Шырав
Шырав ĕçĕ:
Час-часах хӑшпӗр хӗрарӑм нимӗн илмесӗрех тухса кайни те пулкалатчӗ, — вара вӗсем виҫҫӗш те хӑйсене ҫын кӳрентернӗ пек шутлатчӗҫ.
I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
— Шут: ноль — хӗрӗх! — терӗ судья (ун чухне теннисла вылянӑ ҫӗрте шутланӑ пек шутлатчӗҫ).— Счет: ноль — сорок! — сказал судья (тогда считали, как в теннисе).
52 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Вӗсем эпӗ хӑйсен чӗлхине пӗлмест тесе шутлатчӗҫ пулас та, ман умрах пурин ҫинчен те уҫҫӑнах калаҫатчӗҫ.Они думали, что я не знаю их языка, и свободно говорили при мне обо всём.
Фрося штурман // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Хӑш чухне вӗсем чапа тухнӑ Мюнхгаузенпа пулса иртнӗ историсем евӗрлӗ ӗҫсем ҫинчен каласа паратчӗҫ, хӑйсен юлташӗсене ӗнентерме пултарнӑшӑн чунтанах савӑнатчӗҫ, вӗсем вара хӑйсем юриех шутласа кӑларнӑ ӗҫсене чӑн пулса иртни вырӑннех шутлатчӗҫ.
Полярта шӳт тунисем // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Самолёт ҫинче вӗҫес текенсем питех йышлӑ: ун чухне самолётсем хальхи вӑхӑтри пек нумаях пулман, ҫавӑнпа ҫынсем самолёт ҫинче «ярӑнса ҫӳрессине» ҫав тери паха япала вырӑнне шутлатчӗҫ.
Бензина тӗрӗслесе пӑхни // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
— Отечественнӑй вӑрҫӑ хыҫҫӑн пӗрремӗш ҫул колхоз председателӗсенчен пӗрине (ӗлӗк вӗсене пӗрремӗше, иккӗмӗш, виҫҫӗмӗш тесе шутлатчӗҫ, халӗ ӗнтӗ шутне те ҫухатнӑ), — ҫапла, вӗсенчен пӗрине тӗлӗнмелле шухӑш пырса кӗнӗ.
Тумлам // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Ял ҫыннисем ӑна ӑсран тайӑлнӑ тесе те шутлатчӗҫ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Ҫемьере мана кушаксен тӑшманӗ тесе шутлатчӗҫ.
Кроликсем тата кушак // Николай Петров. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 45–52 стр.
Анчах кулач ӑстисем (вӗсем тӑваттӑнччӗ) хӑйсен ӗҫне пирӗннинчен тасарах тесе шутлатчӗҫ, ҫавӑнпа хӑйсене те пиртен лайӑхраха хуратчӗҫ; вӗсем пирӗнтен пӑрӑнса иртетчӗҫ, пирӗн патӑмӑра ҫӳреместчӗҫ, картишӗнче пире тӗл пулсан, хӑйсене мӑнна хурса, кула-кула тӑрӑхлатчӗҫ; эпир хамӑр та вӗсем патне каймастӑмӑрччӗ: пире хуҫа хушмастчӗ, — тутлӑ булкисене вӑрласран хӑратчӗ.
Ҫирӗм улттӑпа пӗрре // Петӗр Хусанкай. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 119–131 стр.
Шкулта мана пурте сапаланчӑк тесе шутлатчӗҫ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пӑтӑ валеҫесси пысӑк перемена вӑхӑтӗнче пулать тесе шутлатчӗҫ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пире пӗрремӗш группӑра тесе шутлатчӗҫ, ҫул енчен илсен, пирӗн хӑшпӗрисем улттӑмӗшӗнче те вӗренмеллеччӗ ӗнтӗ.Считалось, что мы в первой группе, хотя по возрасту кое-кому пора уже было учиться в шестой.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
- 1
- 2