Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кистен аврине хытӑ чӑмӑртаса тытнипе унӑн алли шурса кайнӑ.
Ҫӗрлехи ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Шурса кайнӑ пичӗпе ҫамки ҫине шултра тар персе тухнӑ.
Ҫӗрлехи хӑнасем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Шурӑ ҫӳҫ пайӑркисем унӑн ҫамки ҫине усӑнса аннӑ, хӑлха тӑррисем тӑм илнӗ пек шурса кайнӑ.Седые взмокшие пряди его опустились на лоб, кончики ушей побелели, словно их схватил мороз.
Туптать // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Вилнӗ ҫын пек шурса кайнӑ Ухтиван кӑнтӑрлачченех пӗр хускалмасӑр выртрӗ.
Ультӳҫ инке // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Сӑнӗ шурса кайнӑ хӑйӗн, ҫаннисене тавӑрнӑ.
Вӗчӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Тӗсӗ ҫеҫ унӑн темле шупкаланса, шурса кайнӑ.Только мастью вроде поседел, сделался какого-то зольного цвета.
Мулкач Терушӗ, Някуҫ тата ыттисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ӑна ытла та тӗлӗнтерчӗ: Хӗр мӗншӗн кайрӗ-ха шурса?..
XXV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Князь йӑлтах шурса кайнӑ, вӑл кунта йывӑр чиртен сывалса ҫитмесӗрех килнӗ пулас.
3. Йывар кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Пырса кӗрсенех ҫав ҫыннӑн янах шӑммисем тир витӗр курӑннӑ пекех туйӑнчӗҫ Павлуша: ытла та шурса кайнӑ ку ҫын.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
«Ытла та шурса кайрӗ вӑл юлашки кунсенче.
4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Тунсӑхланӑ пулӗ: аялти турачӗсем хӑшӗ-пӗри типсе шурса кайнӑ, ват ӗмпичей сухалӗ пек урлӑ-пирлӗ чармакланнӑ.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Халь, шӑп хӗрсе ӗҫлеме вӑйпиттиллӗ этем пулас вырӑнне, вӑл ир типсе хӑрнӑ йывӑҫ пекех шурса кайнӑ: куҫ хупанкисем ирӗксӗр кӑна хупӑнаҫҫӗ, шӑммисем — ӳт витӗр курӑнса тӑраҫҫӗ, питҫӑмартисем — путӑк.
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Шурса кайса Детрей ун ҫине шӑтарасла тинкерчӗ; унтан пуҫне хуллен тайса алӑк хӑлӑпне аран-аран тупрӗ.Побледнев, Детрей пристально взглянул на нее и, медленно поклонясь, с трудом нашел дверь.
ХХIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Вӑл кайӑк сӑмсилле усӑннӑ аллине, тумламсем чӗмсӗррӗн мӗлтлетнине тӗсерӗ те — шурса кайрӗ, чӗтрет.
XII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Мерседес шурса кайнӑ, чӗнмест.
XI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
«Ну… хӑйӗн кӑмӑлӗ, — кӗтмен ҫӗртен тинкернӗрен шурса кайса шухӑшларӗ Джесси.«Ну, как хочет, — подумала Джесси, побледнев от внезапного гнева.
VIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
— Тупа ту, — терӗ вӑл савӑннине шурса кайса, — тинӗсӗн хӑрушӑ тупипе тупа ту, ку…— Поклянись, — сказала она, побледнев от радости, — поклянись страшной морской клятвой, что это…
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Мана, шурса кайнӑскере, хумханнӑскере, курсан вӑл малтан кӗтеселле чупса кайрӗ, унтан стенаран ҫапӑнса вӗҫекен хӗҫ пек ман ҫинелле ыткӑнчӗ, — ӑнлантарса пама та ыйтмарӗ.
XXVIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Вӑл тӑчӗ, йывӑррӑн, шавлӑн хашлатрӗ те мелсӗр кулӑпа, тӳрех шурса кайса каласа хучӗ:Он встал, тяжело, шумно вздохнул и с неловкой улыбкой, сразу побледнев, произнес:
XXVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Ҫав самантрах, ыттисем алӑ тӑсса ӗлкӗриччен, вӑл карлӑк ҫине сиксе тӑрать те шухӑша путать, шурса каять те ҫаврӑнса пӑхса аллине суллать.
XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.