Шырав
Шырав ĕçĕ:
Чкалова ӑнланса илнӗ, унӑн шухӑшӗсемпе килӗшнӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Хӑй тӗллӗн вӗренсе гениллӗ ученӑй пулса тӑнӑ Константин Эдуардович Циолковскин шухӑшӗсемпе ӗмӗчӗсем те малаллах туртӑннӑ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Пачах урӑхла, ӑна чикӗсӗр шанса тӑнипе, эпӗ унӑн шухӑшӗсемпе тата ӗмӗчӗсемпе хавхаланса савӑнаттӑм.Напротив, будучи безгранично уверена в нем, я загоралась его мечтой и идеями.
Улттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Ун чухне вӑл хӑйӗн шухӑшӗсем Васильев шухӑшӗсемпе пӗр пек пуласси ҫинчен шутлама пултарнӑ-ши?..Мог ли он тогда предполагать, как сойдутся его пути с путями Васильева?..
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Господин председатель Буриш, ман шухӑшпа, хӑйӗн шухӑшӗсемпе ҫав териех ҫӳле ҫӗкленме пултарайман.Я не думаю, чтобы председатель Буриш поднимался до таких высот в мыслях.
IV // Василий Алагер. Франс, Анатоль. Кренкбиль: повесть; В. О. Алагер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1941. — 57 с.
Хӑйӗнпе калаҫакан хӑнӑхса ҫитнӗ ҫын, Артамонова хӑйӗн вӗт-шак шухӑшӗсемпе тиркелесе кӑштах чӗртекенскер — ҫухалнӑ, вилнӗ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Пурте темрен хӑранӑ пек, пӗр-пӗрне хурлӑх тӑвассипе юнанӑ пек, пӗрисем хӑранине теприсем тата ытларах вӑйлатнӑ пек туйӑннӑ, ҫынсем хӑйсем тӑвакан ӗҫсенчен, хӑйсен шухӑшӗсемпе сӑмахӗсенчен хӑраҫҫӗ, тесе шутлама та пулнӑ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ашшӗн сӑмахӗсене шута илмесӗр, ывӑлӗ хӑйӗн мӗншӗн фабрикант е мӗнле те пулин урӑх ӗҫ хуҫи пулас килменни ҫинчен ӑнлантарма тытӑнчӗ; вӑл нумай, пӗр вунӑ минута яхӑн каларӗ, вӑхӑчӗ вӑхӑчӗпе ашшӗ унӑн сӑмахӗсенче темле тӗрӗс япала, хӑйӗн пӑтравлӑ шухӑшӗсемпе килӗшсе тӑракан шухӑшсем пуррине те туйрӗ, анчах, пӗтӗмӗшпе илсен, вӑл ывӑлӗ ӑссӑр, ачалла калаҫнине уҫҫӑнах курчӗ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
— Сирӗн шухӑшӑрсем вӗсен шухӑшӗсемпе пӗрешкел пулнишӗн сире саламласси ҫеҫ юлать…
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Батманов Грубские итленӗҫемӗн унӑн хирӗҫлевӗсене хӑйӗн шухӑшӗсемпе танлаштарса пӑхать, унӑн чӗри те лӑпланса ҫуталать.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
— Америкӑна уҫакансем хӑйсен хӗрӳллӗ шухӑшӗсемпе пӗрле Адун ҫинче шӑнса вилчӗҫ пулас, — терӗ вӑл ҫинҫе сассипе, чӑмӑрӗ ҫине вӗркелесе.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Транспорт ӗҫне чухламан «клоун», тишкерсе ларсан-ларсан, вӗҫӗ-хӗррине тупмасӑр, ирӗксӗрех Ефремов шухӑшӗсемпе килӗшнӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Хӑйӗн шухӑшӗсемпе ҫеҫ, тӑр пӗчченех тӑрса юлсан, Володя чӑн малтан хӑйӗн чунӗнче пӗр савӑнӑҫ та ҫуккине кура, вӑл йӑлтах йӗркерен тухса кайнине кура хӑйӗнчен хӑй йӗрӗннине туйса илчӗ.
14 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Вӑл ирландецпа пӗр кӑмӑл-шухӑшлӑнах каларӗ, ун сӑмахӗсем ирландецӑн шухӑшӗсемпе пӗр майлах пулнӑ, анчах ирландецӗ шарламарӗ.Ее чувства разделял и ирландец; ее слова были словно эхом его ощущений.
XVII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Хӑй вӑхӑтӗнче Жюль Верн вулакансене хӑйӗн фантазиллӗ шухӑшӗсемпе ҫав тери тӗлӗнтернӗ.В свое время Жюль Верн поражал читателей полетом своей фантазии.
Туристла ҫулҫӳревре // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
2. Ҫынсен шухӑшӗсемпе туйӑмӗсене аталантарса, йӗркелесе пырса искусство хӑй те пурнӑҫа урӑхлатать.2. Искусство, в свою очередь влияет на жизнь, воспитывая и формируя в людях мысли и чувства.
Хӑвна ху вӗрентни // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
«Ҫын пур енӗпе те хитре пулмалла: сӑнӗ-сӑпачӗпе те, кӗпи-тумӗпе те, чунӗпе те, шухӑшӗсемпе те. Час-часах эпӗ питӗ хитре сӑн-сӑпатлӑ чипер тӑхӑннӑ ҫынсене куратӑп, вӗсемшӗн савӑннипе пуҫ ҫаврӑнса каять, анчах чунӗпе шухӑшӗ вара, турӑҫӑм!
1. Йӗрке-тирпей культури тата уйрӑм ҫын // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Ашшӗн куҫӗсем, темле пачах улӑшӑнса кайса, уҫҫӑн та кӑмӑллӑн, нумайччен таҫта инҫетелле пӑхса выртаҫҫӗ, вӗсенче ӗнтӗ — пурӑнса ирттернӗ пӗтӗм вӑрӑм пурнӑҫӑн шухӑшӗсемпе туйӑмӗсем пулса тӑраҫҫӗ.
Ашшӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Ним тума та ҫук, ирӗксӗрех пӳрте тарса кӗмелле, анчах Иоҫкӑна унта кӗме юрамасть, ҫавӑнпа та Тёмӑн хӑйӗн хурлӑхлӑ шухӑшӗсемпе пӗчченех тӑрса юлма тивет.
Ӑнӑҫсӑр кун // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Макҫӑм хыҫҫӑн пыракан Петр ҫак шӑв-шава сӳрӗккӗн тӑнлакалать; сивӗ пирки час та часах вӑл пальто аркисене турткалать, лайӑхрах чӗркенме тӑрӑшать, утнӑ ҫӗртех хӑйӗн йывӑр шухӑшӗсемпе асапланса пырать.
VIII // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.