Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑннӑ (тĕпĕ: шӑн) more information about the word form can be found here.
Лашасен таканлатнӑ урисем шӑннӑ ҫӗр пичӗ ҫине чак! чак! туса пусни таҫта ҫитиех илтӗнет.

Help to translate

Теччӗне тырӑ сутма // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ухантей вучах патӗнче йӗпе ҫапӑ ҫинче выртса самаях шӑннӑ пулас, тепӗр куннех вӗриленсе ӳкрӗ.

Help to translate

2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Анчах уншӑн эрни-эрнипе выҫлӑ-тутлӑ пурӑннӑ-ҫке Иливан, ҫумӑр айӗнче исленнӗ, сивӗре шӑннӑ, ҫывӑрас ыйхине татнӑ.

Help to translate

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Унта ҫитиччен миҫе пин ҫынна шӑннӑ ҫӗр ҫине пӑрахса хӑвармалла?

Help to translate

7. Атӑл тӑрӑх — тӑвалла // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫуркунне ӑшӑтса пынӑ май шӑннӑ сӗткен ирӗлнӗ, юмансем ӳсме, сарӑлма тытӑннӑ, ӳссе сарӑлнӑ май вара хайхи ҫурӑксем питӗрӗнсе пынӑ.

Help to translate

Тухтӑрсем — хайсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 56 с.

Ҫиелти шӑннӑ ӗнтӗ, ҫапах выльӑхсене ҫитерме каймалла…

Help to translate

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Шӑннӑ ҫӗре колхозниксем алтса пачӗҫ.

Help to translate

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Ман тантӑшсем урамра шӑннӑ тислӗк тапса «мӑкӑрла» выляҫҫӗ, эпӗ вара е юр хыратӑп, е вут ҫуратӑп, е витесене тасататӑп — урамалла сӑмсана ҫеҫ алӑкран кӑларатӑп.

Help to translate

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Урамсенче, картасем ҫинче шӑннӑ салакайӑксем сиккелесе ҫӳреҫҫӗ.

Help to translate

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Анчах, хальхи пек, шӑннӑ улмине мар.

И не такую мерзлую, какую нам сулят.

Янтул кам вӑл? // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Мирун куҫӗ тӗлне пулас мар тесе Ваҫук пусмапа лупас тӳпинчи утӑ ҫине выртрӗ, шӑннӑ аллисене ҫанӑ ӑшне хире-хирӗҫ чикрӗ.

Не желая никого видеть, тем более Мируна, Вазюк взобрался на сеновал и, сунув озябшие руки в рукава, свернулся калачиком.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пӗри шӑннӑ ав, ыйхӑ тӗлӗшшӗнех ӳслӗкпе чыхӑнать.

Другая, видимо, простудилась — не просыпаясь, кашляет громко и часто.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ун ҫине пӑхсан шӑннӑ ҫын ӑшӑнса каять, ватӑ ҫын хӑйне ҫамрӑк пек туять.

Взглянешь на нее — и кажется, старый помолодеет, немощный оживет.

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӗри хӗллесенче шӑннӑ путек тирӗсене пуҫтарать, тепри ҫулла та, хӗлле те пирӗн тирсене сӗвет».

Один и зиму, и лето собирает шкуры с дохлых собак да кошек, а другой с нас шкуры дерет.

Ҫӗвӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӗри кунсем килӗҫ те, Вӗриленӗ шӑннӑ юн.

Help to translate

Юмӑҫ патӗнче // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

— Сана, Иван, вӑрмана ярас теҫҫӗ, эс правленине пыр-ха, — хыпарларӗ вӑл, шӑннӑ кантӑк витӗр Сехре пит-куҫне курмасӑр.

Help to translate

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Чул пек шӑннӑ тӑпрана кӗреҫепе, лумпа чавма ҫӑмӑл мар.

Help to translate

Ҫӗнтерӗве тылра туптанӑ // Ирина Андреева. http://kanashen.ru/2022/01/14/ce%d0%bd%d ... b0%d0%bda/

Шӑннӑ ҫӗре кӑштах та пулин ирӗлтерес тесе кӑвайт хураттӑмӑр, вара ӑна тин катса илме май килетчӗ…»

Help to translate

Тылри паттӑрлӑха упракан кунчӑкри йӗркесем // Алексей СЕМЕНОВ. http://kanashen.ru/2022/01/14/%d1%82%d1% ... %b5%d1%81/

Вӑл кӳршӗ бригадӑра лумпа шӑннӑ ҫӗре таккатчӗ.

Help to translate

Тылри паттӑрлӑха упракан кунчӑкри йӗркесем // Алексей СЕМЕНОВ. http://kanashen.ru/2022/01/14/%d1%82%d1% ... %b5%d1%81/

Шӑннӑ ҫӗре чавма питӗ йывӑрччӗ.

Help to translate

«Вӑхӑт пирӗн ҫирӗплӗхе тӗрӗсленӗ» // Любовь Сергеева. http://kanashen.ru/2022/01/14/%d0%b2a%d1 ... b5%d0%bde/

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed