Шырав
Шырав ĕçĕ:
Шухӑшӗ унӑн — вулкан евӗрлех, ытти геологсем туманнине пурӑнӑҫа кӗртес тесе, вӑл хӑй пурӑнӑҫне те шеллес ҫук.
V сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Графиня ырӑ католичка, сана кӳрентерекенӗн ҫылӑхне пӑртак та пулсан ҫӑмӑллатас тесе, вӑл хӑйӗн ылттӑнне шеллес ҫук.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
— Сире тата ҫакна калатӑп: шухӑшласа пӑхма хирӗҫ мар эпӗ — шухӑшлани вӑл лайӑх… тата ӑсне те пире ҫавӑнпа панӑ; анчах хам мӗн тусан мӗн пуласси ҫинчен нихҫан та шутламастӑп эпӗ, май килнӗ чухне вара чӗрне тӑршшӗ чухлӗ те шеллеместӗп хама: мӗн шеллес.
XXXIX // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Филькӑн вара ҫийӗнчех Таньӑна шеллес килсе кайрӗ.
XIV // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Пӑхма та ырӑ мар, шеремет шульӑкӗсене шеллес килсе кайрӗ; нихҫан та хаярпа асӑнам мар ҫапах та вӗсене терӗм вара хама хам.
Вӑтӑр виҫҫӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Вӑл шуралса кайнӑ, ун ҫумне халӗ никам та пӳрнепе те пырса сӗртӗнмелле мар пек лӑпкӑн тӑракан Владика курчӗ те ҫак Владик хӑҫан та пулин винтовкӑна тивӗҫлипе ярса тытсассӑн, вӑл никама та шеллес ҫукки ҫинчен шухӑшласа илчӗ.
Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.
— Шеллес йӗркене эсӗ Капарин винтовкин затворне пытарнӑ ҫӗрех чиксе хур, — кӗҫҫе айне шаларах чик ӑна, атту вӑл ырӑ патне илсе пымасть сана!
XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Чӗрене каллех хӑйне хӑй хӗрхенес, шеллес шухӑш хӗсӗнсе кӗрет те ҫӗнӗрен пуҫланать вара иккӗленӳ: тен, пурнӑҫ текен юрӑ чӑннипех те вӗҫленнӗ унӑн?
11 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Ачасене тесен, вӗсене те шеллеместӗппе пӗрех, хама шеллес пирки шухӑшламастӑп та.
XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Шеллес мар, виличчен ҫаптарас.
Кобылин мучин юлашки сӑмахӗ // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.
Анчах паян вӑл Травкина шеллес патнех ҫитнӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Ромашов чунӗнче вара, лӑпкӑ, шухӑшлӑ салхулӑхпа пӗрлех, ӑнланма ҫук тӗтреленчӗк асаилӳсемпе нихӑҫан пулман телее тата иртсе кайнӑ ҫуркуннесене, пушшех те хитререхскерсене, шеллес, хӗрхенес килнисем ҫурала-ҫурала тӑчӗҫ, чӗринче — таҫта амаланакан юратӑвӑн уҫӑмсӑр та пылак сисӗмӗ йӑшӑлтатрӗ…
VII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ромашов ӑна, унӑн пусӑрӑнчӑк, ансӑр та вӑрӑм ҫурӑмне, хыҫӗнчен пӑхса юлчӗ, вара хӑй чӗринче сасартӑках, паҫӑр кӑна пулса иртнӗ кӳренӳ йӳҫӗлӗхӗпе халӑх умӗнче курнӑ мӑшкӑл витӗр, ҫак пӗр-пӗччен, кутӑрланса-тӳрккесленсе кайнӑ, никам юратман ҫынна шеллес килни йӑшӑлтатма пуҫланине туйса илчӗ: кӑмӑл туртаканни тӗнчере мӗнпурӗ те ик япала ҫех юлнӑ-ҫке-ха унӑн — хӑй ротин строй илемлӗхӗ те каҫсенче кулленех лӑпкӑ вӑрттӑнлӑхра пытанса ӗҫке ярасси, — «минтер патне ҫити» теҫҫӗ унашкалне полкри вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн уҫҫи-хуппине пӗлмесӗр эрех лакакан ватӑ бурбансем.
I // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Карчӑкна нумай вӑхӑтлӑха хӑварма та юрамасть сана, унӑн ватлӑхне шеллес пулать…Да и старуху тебе оставлять надолго негоже, пожалеть ее старость надо…
XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
«Ҫӑмӑл мар ӑна халӗ…» — шухӑшларӗ Давыдов, хӑйӗн шеллес кӑмӑлне вӑйпа пусарса.«Нелегко ему сейчас…» — подумал Давыдов, с усилием подавляя незваное чувство жалости.
XII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Кӗтмен ҫӗртенех унӑн чӗрине шеллес кӑмӑл пырса кӗчӗ, анчах вӑл хӑйне хӑй алла илчӗ.К сердцу его, непрошеная, подкатилась жалость, но он взял себя в руки.
32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫав шеллес туйӑм чӗрере яваланса выртать, ӑна салхулӑхпа та кичемлӗхпе сивӗтсе, шӑнтса тӑрать…
19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫывӑраймасть ҫав вӑл, мӗншӗн тесен унӑн ӑшӗнче кӑмӑлпах колхоза кайса панӑ пурлӑхне, хӑй кӳлсе ӗҫлесе пурӑннӑ выльӑхне шеллес туйӑм — хура ҫӗлен юлнӑ-ҫке-ха…
19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Тата харпӑр хай пурлӑхне шеллес туйӑма — ҫав ылханлӑ туйӑма тап-таса лапчӑтма кирлине, ӑна чӗре патне ҫул пама юраманнине ӑнланӗҫ-ши?.. —И подлюку жалость эту к своему добру надо давить, не давать ей ходу к сердцу…
10-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ачи ҫавнашкал, хӑйне хӑй шеллес ҫук.
11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950