Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шиклентӗм (тĕпĕ: шиклен) more information about the word form can be found here.
Анчах каялла вӗҫсе тухма шиклентӗм.

Но вылететь обратно я не рискнул.

Атӑсем илме вӗҫни // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.

Ҫапах та кӑшт шиклентӗм.

Но чувствовал я себя все же неважно.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Ӳхӗ хӑраса тарасран шиклентӗм, анчах ман асӑрханулӑх ахалех пулчӗ, ӳхӗ килмен.

Мне не хотелось спугнуть филина, но предосторожность моя оказалась излишней, на протоке никого не было.

Пулӑҫӑ-ӳхӗ // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 81–83 с.

Эпӗ пӑхса тӗлӗнсе шухӑшласа тӑтӑм, ҫав вӑхӑтрах пӑртак шиклентӗм те.

Я восхищался, размышлял, смотрел с изумлением, не чуждым некоторого страха.

XXX сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Халӗ те хӑрарӑм пулас эпӗ унран, кӑшт вӑхӑт иртсен ӑнлантӑм, ҫук иккен, хӑрасах хӑраман, ҫапах та кӑшт шиклентӗм пуль ҫав, пӗр кӗтмен ҫӗртен килсе кӗнӗ те-ха вӑл.

Мне показалось, будто я и теперь испугался, а потом я понял, что ошибся, то есть сперва-то, конечно, встряска была порядочная, у меня даже дух захватило — так он неожиданно появился.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

— Эпӗ саншӑн тем пекех шиклентӗм, — пӑшӑлтатрӗ Тая Корчагин пӑлтӑра кӗрсен, таврӑннӑшӑн хӗпӗртесе.

— А я уже за тебя беспокоилась, — радуясь, что он пришел, прошептала Тая, когда Корчагин вошел в сени.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Юлашкинчен, эпӗ тӑтӑм, хамӑн вырӑн патне пытӑм та, асӑрханса, хывӑнмасӑрах, пуҫӑма минтер ҫине хутӑм, кӑрт-карт хускалнипе хамӑн тутлӑ туйӑмсене сирсе ярасран та шиклентӗм.

Наконец, я встал, на цыпочках подошел к своей постели и осторожно, не раздеваясь, положил голову на подушку, как бы страшась резким движением потревожить то, чем я был переполнен…

VII // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.

Манӑн вӑрттӑн ӗмӗтӗмсем ҫапла кӗтмен ҫӗртен хӑвӑрт ҫитнишӗн эпӗ савӑнтӑм та, шиклентӗм те; ҫапах эпӗ хам именнине палӑртмарӑм, малтанласа хам пӳлӗме вӗр-ҫӗнӗ сюртук тӑхӑнма, галстук ҫакма кӗтӗм: килте эпӗ курткӑпа, ҫухаллӑ кӗпепе ҫӳреттӗм, — вӗсем мана йӑлӑхтарнӑччӗ ӗнтӗ.

Неожиданно быстрое исполнение моих тайных желаний меня и обрадовало и испугало; однако я не выказал овладевшего мною смущения — и предварительно отправился к себе в комнату, чтобы надеть новенький галстук и сюртучок: дома я еще ходил в куртке и в отложных воротничках, хотя очень ими тяготился.

III // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.

Ку каҫӑр мӑйракаллӑ хӑратмӑш така пулнине тавҫӑртӑм-ха, ҫапах тухма шиклентӗм.

Я, конечно, догадался, что это вовсе не чудовище, а просто баран, гл выйти побоялся.

Шутлав такмакӗ // Николай Ишентей. Николай Ишентей. Ырӑ ӗҫсен команди. Дмитрий Суслин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2013. — 56,58,60 с.

Куҫа уҫрӑм та хама-хам та ӗненместӗп — ман умма Лена пӗшкӗннӗ, унӑн пичӗ, ӗненетӗр-и, ытарма ҫук илемлӗ курӑнса кайрӗ, ыйхӑ тӗлӗшпе эпӗ кӑштах шиклентӗм те.

Открываю глаза и сам себе не верю: ко мне наклонилась Лена, и лицо ее, верите, показалось мне таким красивым, что я спросонку малость даже оробел.

XIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Малтан эпӗ кӑшт шиклентӗм.

Сперва я немного даже испугался.

XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

«Ахалех шиклентӗм: парӑнмарӑм та «Отлично» тытрӑм».

«Зря робел: не сдался и сдал на «отлично».

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Анчах та эпӗ уншӑн ахалех шиклентӗм: тараканӗ, ним шухӑшламасӑр-тумасӑр, шыва пырса сикрӗ те бухта урлӑ ишсе каҫрӗ, унтан вара ҫыран ҫине тухсанах малалла хӑвӑрт чупса кайрӗ.

Но я напрасно тревожился за него: беглец не задумываясь кинулся в воду, быстро переплыл бухту, вылез на другой берег и, не убавляя шагу, побежал дальше.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Эпӗ каялла таврӑнасси ҫинчен те шухӑшласа пӑхрӑм, мӗншӗн тесен миҫе миля ҫаврӑнӑҫ пуласси, мӗн инҫӗш тинӗселле каясси паллах марччӗ, мӗн пулӗ те мӗн килӗ тесе кайма вара шиклентӗм.

Я хотел даже повернуть назад, потому что не мог определить с точностью, как далеко мне придется пройти открытым морем, пока я обогну гряду подводных скал, и боялся рисковать.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ҫӗр ҫине выртма шиклентӗм.

Лечь прямо на землю я боялся.

Улттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ҫырма тӑрӑх тискер ҫынсем пирӗн пата хӑйсен валашка пек киммисемпе ишсе анма пултарасран шиклентӗм эпӗ.

Я боялся, что вниз по реке к нам могут спуститься в своих пирогах дикари.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Малтан эпӗ хӑранипе хытса кайрӑм, йӗри-тавралла сӑнаса пӑхма та шиклентӗм.

Сперва я оцепенел от испуга и не мог смотреть по сторонам.

Иккӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Кунсӑр пуҫне тата ҫакна пӗлтеретӗп: эпӗ Бородинӑн вырӑс винтовкине татса тунӑ кӗске пӑшалне куртӑм, ӑна туртса илеймерӗм, мӗншӗн тесен условисем ҫапла пулчӗҫ, хир тӑрӑх пыма тиврӗ тата юн тӑкӑнасран шиклентӗм.

Кроме этого, заявляю, что видел у Бородина винтовочный отрез русского образца, который не мог отобрать по причине условий, находясь на бугре и опасаясь кровопролития.

8-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тепӗр тесен, уҫҫӑн татса нимӗнех те калаймастӑп, мӗншӗн тесен малалла кайма шиклентӗм, тет.

Впрочем, не мог он сказать ничего положительного, потому что ехать дальше побоялся.

Улттӑмӗш сыпӑк. Пугачевщина // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

6. Вара Елиуй — Варахиил ывӑлӗ, Вуз ҫынни — ҫапла хуравласа каланӑ: эпӗ ҫамрӑк, эсир — ватӑ ҫынсем; ҫавӑнпа сире хамӑн шухӑшӑма пӗлтерме хӑяймарӑм, шиклентӗм.

6. И отвечал Елиуй, сын Варахиилов, Вузитянин, и сказал: я молод летами, а вы - старцы; поэтому я робел и боялся объявлять вам мое мнение.

Иов 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed