Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кавказа та вӑл ҫав романтикла фанатизма пулах ҫитнӗ; эпӗ туятӑп акӑ, ашшӗ ялӗнчен тухса каяс умӗн, калӑпӑр, вӑл кӳршӗри пӗр-пӗр чипер хӗре тӗл пулсан, эпӗ службӑра пурӑнасшӑн ҫеҫ мар, вилӗм шырама каятӑп, тенех ӗнтӗ вӑл салхуланнӑ сассипе, ҫак тӗле ҫитсен вара, куҫне аллипе хупларӗ пулӗ те: «Мӗншӗн тесен, — терӗ пуль, — ҫук, кӑна сирӗн (е санӑн) пӗлмелле мар!
Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Унта хаклӑ таварсем… кала (эпӗ ятне илтсе юлаймарӑм), эпӗ текех унӑн тарҫи мар ӗнтӗ; ӗҫсем начарланса пыраҫҫӗ; вӑл мана текех кураймӗ; ытла хӑрушӑ халӗ, урӑх ҫӗре ӗҫ шырама каятӑп, ман пек пултаракан ҫынна тупаймасть вӑл урӑх.
Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Казаксем ҫакна пӗтӗмпех курса тӑчӗҫ, анчах мана шырама ҫырма тӗпне пӗри те анмарӗ; вӗсем мана ӳксе вилчӗ тесе шутларӗҫ пулас: пурте ман лашана тытма чупрӗҫ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Зиночка ӑна куҫӗсемпе халӑх хушшинче шырама та пуҫланӑ ӗнтӗ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Анчах Алексей, ӑна пушӑлла кӗтсе аптӑраса, тимӗрҫӗ Ваҫилин хӗрне яла пырса шырама пултарнӑ, унта вара чӑн-чӑн Акулинӑна, хулӑнскере, шатраллӑскере курса, Лизӑн ҫӑмӑл шухӑшлӑ вӑййи ҫинчен пӗлме пултарнӑ.
Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Кунта Измайловски полкра ӗлӗксенче хӑйпе пӗрле службӑра пулнӑ, халь отставкӑра пурӑнакан унтер-офицер патӗнче чарӑнса, хӗрне шырама тытӑннӑ.
Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Чирӗнчен пӑртак сывалсанах, станца пуҫлӑхӗ С… хулари почтмейстертан икӗ уйӑхлӑха отпуск илсе, никама та хӑй мӗн тӑвасшӑннине пӗлтермесӗр, хӑй хӗрне шырама ҫуранах тухса кайнӑ.
Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Ирхине вӑл Жадринӑри пачӑшкӑ патӗнче пулнӑ; унпа аран-аран калаҫса татӑлнӑ; унтан вӑл кӳршӗри помещиксем хушшине свидетельсем шырама кайнӑ.
Ҫил-тӑман // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Ӑна шӑпах «теприне» шырама хушнӑ пулнӑ, анчах вӑл ҫав «тепри» — эпӗ пулни ҫинчен шутламан та.Ему как раз было поручено искать этого «другого», и он не подозревал, что «другой» – это я.
VIII сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Вара эпир пӗрне пӗри шырама тытӑнтӑмӑр.
VIII сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Эпӗ ҫыхӑну шырама тытӑнтӑм; ыттисем те ҫавнах тунӑ.
VIII сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Киле ҫитсенех, нимӗҫ оккупанчӗсен шутсӑр нумай тӗрмисемпе лагерӗсенче асапланса пурӑннӑ упӑшкисене, арӑмӗсене, ачисене, амӑшӗсене шырама тытӑннӑ ытти ҫӗршер пин ҫынсем пекех, эпӗ те хамӑн упӑшкам пирки унтан та хунтан ыйтса пӗлме тытӑнтӑм.
Густа Фучик сӑмахӗ // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Пултаруллӑ, ҫивӗч хӗр Анюта ҫырусене хӑвӑртрах ҫӳретмелли урӑх майсем шырама тытӑннӑ та, часах пӗр ватӑрах сестрапа калаҫса татӑлнӑ.
13 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Кунсӑр пуҫне, Чечнене ҫар йыттисем те кайрӗҫ, вӗсене ятарласа наркотикпа ҫурӑлакан япаласене шырама вӗрентнӗ.Кроме того, в Чечню поедут служебные собаки, обученные искать наркотики и взрывчатку.
Чечнене тата тепӗр Чӑваш Ен шантарӗсен ушкӑнне янӑ // Ирӗклӗ сӑмах. Ирӗклӗ сӑмах
Ют ҫын килӗнче ирӗксӗрех каҫ выртма тивнӗскер, вӑл хӑйне ҫывӑрма пӗр-пӗр улах вырӑна, вӑрӑсем ансатах лекме пултармалла пӳлӗме ярасран хӑраса, куҫӗсемпе хӑйне валли шанчӑклӑ юлташ шырама тытӑнчӗ.
X сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Пурнӑҫра, йӗкӗтсем, ҫавӑн пек пулать те вӑл: мӗн шырама каятӑн, ҫавнах тупатӑн.В жизни, хлопцы, так и бывает: по что пойдешь, то и найдешь.
9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Тӑчӗ те киле кайма ҫул шырама пуҫларӗ.
V сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ӗҫпе, район шырама кайрӗ, часах таврӑнмасть.
17 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Халӗ куҫ курми тӗттӗмре, лутӑркаса пӗтернӗ ваннӑ урисем тӳсми ыратнӑран, вӑл вутӑ шырама каймалӑх та вӑй тупаймарӗ, ҫамрӑк хырсем хушшинчи чӑтлӑха кӗрсе кайрӗ те пӗр йывӑҫ айне хутланса ларчӗ, аллисемпе ыталаса тытнӑ чӗркуҫҫисем хушшине пуҫне пытарчӗ, вара, хӑйӗн сывлӑшӗпе ӑшӑнса, лӑпкӑ та ырӑ канлӗхпе киленнӗ май тӗлӗрсе кайрӗ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл лейтенант Седыха, управлени взвочӗн командирне айӑпласа суда парасшӑн пулнӑ, ачана шырама халех пилӗк разведчика кӑларса яма приказ панӑ.
17 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948