Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шайӗнче (тĕпĕ: шай) more information about the word form can be found here.
Раҫҫей шайӗнче ун пек саккун ҫукчӗ-ха.

Help to translate

Атнер ХУСАНКАЙ: Чӑваш пурнӑҫӗн хӑшпӗр моделӗ кивелнӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, ака, 22; 61-62№

Чӗлхе кун-ҫулӗ вӑрӑм пуласси ҫулталӑкра пӗрре митинг ирттернинчен мар, унпа общество-политика тытӑмӗнче, кил, вӗренӳ шайӗнче мӗнле усӑ курнинчен нумай килет.

Help to translate

Пӗтӗмлетӗве маччаран илмен // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, ака, 22; 61-62№

Унтанпа 20 ҫул ытла иртнӗ пулин те, виҫӗ тус хоккей вӑййи районта аталантӑр тесе тӑрӑшать, район чысне республика шайӗнче хӳтӗлет.

С той поры хотя и прошло 20 лет, три друга стараются за развитие в районе хоккейной игры, честь района защищают на уровне республики.

Хӑравҫӑ хоккейла вылямасть… // Н.Архипова. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Республикӑра пирвайхи медицина пулӑшӑвӗ парасси, ялсенче ФАП-сене хута ярасси - Раҫҫей шайӗнче тӗслӗх вырӑнӗнче.

Help to translate

Вырӑнти влаҫ - ял ҫыннисемшӗн чи ҫывӑххи // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Тӗнче шайӗнче.

На мировом уровне.

Спорт хыпарӗсем // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2016.04.20

Сирӗн ӗҫ кӑтартӑвӗсем Раҫҫей шайӗнче пысӑк хак илеҫҫӗ.

Результаты вашего труда получают высокую оценку на уровне России.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Раҫҫей тата Чӑваш пичечӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2016) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/news.aspx?guid=66 ... cc00d977d9

Сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Алла Самойлова федераци шайӗнче ӗҫлекен тата ӗҫлемен ҫынсен пӗрлехи списокӗ ҫуккипе тӳрре тухма тӑнине йышӑнмарӗ, кун хыҫҫӑн министрӑн «йӗрке тӑвӑпӑр» темелли ҫеҫ юлчӗ.

Help to translate

Пысӑкланакан бюджет та перекете тӗпе хурать // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Бизнес валли Аталану корпорацине йӗркелерӗмӗр — укҫа уйӑртӑмӑр, пурлӑхпа тивӗҫтертӗмӗр — усси «ҫурма нуль» шайӗнче тейӗттӗм.

Help to translate

Пысӑкланакан бюджет та перекете тӗпе хурать // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Паян пӗтӗм ӗҫ хут шайӗнче кӑна.

Сегодня вся работа только на уровне бумаги.

Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Музыкӑна пӳрне шайӗнче кӑна мар, пуҫ шайӗнче ӑнланма тытӑнтӑм, аранжировка тума хӑнӑхрӑм.

Help to translate

Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Малтанах ҫакӑ ӗмӗт шайӗнче кӑна пулнӑ-тӑк, шкул пӗтернӗ тӗле пурнӑҫ тӗллевне ҫаврӑнчӗ.

Help to translate

«Сывлӑха аптекӑра туянма ҫук» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

2012 ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх Чӑваш Енри 62 ҫын «Вӗренӳ» приоритетлӑ наци проекчӗ шайӗнче «Пултаруллӑ яш-кӗрӗм» ҫул-йӗр енӗпе талантлӑ ҫамрӑксене хавхалантарма паракан преми лауреачӗ пулса тӑнӑ.

По итогам 2012 года 62 представителя Чувашии стали лауреатами премии для поддержки талантливой молодежи в рамках приоритетного национального проекта «Образование» по направлению «Талантливая молодежь».

Раҫҫей ӑслӑлӑхӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&l ... id=1577767

Сӑмах май, асӑннӑ кӗнекесене республика шайӗнче ҫеҫ мар, Раҫҫейре те тивӗҫлипе хак панӑ.

Help to translate

Журналистика - уншӑн пурнӑҫ // К.ЭЛИНА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.18

Кун пирки Чӑваш Республикин вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ Владимир Иванов ведомство шайӗнче иртнӗ канашлусенчен пӗринче ҫирӗплетсе каларӗ.

Help to translate

Пин хут илтиччен... // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Конкуренци тенӗрен, пирӗн предприяти кӑларакан продукци — республика бренчӗ шайӗнче.

Help to translate

Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Пултарулӑха профессионал шайӗнче туптасси ҫавӑн чухне пуҫланчӗ.

Help to translate

Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Пирӗн предприяти кӑларакан продукци паян – республика бренчӗн шайӗнче.

Help to translate

«Журналистсем сӑпайлӑ, мухтанмаҫҫӗ…» // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Ирӗклӗ мелпе кӗрешессипе кунти ҫамрӑксем районта кӑна мар, республика шайӗнче яланах малтисен ретӗнче.

Help to translate

Ҫаврӑнса пӑхсан та – ҫитӗнӳсем // ЛЕОНИД ПАВЛОВ. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Ҫак командӑри Валерий Осипов, Василий Львов, Пахом Евгеньев, Вениамин Васильев, Авксентий Якимов, Валентина Иванова, Галина Николаева темиҫе хут та район чысне республика шайӗнче ӑнӑҫлӑ хӳтӗленӗ.

Help to translate

Ҫаврӑнса пӑхсан та – ҫитӗнӳсем // ЛЕОНИД ПАВЛОВ. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Апаш шкулӗн команди район шайӗнче волейболла выляс, велосипедпа ярӑнас, пӑшалтан перес енӗпе час-часах 1-мӗш вырӑнта.

Help to translate

Ҫаврӑнса пӑхсан та – ҫитӗнӳсем // ЛЕОНИД ПАВЛОВ. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed