Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӗрине (тĕпĕ: чӗре) more information about the word form can be found here.
Леш тӗнчере канлӗрех пурӑнма чӗрине ҫӑмӑллатас терӗ пуль.

Help to translate

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн-и е унтан малтантарах-и — хӑҫан пуҫланнине Таранов хӑй те лайӑххӑн, уҫӑмлӑн пӗлмест — мӗн те пулин ҫырасси ҫинчен шухӑшланӑ чух е мӗн те пулин ҫырма ларсан кирек хӑҫан та ӑнланмалла мар пӑтӑрмах сиксе тухать: унӑн куҫӗ умӗнче ылтӑн кӑшӑллӑ куҫлӑх тӑхӑннӑ Саркай мӗкӗлтетме тытӑнать, чӗрине шиклӗ туйӑм йӗпле-йӗпле илет, вара шухӑш йӗрки сисӗнмесӗрех урӑх еннелле пӑрӑнать.

Help to translate

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Ҫӳлтисем» тесе Саркай камсем пирки шахвӑртса каланине витӗрех ӑнланса илнӗ Таранов редактор пӳлӗмӗнчен мӑйӗнчен сӑнчӑрпа пӑвнӑ пек тытӑнчӑклӑн сывла-сывла, ҫатӑрах ыратма пуҫланӑ чӗрине аллипе хыпашла-хыпашла тухрӗ.

Help to translate

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫавӑн чух Таранов чӗрине кӳлешӳ туйӑмӗ хыпкӑч пекех хыттӑн хӗстерсе илчӗ пулмалла, ахальтен мар ӗнтӗ чӗлхине ирӗкерех ячӗ:

Help to translate

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Пӗр ылмашӑнса, пӗр сыпӑнса икӗ тӗрлӗ пӑшӑрхану тӑрмаларӗ унӑн чӗрине.

Help to translate

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Чӗрине уҫӑ сывлӑш та лӑплантарайманнине кура юнашар ларса пыракан хӗрарӑм сисиччен Таранов чӗлхи айне валидол хучӗ, ассӑн сывласа илчӗ:

Help to translate

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Унтанпа икӗ эрнене яхӑн иртрӗ ӗнтӗ, анчах Саркай ахӑлтатса кулни Таранов хӑлхинче халь те чӗрине ыраттарса усаллӑн янрама чарӑнман-ха.

Help to translate

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Перасковья Михайловна Николаева пирӗн Тӑван ҫӗршывӑн «чӗрине» – Мускава хӳтӗленӗ.

Help to translate

Мускав пӗлӗтне хӳтӗленӗ хӗр // Алевтина Волкова. http://kanashen.ru/2023/05/05/%d0%bc%d1% ... 85e%d1%80/

Ҫав вӑхӑтрах хитре 13 шурӑ кайӑк нумай ҫын чӗрине хӑпартлантармалла.

Help to translate

Шурӑ акӑш ярӑнать, ҫамрӑк пике евӗр курӑнать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61043

Ҫакӑ Валерия Ивановна чӗрине пушшех те вӑркаттарчӗ…

Help to translate

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Ӑшӑ та сӑпайлӑ сӑмахпа лӑпкарӗ вӑл хӗр чӗрине.

Help to translate

Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.

Унӑн чӗрине тем пӑчӑртаса кайрӗ…

Help to translate

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Ӑна пӗр вӑхӑтрах ҫивӗччӗн ыраттаракан та, ҫав вӑхӑтрах кӑшт ҫеҫ савӑнтаракан темӗнле сисӗм тӑршшӗпех шелсӗр пӑчӑртаса тӑчӗ, туйӑмсен вичкӗн хире-хирӗҫлӗхӗ ун чӗрине канӑҫ памарӗ.

Help to translate

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

…Тунсӑхлӑрах янӑрарӗ юрату юрри, итлекенсен чӗрине кас-кас тем пӑчӑртаса илнӗнех туйӑнчӗ.

Help to translate

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Юрату юрри ҫынсем патне, вӗсен чӗрине тӳрех мар, кӑшт тӑрсан ҫеҫ ҫитрӗ пулмалла, анчах вӗҫне тухиччен вӑл вӗсене йӑлтах ярса илчӗ.

Help to translate

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Сигарета хӗмлентерсе улмуҫҫисем хушшинче калла-малла кумакан арҫын чӗрине юррӑн икӗ йӗрки пӑшатан пекех тӑрӑнчӗҫ: «Ҫут тӗнчере татах мӗн пур таса юратуран хакли…»

Help to translate

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Кайран вӑл пиччӗшӗн чӗрине амантрӗ темелле.

Help to translate

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Вӑл хурланни Герасим Федотович чӗрине те хӗсӗнтерсех ыраттарчӗ.

Help to translate

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Пӗр енчен савӑнмалла пек ҫавӑншӑн: эс ҫырни чылай ҫын чӗрине ҫитсе ҫапӑннӑ, пӗрле пухӑнсах сӳтсе явасшӑн, тепӗр енчен — хӑрамалла пек: эс ҫырнине ку апларах, леш капларах тесе пӗтӗмпех тустарса тӑкмӗҫ-и?

Help to translate

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Сӑлтавсӑр ӗҫмест — чӗрине темскер кӑшлать пуль тетӗп…

Help to translate

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed