Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эп куна хамӑн опыта шута илсе калатӑп.
1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.
Уйрӑлнӑ пулсан та, ватлӑхра ют килсем тӑрӑх сӗмсӗрленсе ҫӳрени те, ют ҫынна киле кӗртни те килӗшсех каймасть те-ха ара… ҫавна шута илеҫҫӗ пуль!
Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.
Хӑвӑрӑн пурнӑҫра хӑш чух пӗр-пӗр чӑрмав пулать-и, ӑнсӑртран кансӗртерех самант килсе тухать-и (ку шута профсоюз пухӑвӗнчи критикӑпа самокритика, арӑмӗ мӗншӗн те пулин пӗр эрне хушши мӑртлатса ҫӳрени, пӗртен-пӗр юратнӑ ывӑл умлӑ-хыҫлӑ ик-виҫӗ хут вытрезвителе лекни т. ыт. те кӗрет), — ялан пире асӑнса ӳпкелешетӗр:
Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.
Ҫакна шута илсе ҫӗнӗ поликлиникӑн проектӗнче мӗнпур условие пӑхса хӑварнӑ.
Шӑхасанти поликлиника килес ҫул пӗрремӗш пациентсене йышӑнӗ // Екатерина ЧЕРТЫНОВА. http://kanashen.ru/2023/06/16/%d1%88a%d1 ... bce%d1%88/
Ку шута округ центрӗнчи ҫеҫ мар, ытти ялсенчи ҫамрӑксем те кӗреҫҫӗ.
Ҫитӗнӳсен пухмачӗ ырӑ ӗҫсемпе пуянлантӑр // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/06/16/%d2%ab%d0%b ... %bd%d0%bb/
Наукӑри ҫӗнӗлӗхсене те шута илӗпӗр.
Чӑваш Ен Правительствипе Трансэнергопром ГК « Трансмашхолдинг» АО ҫӗнӗ йышши энергоцентрсем хута яма 5 млрд ытла тенкӗлӗх килӗшӗве ҫирӗплетнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/19/chav ... om-gk-tran
Ҫырӑва вӑл, пӗр вырӑнта сиктерсе хӑварнине шута илмесен, кӑлтӑксӑр майлах вуласа пачӗ, анчах сиктерсе хӑварнӑ йӗркесемшӗн ӑна тепӗртакран ытларах та намӑс турӗҫ.
8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Карчӑк, хӑй те уҫах мар кӑкӑрлӑскер, каллех хӗрӗ пирки шута кайрӗ.
8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Укахвин ҫак ҫу хыҫҫӑнхи хӗл — темиҫе хут лава, вӑрман ӗҫлеме кайса килнисене шута илмесен — фронта валли алса-чӑлха ҫыхса иртрӗ.
2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Мӗншӗн-ха паян ӑна кунта ҫук япаласем шута яраҫҫӗ?
7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.
Районти пур вӗренӳ учрежденийӗнче те ҫирӗплӗхе шута илсе тӗрӗслевсем иртӗҫ.
Чиртен сыхланма ӳркенер мар // А.СИЛИВЕСТРОВА. http://alikovopress.ru/chirten-syixlanma ... r-mar.html
Йӗркене пӑхӑннине тӗрӗсленипе пӗрлех мӗн шута илмеллине ӑнлантарса парать.
Чиртен сыхланма ӳркенер мар // А.СИЛИВЕСТРОВА. http://alikovopress.ru/chirten-syixlanma ... r-mar.html
Хӑйсен чиртен сыхланмаллине шута илмеҫҫӗ.
Чиртен сыхланма ӳркенер мар // А.СИЛИВЕСТРОВА. http://alikovopress.ru/chirten-syixlanma ... r-mar.html
Ҫакна ҫынсем йышлӑ пухӑнакан вырӑнсенче: магазинсенче, обществӑлла транспортра маскӑсем тӑхӑнманни, пӗр-пӗрин хушшинчи дистанцие шута илменни ҫирӗплетет.
Чиртен сыхланма ӳркенер мар // А.СИЛИВЕСТРОВА. http://alikovopress.ru/chirten-syixlanma ... r-mar.html
Валентин Васильевич Яшков бригадир ун ҫинчен ҫапла каларӗ Альӑна: «Праски сӑмахӗсене шута хурсан, вӑл мӗнле ӗҫленине сӑнама-курма пӗлсен, лайӑх доярка пулан», — терӗ.
Аля-Алевтина // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 386–391 с.
Мӗн вара ӑна шута хумасӑр пуҫа ватса выртмалла?
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.
Ҫынсене социаллӑ хӳтлӗх кӳрессине шута илекен наци проекчӗсене ҫирӗппӗн пурнӑҫлассине эпир яланах куҫ умӗнче тытатпӑр.
Олег Николаев Социаллӑ ӗҫчен кунӗ ячӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/06/08/ole ... jnogo-rabo
— Часах сисрӗм: стройуправлени пуҫлӑхӗсене те, прорабсене те, мастерсене те шута хуман бригадир ку, чапа пула мӑнкӑмӑлланса кайнӑскер, терӗм.
XXIX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Мӗншӗн шута илмелле мар ку сӑмахсене?
XXIX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Мӗншӗн тесен тирпейлӗ, перекетлӗ пулнине, ҫӗннишӗн кӗрешнине, ҫынсене шухӑшлама, стройкӑн чӑн-чӑн хуҫи пулма вӗрентнине шута илме йывӑр, ӑна хӗрлӗ хӑма ҫине ҫырса хураймӑн, ун ҫинчен докладра та пуҫа ватмасӑр ҫавӑрса калаймӑн.
XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.