеях, где и днем в любую жару можно было найти укромную тень.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Ҫӳҫ-пуҫ вирелле тӑрать, ҫурӑм тӑрӑх шӑрӑхра та сивӗ чупса иртет!

Волос дыбом, и по спине даже в жару мелкие мурашки бегают!

XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫакнашкал шӑрӑхра мӗн тума кирлӗ-ха вӑл мана?

Да и на что он мне нужен в такую жару?

XVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Шӑрӑхра ҫӳренипе ывӑннӑ Давыдов сӗтел патне пырса ларчӗ те: — Эсир мӗн ҫинчен тавлашрӑр кунта? Нагульнов правление кӗмерӗ-и? — тесе ыйтрӗ.

Уставший от жары и поездки, Давыдов присел к столу, спросил: — О чем вы тут спорили? Нагульнов не заходил в правление?

XVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Лаша юрттипе чупса пынӑ май, Давыдов тӗлӗрме пуҫларӗ, ҫак самантра вара ӑна сасартӑк Тубянскра крыльца ҫинче тӑракан мӑнтӑр хӗрарӑм курӑнса кайрӗ, вара вӑл, тутисене йӗрӗнчӗклӗн чалӑштарса, ыйхӑ тӗлӗшпе ҫапла шухӑшларӗ: «Ун ҫине мӗн чухлӗ ытлашши ҫупа какай ҫакса янӑ… Ҫакнашкал шӑрӑхра унӑн ӳт-пӗвӗ супӑньпе сӗрнӗ пекех кӑпӑкланса каять пулӗ, факт!»

Под мерную рысцу коня Давыдов стал дремать, и вдруг в смутном тумане дремоты ему ярко представилась толстая женщина, стоявшая на крыльце в Тубянском, и он брезгливо скривил губы, сонно подумал: «Сколько на ней лишнего жира и мяса навешано… В такую жару она, наверное, ходит как намыленная, факт!»

XVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫав кӑпӑш та чуна лӑпкакан тум патне пырса, ун ҫумне сӗртӗнес килет; унӑн хӑпартланса тӑракан пӗрмечисем ҫине выртса, пӗр сас-чӗвӗсӗр те хӑвӑрт вӗлтлетсе вӗҫекен шурӑ кайӑксем ҫине пӑхса, йӑлтӑр хӗвел панӑ шӑрӑхра тӗлӗрекен океанпа пӗлӗт ҫине пӑхса киленес килет.

Хочется пойти и прикоснуться к мягким, ласковым тканям, лечь на их пышные складки и смотреть в пустыню, где бесшумно и быстро мелькают белые птицы, где океан и небо дремотно замерли в знойном блеске солнца.

Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.

Ҫынсем хӑйсен аллисемпе аркатса илемсӗрлетнӗ тӗттӗм-кӗрен ту таврашӗнче, ӑмансем пек, пӗчӗккӗ курӑнаҫҫӗ те, вак чулсемпе йывӑҫ татӑкӗсем хушшинче, чул тусанӗ айӗнче, вӑтӑр градуслӑ шӑрӑхра, ӑмансем пекех, йӑшӑлтатаҫҫӗ.

Они казались маленькими, как черви, на фоне темно-коричневой горы, изуродованной их руками, и, как черви, суетливо копошились среди груд щебня и кусков дерева в облаках каменной пыли, в тридцатиградусном зное южного дня.

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

Таҫта инҫетре, тинӗс леш енче, хӗвелтухӑҫ еннелле кайсан, пысӑк шыв юхса выртакан ҫӗр пур; ҫав ҫӗршывра кашни йывӑҫӑн тунипе ҫулҫи хӗртсе хӗвел пӑхнӑ вӑхӑтри тӳсме ҫук шӑрӑхра этеме пытанмалӑх мӗн чухлӗ кирлӗ, ҫавӑн чухлӗ сулхӑн парать.

Далеко за морем, на восход солнца, есть страна большой реки, в той стране каждый древесный лист и стебель травы дает столько тени, сколько нужно человеку, чтоб укрыться в ней от солнца, жестоко жаркого там.

I сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.

Мана курнипе сирӗн куҫсем хӗмленме пуҫланине, эсир мана шыраса, сӑртсем ҫине чармакланса хӑпарнине, юлхава манса мана валли кӗнеке е чечек ҫыххи илме шӑрӑхра хулана кайнине; эпӗ сире йӑл култарма, пурнӑҫа юратма пултарнине курсан, эпӗ мӗн хака та пулин хуратӑп…

Я во что-нибудь ценю, когда от меня у вас заблестят глаза, когда вы отыскиваете меня, карабкаясь на холмы, забываете лень и спешите для меня по жаре в город за букетом, за книгой; когда вижу, что я заставляю вас улыбаться, желать жизни…

X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

«Кирлех пуль шӑрӑхра сӗтӗрӗнсе ҫӳреме!» — терӗ те вӑл анасласа, киле таврӑнчӗ, диван ҫине выртрӗ те хытӑ ҫывӑрса кайрӗ, Гороховӑй урамри чӳречесене картланӑ тусанлӑ пӳлӗмре ҫывӑрнӑ пекех, ыйӑха тӑсрӗ.

«Вот охота тащиться в жар!» — сказал он сам себе, зевнул и воротился, лег на диван и заснул тяжелым сном, как, бывало, сыпал в Гороховой улице, в запыленной комнате, с опущенными шторами.

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ман пурнӑҫ ир евӗрлӗ пулнӑ, ун ҫине хуллен-хуллен тӗссем, ҫутӑсем ӳкнӗ, унтан, ыттисенни пекех, иртен кун пулнӑ, вӗри хӗмленнӗ, пурте вӗресе тӑнӑ, кӑнтӑрлахи шӑрӑхра малалла шунӑ, унтан шӑпланнӑҫемӗн шӑпланса, шупкаланса пынӑ та каҫа хирӗҫ, кулленхи пекех, майӗпен сӳннӗ..

Она не была похожа на утро, на которое постепенно падают краски, огонь, которое потом превращается в день, как у других, и пылает жарко, и все кипит, движется в ярком полудне, и потом все тише и тише, все бледнее, и все естественно и постепенно гаснет к вечеру.

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ҫуллахи шӑрӑхра йӗтӗн пусма ӳт-тире сывлаттарать.

Help to translate

Ҫутҫанталӑк пани аванрах // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх, 2014.10.31

Сивӗре ӑшӑ тытма пулӑшать, шӑрӑхра пӗҫертмест.

Help to translate

Ҫутҫанталӑк пани аванрах // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх, 2014.10.31

Григрий Александрович ҫав шӑрӑхра ӗшенсе ҫитнӗ пулин те, кайӑк тытмасӑр таврӑнасшӑн пулмарӗ…

Только Григорий Александрович, несмотря на зной и усталость, не хотел воротиться без добычи,

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Вӑйлӑн ӳссе ларнӑ ҫумкурӑкӗсем хушшипе ҫиппе ҫапса тунӑ пек тӳррӗн тӑсӑлса выртакан, ҫынсем ҫӳреме пӑрахнӑ фронт ҫулӗ ҫинче вара, ҫак ҫуллахи шӑрӑхра пиҫсе выртакан уйсем пек, ҫуллахи пӗлӗтри тӑрисен янравӗ пек, ҫӳллӗ те тӗпсӗр пӗлӗт пек кивӗ те вӗсем пекех ҫамрӑк юрӑ кичеммӗн те вӑйлӑн янраса пычӗ.

На унылой, уже заброшенной фронтовой дороге, точно ударом кнута высеченной среди могучих пыльных, заполонивших все бурьянов, сильно и грустно звучала песня, такая же старая и такая же юная, как эти вот изнывающие в летнем зное поля, как старательное пиликанье кузнечиков в теплой душистой траве, как звон жаворонков в ясном летнем небе и как самое это небо, высокое и бездонное.

1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Ӑнланатӑр-и, сестра, эпир вӗсене ҫурӑлса пӗтнӗ тутасемпе, ҫав тери тӳсме ҫук шӑрӑхра юрларӑмӑр!

Понимаете, сестренка, сухими, потрескавшимися ртами да на такой жаре.

8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Ҫакӑнта, ҫав хула патне пымалли аякри ҫулсем ҫинче, Калинин облаҫӗнчи халӑх — хула ҫыннисем, хресченсем, хӗрарӑмсемпе ватӑ-вӗтӗ, тӗрлӗрен ӗҫ ҫыннисемпе тӗрлӗрен ҫулхи ҫынсем — пурте, ҫуллахи уйӑхсемпе кӗрхи вӑхӑтсенче, шӑрӑхра та, ҫумӑр айӗнче те, кунӗн-ҫӗрӗн чакаланнӑ; вӗсем вӑрӑмтунасенчен, лачакаллӑ шыв-шурлӑхран, ӗҫме юрӑхсӑр шӑршлӑ шывран тертленнине пӑхмасӑрах ӗҫленӗ, блиндажсемпе дотсем тунӑ, траншейӑсемпе окопсем чавнӑ.

Здесь, на далеких подступах к этому городу, все летние месяцы и всю осень жители Калининской области – горожане, крестьяне, женщины, старики и подростки, люди всех возрастов и всех профессий, – день и ночь, в дождь и в зной, страдая от комаров, от болотной сырости, от дурной воды, копали и строили оборонительные рубежи.

14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Холодильниксем пулманнипе шӑрӑхра апат пӑсӑлса каятчӗ.

Из-за того, что не было холодильника, в жаре портилась еда.

Виктор Петухов: «Тухсанах — мишень» // Ирина Кузьмина. «Сувар», 2019.02.15

Унта ҫӗлен-калта хунатчӗ, вӗҫенкайӑк йӑва тӑватчӗ, халӗ вӑл шӑрӑхра типет.

Help to translate

Ҫуллен йывӑҫ лартатпӑр пулсан та // Анатолий АЛЕКСЕЕВ. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed