Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шухӑшланине (тĕпĕ: шухӑшла) more information about the word form can be found here.
Ҫӑра куҫхаршисем айӗнчи чакӑртарах куҫӗсем уҫҫӑн та ӑшӑ кӑмӑллӑн пӑхаҫҫӗ, ҫав вӑхӑтрах вӗсем «эпӗ эсир мӗнлине те, ыран мӗнле пулассине те, паян мӗн шухӑшланине те витӗрех куратӑп», тенӗ пек туйӑнаҫҫӗ.

Help to translate

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Анчах Анук мӗн шухӑшланине пӗлес килчӗ.

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ҫур пӑт, — хуравларӗ Анук, малтан пӗр пӑт ыйтма шухӑшланине манса.

Help to translate

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Икӗ арҫын, алӑк тулашӗнче юри сыхласа тӑнӑ пекех» ытла хӑвӑрт кӗни Ҫтаппана тӗлӗнтерчӗ пулсан та, вӗсем мӗн шухӑшланине тавҫӑрайман пирки, хӑй хутне кӗрессӗн туйӑнчӗ ӑна.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Матӗрне крючниксем мӗн шухӑшланине аван ӑнланчӗ.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Иван Капитонович шухӑша кайрӗ, директора кӑн-кӑвак куҫӗнчен пӑхса илчӗ те хӑй Лишайкин пирки мӗн шухӑшланине пӗр пытармасӑр каларӗ:

Help to translate

27 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Анчах шухӑшланине пурнӑҫа кӗртме май килмен.

Help to translate

Культура эткерлӗхӗн ҫуртне юсаҫҫӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/36676.html

Мирзиеев вара Узбекистана ҫак ҫутҫанталӑк ресурсне тӑратнӑ сферӑри вӑрах вӑхӑтлӑх ӗҫтешлӗхе аталантарма шухӑшланине палӑртнӑ.

Мирзиёев же указал, что Узбекистан настроен на развитие долгосрочного партнерства в сфере поставок этого природного ресурса.

Путин, Мирзиеев тата Токаев Раҫҫей газне Узбекистана тӑратма старт панӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/politika/202 ... an-3470279

Эпӗ Ольга Алексеевна мӗн пирки шухӑшланине ӑнлантӑм та… килӗшрӗм.

Help to translate

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ну, мӗнех ӗнтӗ, халь тин, хӑвна чарса, тытӑнса тӑма кирлӗ те мар, хӑвна ирӗклӗ тытма та, Завьялов ҫинчен мӗн шухӑшланине пӗтӗмпех каласа пама та, унран мӑн кӑмӑллӑн уйрӑлса кайма та юрать.

Help to translate

I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Каччӑ шухӑшланине пурнӑҫа кӗртес тесе ҫул ҫитмен арҫын ачасемпе автомобиль вӑрлама шут тытнӑ.

Help to translate

18 ҫулхи каччӑ савнийӗпе тӗл пулас тесе автомобиль вӑрланӑ // Ирида Матниязова. https://ursassi.ru/news/%D0%9F%C4%83%D1% ... an-3422113

Эсир хӑрамасӑр шухӑшланине пула союзниксем сирӗнтен пӑрӑнма пултараҫҫӗ.

При ваших бесстрашных и категоричных суждениях многие ваши союзники могут оттолкнуться от вас.

36-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

«Апла вӑл Славик ун ҫинчен шухӑшланине сӗмсӗрленни, тӗлӗкре курнине кӳрентерни тесе шутлать.

Help to translate

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Улӑпа та Вӑтанпи килӗшнӗ, анчах вӑл та хӑй мӗн шухӑшланине калайман.

Великану тоже приглянулась Вотанпи́, но говорить о своих чувствах он не отваживался.

Шӑмашпа Вӑтанпи // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/4

Текех эпӗ ун пирки урӑхла шухӑшланине ӑнланать пулас та вӑл, ҫавӑнпа тӳрре тухма, хӑйӗн ятне-шывне ҫӗклеме тӑрӑшрӗ пулас:

Help to translate

XXVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Мӗншӗн тесен вӑл хӑйне ҫапла тыткалани — хӑйне ыттисенчен ҫӳле хуни, ҫын сӑмахне пачах та картманни, ҫын кирек мӗн каласан та, ун сӑмахӗ пирки шухӑшланине, уншӑн савӑннине е кӳреннине палӑртса, ӑна ытла та пысӑк чыс туни, ун умӗнче тивӗҫлӗхе чакарни.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Анюк асӑрхамаллах шухӑша кайса лартӑм-ши — вӑл шӑпланчӗ те ман ҫине кӑнн пӑхрӗ, кӑштах кичемленчӗ; вара вӑл эпӗ мӗн шухӑшланине чухласа илнӗн, ман шухӑшсене пӗлсе кӑмӑлсӑрланнӑн, эпӗ ҫапла шухӑшланишӗн те мар, хӑй каласа ӗнентерме пултарайманнишӗн кӑмӑлсӑрланнӑн туйӑнчӗ; акӑ вӑл кинӗпе ачисем те, хӑй те Ҫтаппана мӗншӗн пӑрахса килнине ӑнлантарма тытӑнчӗ.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Пысӑк куҫӗсем ҫынна куҫкӗрет сӑнаса, ҫынпа кӑсӑкланнине пытармасӑр, «пӗлесчӗ-ха, пӗлесчӗ эсӗ мӗнле этем иккенне» е, унтан та ытла, «калам-и эпӗ сан пирки мӗн шухӑшланине?» тенӗн пӑхаҫҫӗ.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

– Ман Настя пек хӑюллӑ пулас килет, – мӗн шухӑшланине каларӗ Маша.

– Я бы хотела быть смелой, как Настя, – призналась Маша.

Ҫырма // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/589

Хӑюллӑ пулмалла ҫыравҫӑн, пуҫра мӗн шухӑшланине хут ҫине пӗр шиксӗр куҫармалла.

Help to translate

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed