Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫак ӑслӑлӑхҫӑсенчен пӗри мана зародыш тесе е вӑхӑтсӑр ҫуралнӑ ҫын вырӑнне шутлама та пӑхрӗ.Один из этих мудрецов высказался в том смысле, что я являюсь только зародышем или недоноском.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
— Лайӑх шутлама пӗлетӗн-ҫке эсӗ, ним каламалли те ҫук! — мӑкӑртатса илчӗ Эмиль ашшӗ.— Хорошо ты считаешь, нечего сказать! — проворчал папа Эмиля.
Ытларикун, майӑн 22-мӗшӗ. Эмиль яшка савӑтне пуҫа тӑхӑнни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Вӗсем эсир уйӑх ҫинчен е пӗр-пӗр ҫӑлтӑр ҫинчен ӳкнӗ пулӗ тесе шутлама хатӗртерех.Они скорее готовы допустить, что вы упали с луны или с какой-нибудь звезды.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Вӗсем ҫак ӑсталӑха мӗн ҫамрӑкранпах вӗренеҫҫӗ, хӑйсене чаплӑ йӑхран е нумай вӗреннӗ ҫынсем тесе шутлама ҫук.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Ятарласа шутлама лартнӑ ҫынсем шута илни тӑрӑх унта ҫӗр пин ҫын ытла пырса курнӑ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Темиҫе ҫул иртсен кӑна, Святой Елена утравӗнче, иртнӗ ӗҫсем ҫинчен шутлама пушӑ вӑхӑт нумай пулнӑ вӑхӑтра, Российӑри хӑйӗн ӑнӑҫсӑрлӑхне Наполеон урӑх сӑлтавсемпе ӑнлантарса панӑ.
VII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Ӑна хӑйне те, унӑн советникӗсенчен чылайӑшӗсене те нумай япаласем ҫинчен шутлама тивнӗ.Многое заставляло его и наиболее благоразумных его соратников с тревогой задумываться.
I сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Англичансен главнокомандующийӗ хӑй те, ҫав элес-мелес машинӑсем малашне кирлӗ пулас ҫук, тесе шутлама тытӑннӑ.
Камбре патӗнче танксемпе ҫапӑҫни // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.
Вӑл ӗнтӗ ҫынсене ҫав тери нумай пӗтерме пултарнӑ, ҫавӑнпа та ҫынсем атакӑна кайнӑ чух боецсене пӑшал пульлинчен хӳтӗлекен япала тӑвасси ҫинчен шутлама тытӑннӑ.Такой губительной силы, что снова пришлось усиленно думать о защите бойцов, идущих в атаку.
Хӳтӗлекен япала шырани // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.
Володя, халь кӑна хӑйне партизансем патӗнче, тесе шутлама пуҫланӑскер, ҫӗнӗ хӑрушлӑх сиксе тухнине кура кузов кӗтесне хӗсӗнсе ларнӑ.
Володя // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Мускава таврӑнсан, кирлӗ пек йӗркелеме тата парти членӗн стажне пирӗн парти организацийӗн пухӑвӗнче ҫирӗплетнӗ кунтан шутлама, хӑйне валли мӗн кирлине ҫырса пыратчӗ.
Икӗ операци // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Пӗр аллӑ ҫул каярах электричествӑпа ҫӗре сухаласси ҫинчен, вӑрманта йывӑҫ касса тунката кӑкласси ҫинчен тата выльӑх-чӗрлӗх валли улӑм турассипе ӗнесене сӑвасси ҫинчен кам шутлама пултарнӑ-ха?
Xӗвел // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Часах вӗсене вуншарӑн шутлама тытӑннӑ.
Астероидсен тӑрӑхӗ // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Шутлама та кирлӗ мар, кунта вӗсем пинӗ-пинӗпе!
Ҫӗртен уйӑх патне ҫитиччен // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Уйӑх ҫинче курӑнакан кратерсемпе цирксене шутлама тытӑнӑпӑр: пӗрре, иккӗ, виҫҫӗ, вуннӑ… ҫирӗм… аллӑ…
Ҫӗртен уйӑх патне ҫитиччен // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Анчах ҫакӑн пек тӗрӗс вӑхӑт та ученӑйсемшӗн ҫителӗксӗр — вӗсен хӑйсен тата чӑн-чӑнрах вӑхӑт тӗрӗслӗхӗ пур: вӗсен хӑш чухне секундӑн ҫӗрмӗш, миллионмӗш пайне те шутлама тивет.
Ҫынсем вӑхӑт шутне мӗнле тытса пыраҫҫӗ? // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Миллиард тетраде шутласа кӑларас тесен, аллӑ ачаран тӑракан пӗр класӑн, канмалли кунсӑр-мӗнсӗр, кунне ултшар сехет ӗҫлесе, виҫӗ ҫул ытларах вӑхӑт ирттермелле пулнӑ пулӗччӗ, кашни ачан вара сехетне виҫшер пин тетрадь шутлама тивет.
Ҫӗр чӑмӑрӗ мӗн пысӑкӑш? // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Ҫапла вара Коперник вӗрентнӗ тӑрӑх, Ҫӗре тӗнче варринче ниҫталла куҫмасӑр тӑрать теме ҫук, ытти тӗнчене Ҫӗршӗн тунӑ, тесе шутлама та юраман.
Поляксен аслӑ астрономӗ Коперник // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Мӗншӗн тесен тӗнче мӗнле пуҫланни ҫинчен вӑл вӗрентни нумайӑшӗ тӗн юмахӗсемпе пӗр пекрех пулнӑ; Ҫӗр чӑмӑр тени ҫеҫ пуп таврашсен кӑмӑлне кайман, ҫавӑнпа вӗсем тӗне ӗненекенсене Ҫӗре тӳрем тесе шутлама хушнӑ.
Птолемей ҫут тӗнче ҫинчен вӗрентни // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Ҫапла Аристотель тӗнчен тӑххӑрмӗш пӗлӗчӗ те пур тесе шутлама тытӑнать.
Фаэтон халапӗ // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.