Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пирӗн якорь шывалла ӳксе кӗрлесе кайрӗ, вара вӑрман ҫинчен вӗҫен-кайӑксен пӗлӗчӗ кӑшкӑрса, ҫаврӑнса хӑпарчӗ.Загрохотал, падая, наш якорь, и целые тучи птиц, кружась и крича, поднялись из леса.
XIII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Шурӑ казаксем шывалла пулеметсемпе пӗр вӗҫӗмсӗр переҫҫӗ.Белоказаки поливали реку бесконечными пулемётными очередями.
Аташ // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.
Пакурсем кисренсе илнӗ, сывлӑша ҫӗкленнӗ, унтан каллех шывалла чикӗннӗ.Багры дрогнули, поднялись в воздухе, потом снова опустились в воду.
II // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Палуба тарӑх ҫара уран шаплаттарса чупни, хӗвӗшни илтӗннӗ, ҫӳлтен, ача пичӗ патӗнченех, икӗ пакур шӑвӑнса иртнӗ, унтан вӗсем ҫавӑнтах, ним сасӑсӑр-мӗнсӗр, ҫӑра шывалла чикӗннӗ…
II // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл хӗрлӗ те ҫутӑ хӗрлӗрех ӑшӑх вырӑнсем юшкӑнпа тулнӑ пӑтранчӑк пӑчӑртатса тӑракан шывалла кӗрет, Атток тӗлӗнче, шыв пӑрӑнса кайнӑ вырӑнтан пуҫласа, ту ҫумӗпе тинӗселле юхать, кунта вӑл нимӗнле чӑрмав та тӗл пулмасӑр хӑватлӑ хумӗсемпе тӗпренекен ҫырансене ҫийӗнтерет.
Хаваслӑ шӳт // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.
Тепри те, хӑйӗн кӳрши пекех, хуралҫӑ ҫине сиксе ӳкет, анчах хӑйӗн ҫӑварне какай татӑкӗ лексен, шывалла йӑраланать.
Крокодилсем патӗнче хӑнара пулни // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.
Метробий шывалла кӑшкӑрса шаплатса ӳкнӗ те часах вараланчӑк хумсем хушшинче ҫухалнӑ.
XVII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Унтан патша чухӑн патне хыҫалтан йӑпшӑнса пырать те ӑна пӗррех шывалла тӗртсе ярать!
2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Унта ҫыранран шывалла чулсем пеме пулать.
3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Ачасем малтанхи пек лараҫҫӗ, анчах пӗтӗм вӑйран мӑйӗсене тӑсса шывалла пӑхаҫҫӗ.Ребята садятся по-прежнему, но изо всех сил вытягивают шеи, вглядываются в воду.
Ятарласа хушнӑ ӗҫ // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Костя вӑлти ҫине пӗчӗкҫӗ хӗрлӗ ҫунатне тирет те ӑна шывалла ывӑтать.Костя насаживает на крючок маленькую красноперку и забрасывает удочку.
Утрав ҫинче // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
— Унтанпа сирӗн усси те ӳсме ӗлкӗреймен-ха! — тесе кулать Ефим Кондратьевич, каллех шывалла талпӑнса.— Да ведь с тех пор у вас усы-то не выросли! — смеется Ефим Кондратьевич и отчаливает.
Утрав ҫинче // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Костя вара пичӗпе шывалла тирӗнет те алли-урисемпе урнӑ пек ӗҫлеме пуҫлать.Тогда Костя поворачивается лицом в воду и бешено работает руками и ногами.
Паллашӑр, тархасшӑн! // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Лелька каюта тӑрӑх сӗтеле, вырӑна шыва путасран хӑтӑлма пробка тултарса тунӑ пысӑк ункӑсене хыпашласа пӑхса ҫӳрет, амӑшӗ каллех ывӑлне вӗрентсе калать: куккуна итле, мӑн ҫынсемсӗр шыва ан кӗр — турӑ сыхлатӑрах! — пӗчӗк ача пек малтанах тутлӑ кукӑльсене ан ҫи, унччен пӗҫернӗ какай тата хытӑлла пӗҫернӗ ҫӑмарта ҫимелле, унтан — тутлине; пӑрахут тӑрӑх чупса ан ҫӳре, ытла хӗррине ан пыр, шывалла пӑхса ан тӑр, атту пуҫу ҫаврӑнса кайӗ, — пӗр сӑмахпа, кун пек чухне амӑшӗсем мӗн калама пултараҫҫӗ, ҫавна йӑлтах калать, ҫакна пула Костьӑна питӗ кичем пулса ҫитет.
Килтен кайни // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Аэлита сенкертерех шывалла пӑхрӗ те — унта хӑйӗн сӑнне курать, ҫутӑ пайӑрки унӑн хырӑмӗ ҫине ӳкнӗ.Аэлита посмотрела в синеватую воду — и там увидела своё отражение, луч света падал ей на живот.
Аэлита ирӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Тупа тӑватӑп — ӑна эпӗ хамӑр пӳлӗмре пурӑнакансем кама пама тархасласа ыйтаҫҫӗ, ҫав ҫынна анчах паратӑп, ҫав ҫын аллинче кӑна пулма пултарать вӑл… — терӗ те тимӗр шапа, хӑйӗн урине ҫӗклесех шывалла путрӗ», — терӗ Дуремар.
Пьеро хӑй мулкач ҫине утланса ларса, Ухмахсен Ҫӗршывне мӗнле пырса кӗни ҫинчен каласа кӑтартать // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
Пӗр шыв нӑрри унӑн шыв ҫинче ҫӳллӗ тӑрмакланса тӑракан сӑмси ҫине темиҫе хутчен хӑпара-хӑпара, унтан чӗкеҫ пек вӗҫсе шывалла сикрӗ.
Буратино кӳлӗре пурӑнакансемпе паллашать, кунта вал тӑватӑ ылтӑн укҫа ҫухални ҫинчен пӗлет тата Тортилла тимӗр шапаран ылтӑн ҫӑраҫҫи илет // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
Буратино шывалла шаплатса ӳкрӗ те, симӗс кӳлӗри шыв чалтӑр сирпӗнсе ӑна хупӑрласа илчӗ.Буратино шлёпнулся в воду, и зелёная ряска сомкнулась над ним.
Полицейскисем Буратинона ярса илеҫҫӗ те, ӑна тӳрре тухас майпа сӑмах та уҫтармаҫҫӗ // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
Ҫурхи шывсем тата ҫуллахи ҫумӑрсем варсене алтаҫҫӗ, — каллех ҫӗр шывалла юхса каять!Весенние потоки да летние дожди овраги роют, — опять же земля в реку идет!
XX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӑл шухӑша кайса пурӑнатчӗ; Ярмаркӑри пушӑ урамсем тӑрӑх утса пырать те сасартӑк Обводнӑй каналӑн пӑр кӗперӗ ҫинче чарӑнса тӑрса, нумайччен карлӑк ҫумӗнче шывалла, пӗлӗтелле, инҫетелле, Ока леш еннелле пӑхса тӑратчӗ.
XVII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.