Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫӗртине, ҫӳлтине хускатса пурне те вӑрҫас, ҫапас, ҫурас, чунне кантарас килет Янтулӑн, анчах шикленет вӑл.Яндул готов проклинать всех на земле и на небе, чтобы облегчить душу, но все же боится это делать.
Ҫил-тӑманлӑ каҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Ҫитменнине, кӑпӑр-капӑрах шухӑша кайма та шикленет Михапар, мӗншӗн тесен: Шухӑшласан шухӑш тулӑнать, Шухӑшласан пуҫӑм ҫаврӑнать.
Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Чечек пит шикленет ачишӗн, Чӗри ҫунать теме пӗлсе…
XXXXI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Ҫапах та Василий Иванович Шигалее посольствӑпа пӗрле Хусана кӑларса яма шикленет.
4. Шигалей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Тем тесен те Ахтупай хӑйне пуклак чӗлхеллӗ этем тесе шутлать, вӑл ҫивӗч чӗлхеллӗ ҫынсемпе калаҫма, шӳт тума, тавлашма е пӗр-пӗр япала ҫинчен сӳтсе явма пачах пӗлмест, урамра-мӗнте хӑй калаҫнинчен ытларах ҫынсене итлеме юратать; Ятламас патне вӑл ҫывӑха пыма та шикленет, мӗншӗн тесен купӑс ӑсти чӗлхерен ҫав тери талпас, тем ҫинчен каласа кӑтартма та пултарать, кулӑ ҫук ҫӗртен кулӑ тупать, ӑҫтан кӑна чӗлхи ҫаврӑнать-тӑр унӑн!
9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ухтепие ҫӗнӗ пӳрт туса парасси уншӑн, паллах, ним те мар, анчах мӑрса иккӗмӗш арӑмӗнчен шикленет: Чураппа упӑшки Ухтепи патне кӗрсе ҫӳренине тӳсме пул-тараймасть.
9. Ял хӗрринчи пӳрт // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Чун шикленет, ӑш вӑркать, Пуҫ тӳпинчен сӗрӗм тухать.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
(Патшалӑха тытса пыма пултараяс ҫукран шикленет ӗнтӗ.)
Элкей килйышӗ // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 5–14 с.
Ют пурнӑҫ кӑвайтӗнчен темиҫе теҫетке утӑмра тӑраканскер, аялтан хунарпа ҫуталнӑскер, пӗр шайлӑха ҫухатакан мӗн пур ҫын пекех ӑссӑрскер — халӗ вӑл хӗрлӗ-хӑмӑр ача тӗлӗшпе ашшӗлле вӑйлӑ; Мун вара хускалма та шикленет, ара, уншӑн ҫӗнӗ, вӑрттӑн тата тем те пӗр сиксе тухӗ те…
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.
Тепӗр тесен, вӗсенчен вӑл хӑйне хӑй юратнин шайӗнче ҫеҫ шикленет, пач ӑнсӑртран тӑшманпа курнӑҫасси уншӑн — мӗскӗнле.
II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.
Кунтах, ҫывӑхрах, выртни вӗҫӗмсӗр аса илтерсе тӑрасран флакона хушӑкалла пеме шикленет, ҫавӑнпа та чул муклашкине ҫӗклерӗ, юлнӑ наркӑмӑша курӑк ҫине тӑкрӗ, флакона ҫав чулпа питӗ тӗплӗн ҫӗмӗрсе тӗпретрӗ, унтан кӗленче ванчӑкӗсене май килнӗ таран аяккарах ывӑтрӗ, юлашкинчен кӗленчене ватнӑ чула та хушӑкалла вӑркӑнтарчӗ, вара тинех, лӑпланса ҫитнӗскер, йывӑҫ айне канма ларчӗ.
XII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Тупассишӗн хӑрамасӑр, вӗҫне-хӗрне темӗнле майпа пӗтерме хӑтлансан те, флакона килӗнче пытараймасть; айӑпне хӑй йышӑнасран кӑна шикленет пулин те — чирлӗ сӑнарлавӗ тӗлӗнтерсе антӑратакан йышши ӑнсӑртлӑхсем ӑсласа кӑларать.
XII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
«Шӑпрах пулсам, турӑшӑн та», — темеллеччӗ, анчах чӗнме те шикленет, тем каласа юрамалла ӑна, тем самантра тем сӑмах кӑмӑлне килет.
VII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Капуцина, ытти мӗн пур чӗр чун пекех, Бекеко хӑйӗнчех ҫӳлерех тесе хаклать, ҫавӑнпах-тӑр — ҫӑмламас акробата кӳрентересрен шикленет, сӑпайлӑн, ҫине тӑрсах хӑйӗн патне анма йыхравлать.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Унӑн сывалас килет, анчах вӑл шикленет.
XIV. Н' Комбе король // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Цаупере темӗн тӗрлӗн авкаланать-хуҫкаланать, аллисемпе хӑлаҫланать-ҫапкалашать, ҫав самантра тарҫи сусӑрланасран Гент кӑштах шикленет те.
XIV. Н' Комбе король // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
— О, ку Джуджу — ют, — айваннӑн хуравларӗ Цаупере: вӑл хӑйӗн йӑх-ӑру сывлӑшӗсенчен кӑна шикленет.— О, этот Джуджу — чужой, — наивно ответил дикарь; он боялся только своих племенных духов.
ХIII. Джуджу вӑрманӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
— Хӗрарӑмпа хуҫаланасси… — чыхӑна-чыхӑна, хыпаланса тӑсрӗ Блюм, вӑл ҫур сӑмахранах шӑлӗсене ҫапса катасран шикленет тейӗн, — хӗрарӑмпа хуҫаланасси… вӑл хирӗҫ тӑрать, кӑшкӑрать, йӗрет…
VI. Тинг Блюма хӑваласа ҫитет // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
— Ӗҫ юхӑмӗ хӑй саншӑн тавӑрчӗ тейӗпӗр: Ван-Конет хӑрать, пӑтӑрмах йӗрӗсене пӗтересшӗн, хаҫатсенчен пуринчен те шикленет, тӑкакланать.
V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Тергенс малалла та ҫакӑнтах тӑма шикленет, мӗншӗн тесен чикӗ хуралҫисем чул хысаксен хӗрринче пӑспа ӗҫлекен ботпа ҫӳресе «Упа амине» ҫӑмӑллӑнах хуптӗрлееҫҫӗ, — унӑн тиевӗ вара тӗрлӗ сӑрӑран, пӑсара тирӗсемпе духирен тата тӳмесенчен тӑрать.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.