Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шутламан (тĕпĕ: шутла) more information about the word form can be found here.
Эльгеев тӑруках ӑнланса илеймерӗ: медик тесех шутламан вӑл хӑйне, ҫавӑнпа тытӑнса тӑнӑ.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Эльгеев шкула пама шутламан ачине, вӑл хӑй ирӗкӗпе — юлташӗсемпе пӗрле кайнӑ пулнӑ иккен.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ялйыш Тоскиней Сантӑрне ӗҫчен ҫын, тӗреклӗ ҫын тенӗ, ытла пуян тесе шутламан.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Сӑмахран, ҫӑмарта хуҫине Николай Осипович тесе чӗнмен вӑл, хӑйсем хушшинчи ҫын тесе шутламан ӑна: Элкей Микули кӑна тенӗ.

Help to translate

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫук, Чернобыле кайса килӗп те куншӑн кайран мана тӗрлӗ ҫӑмӑллӑх пулӗ тесе шутламан Эверкки пӗрре те.

Help to translate

V // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Пирӗн шӑнса чӗтреме пуҫланӑ кавалери шуррисем ниепле те кӗтсе тӑма шутламан енчен пырса, хыттӑн шӑхӑрса яла пырса кӗтӗмӗр, бомбӑсем ывӑта-ывӑта кӗмсӗртеттерсе, эпир шуррисен штабӗ чарӑнса тӑнӑ чиркӳ патнелле сиктерсе ҫитрӗмӗр.

С гиканьем, с остервенелым свистом ворвалась в деревеньку наша продрогшая кавалерия с той стороны, откуда нас белые никак не могли ожидать. Расшвыривая бомбы, пронеслись мы к маленькой церкви, возле которой находился штаб белого отряда.

ХIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Эпӗ ӑна хама-хам хӳтӗлеме чиксе ҫӳремен, мана никам та тапӑнма шутламан, анчах вӑл асӑнмалӑх атте парнеленӗ хам ҫумри пӗртен-пӗр хаклӑ япала пулса тӑрать.

Я носил его не для самозащиты. На меня никто еще не собирался нападать, но он дорог мне был как память об отце, его подарок — единственная ценная вещь, имевшаяся у меня.

IV сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Ҫапах та йӗркене пӑсма нихӑшӗ те шутламан.

Впрочем, порядка никто нарушать и не думал.

I сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Нихӑҫан та шутламан эс ҫав тери хӑравҫӑ тесе…

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сан пек ҫынпа тӗл пулмашкӑн тӳр килӗ тесе ӗмӗрне шутламан.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Паян та Калюков ирхине, умӗн пӗр стакан каҫунккӑ ӗҫсе, пӑшӑхланӑ кайӑк кӑвакалне пӗчченех пӗрне ҫисе ячӗ те, ун хыҫҫӑн тата пӗр алтӑр сӑрапа хырӑмне тир карӑниччен тултарсан, сӗтел хушшинчен ниҫта та кайма шутламан юлташӗсене пӑрахса, пӳртрен тухрӗ, пыл хурчӗсем сӑхасран шикленсе, темшӗн-ҫке, ҫав нӑрӑлтисем эрех шӑршине тӳсме пултараймаҫҫӗ, — утар карти урлӑ каҫрӗ, ҫырма хӗррине кайса ларчӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Е эс кӗҫӗр ҫывӑрма шутламан та-и?

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ара, ҫӗр выртасса шутламан та пирвай, япаласене вуҫех тӗкӗнмен…

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— «Кирлех тесе шутламан…»

Help to translate

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Тен, асӑрхаман, тен, кирлех тесе шутламан

Help to translate

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ӑсчахсем палӑртнӑ тӑрӑх, Антарктида экосистеминче климатӑн кирек мӗнле улшӑнӑвӗ те тӳрех палӑрать — ӳсентӑран вӑйлӑрах сарӑлма пуҫласси пирки малтанах шухӑшланӑ, анчах калӑпӑшӗ ҫавӑн пекех пулӗ тесе шутламан.

Ученые отмечают, что экосистемы Антарктиды реагируют на любые изменения климата — рост распространения растений был предсказуем, но не в таком объеме.

Антарктидӑна пӗтӗмпех курӑк ярса илме пултарать // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31094.html

Ача ҫуралнине пысӑк лагерьте паллӑ ӗҫ вырӑнне шутламан.

Обычно рождение ребенка в большом лагере не является событием, заслуживающим внимания.

Ачана ят параҫҫӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Арӑмӗ вӑрӑ ӗҫне тума пултарасси пирки нихӑҫан та шутламан вӑл.

Help to translate

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Нихӑҫан та вӑл ҫавӑн пек хӑтланасса шутламан.

Она бы никогда не подумала, что она может так поступить.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

— Нихӑҫан та шутламан эпӗ ӑна, туятӑн-и, ун пек шутлама та пултарайман…

— Никогда не мог, понимаешь, не мог подумать…

2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed