Шырав
Шырав ĕçĕ:
2. Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: тӑшман сирӗн ҫинчен: «э! э! ӗмӗрхи тусем те пирӗн еткерлӗхе лекрӗҫ» тенӗрен 3. пӗлтер малашне мӗн пулассине, кала: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: ҫакӑншӑн, шӑпах ҫакӑншӑн ӗнтӗ, сире ытти халӑхсен тупӑшӗ пулччӑр тесе, сирӗн ҫинчен усал сӑмах сарччӑр тесе, сире ҫын сӑмахӗ айне туччӑр тесе ҫаратнӑшӑн, ҫав шутпа сире пур енчен те пӗтернӗшӗн — 4. ҫакӑншӑн, Израиль тӑвӗсем, Ҫӳлхуҫа Турӑ сӑмахне итлӗр: Ҫӳлхуҫа Турӑ тусемпе сӑртсене, васансемпе айлӑмсене тата пушанса юлнӑ ишӗлчӗксене, пӑрахса хӑварнӑ хуласене, таврари халӑхсен пурлӑхӗпе мӑшкӑлӗ пулнӑскерсене, ҫапла калать; 5. ҫакӑншӑн Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: халӑхӑмшӑн хытӑ тӑнӑран Эпӗ Манӑн ҫӗрӗме хӑйсен еткерлӗхӗ валли палӑртса хунӑ, чӗререн савӑнса, чунтан йӗрӗнсе ӑна хӑйсен тупӑшӗ пулма пӳрнӗ ытти халӑхсене тата пӗтӗм Идумея ҫӗрне ҫапла каларӑм.
Иез 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Пирӗн Санӑн ятна асӑнса тӑмалла пултӑр тесе, Эсӗ пирӗн чӗрене Хӑвӑнтан хӑраса тӑмалла тунӑ; эпир Сана хамӑра куҫарса килнӗ ҫӗрте те аслӑласа мухтӑпӑр: эпир Сан умӑнта ҫылӑха кӗнӗ аттемӗрсен пур тӳрӗ мар ӗҫне те хамӑр чӗререн сирсе ятӑмӑр.
Вар 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫавӑнпа та Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: акӑ Манӑн чурамсем ҫийӗҫ, эсир вара выҫса ларатӑр; Манӑн чурамсем ӗҫӗҫ, эсир вара антӑхатӑр; 14. Манӑн чурамсем савӑнӗҫ, эсир вара намӑс куратӑр; Манӑн чурамсем чӗререн хавасланса юрлӗҫ, эсир вара чӗререн хуйхӑрса кӑшкӑратӑр, чун тӑвӑнса ҫитнӗрен ӳлесех йӗретӗр.
Ис 65 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫимӗҫ сапакийӗн сӗткенӗ йӗрет; иҫӗмӗн аври ыратать; чӗререн савӑннисем пурте ассӑн сывлаҫҫӗ.7. Плачет сок грозда; болит виноградная лоза; воздыхают все веселившиеся сердцем.
Ис 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Куҫран ҫапакан куҫҫуль кӑларать, чӗререн ҫапакан ырату туйӑмне хускатать.21. Наносящий удар глазу вызывает слезы, а наносящий удар сердцу возбуждает чувство болезненное.
Сир 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Хӑйне питленине курайман ҫын ҫылӑхлӑ ҫын йӗрӗпе ҫӳрет, Ҫӳлхуҫаран хӑракан вара пӗтӗм чӗререн Ун енне ҫаврӑнать.7. Ненавидящий обличение идет по следам грешника, а боящийся Господа обратится сердцем.
Сир 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫак ҫӗр ҫинче ҫапла ӗҫлесе, пӗтӗм чӗререн тӑрӑшса тунӑ ӗҫӗнчен мӗн усси-ха ҫав ҫынна?
Еккл 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Хӑйне чӗнекенсемшӗн, Хӑйне таса чӗререн чӗнекенсемшӗн Ҫӳлхуҫа пуриншӗн те ҫывӑх.18. Близок Господь ко всем призывающим Его, ко всем призывающим Его в истине.
Пс 144 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эй Турӑ, Сана пӗтӗм чӗререн аслӑлатӑп, Сана турӑсем умӗнче кӗвӗ каласа мухтатӑп, [Эсӗ манӑн чӗлхе-ҫӑварӑм мӗн каланине пурне те илтрӗн].Славлю тебя, Господи, всем сердцем моим, пред богами пою Тебе, [что Ты услышал все слова уст моих].
Пс 137 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
69. Мӑнаҫлисем ман ҫинчен суя сӑмах хайлаҫҫӗ; эпӗ вара пӗтӗм чӗререн Эсӗ хушнӑ йӗркесене уяса пурӑнӑп.69. Гордые сплетают на меня ложь; я же всем сердцем буду хранить повеления Твои.
Пс 118 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
58. Сана пӗтӗм чӗререн кӗлтурӑм: Хӑвӑн сӑмахушӑн хӗрхенсем мана.58. Молился я Тебе всем сердцем: помилуй меня по слову Твоему.
Пс 118 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Ӑс парсам мана: Санӑн саккунна туса тӑрӑп, ӑна пӗтӗм чӗререн уяса пурӑнӑп.34. Вразуми меня, и буду соблюдать закон Твой и хранить его всем сердцем.
Пс 118 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Акӑ вӗсем сана вӗрентӗҫ, каласа кӑтартӗҫ, сӑмахӗсене пӗтӗм чӗререн калӗҫ: 11. хӑмӑш нӳрӗксӗр ҫитӗнеет-и, чакан шывсӑр ӳсеет-и?
Иов 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Израиль ывӑлӗсем пурте пӗтӗм чӗререн Турра тилмӗрсе йӑлӑннӑ, куҫҫульпе макӑрса хӑйсен чунне йӑвашлатнӑ: 10. хӑйсем те, вӗсен арӑмӗсем те, вӗсен ачисем те, вӗсен выльӑх-чӗрлӗхӗ те ҫавӑн пек тунӑ; ютран килнӗ ҫын та, тара кӗрӗшнӗ ҫын та, кӗмӗл парса туяннӑ ҫын та хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑннӑ.
Иудифь 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Эсир пӗтӗм чӗререн, чунтан-вартан Ун енне ҫаврӑнсассӑн, Вӑл та сирӗн енне ҫаврӑнӗ, Хӑйӗн сӑнне сирӗнтен пытармӗ.
Тов 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Патша хӑй вырӑнне тӑнӑ та Ҫӳлхуҫа умӗнче халал хывнӑ — ҫак кӗнекере ҫырнӑ халал сӑмахӗсене пурӑнӑҫа килтермешкӗн Ҫӳлхуҫа хыҫҫӑн пыма, Унӑн ӳкӗчӗсене, Вӑл пӗлтернине-уҫса панине, Вӑл панӑ йӗркесене пӗтӗм чӗререн, пӗтӗм чунтан пӑхӑнса пурӑнма пулнӑ.
2 Ҫулс 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫӳлхуҫашӑн тӑрӑшса ӗҫлекен левитсене Езекия чӗререн тухакан сӑмахсемпе хавхалантарнӑ.22. И говорил Езекия по сердцу всем левитам, имевшим доброе разумение в служении Господу.
2 Ҫулс 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Израильре тӳпем вырӑнсене пӑрахӑҫламан пулин те, Аса мӗн ӗмӗрӗ тӑршшӗпех Ҫӳлхуҫана чӗререн парӑнса пурӑннӑ.
2 Ҫулс 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Иудейсем пурте ҫак тупашӑн савӑннӑ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем пӗтӗм чӗререн тупа тунӑ, Турра чунтан тӑрӑшса шыранӑ, вара Вӑл вӗсене Хӑйне тупма панӑ.
2 Ҫулс 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫапла ӗнтӗ Аса вунпиллӗкӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне, виҫҫӗмӗш уйӑхра, пурте Иерусалима пухӑннӑ; 11. ҫав кун вӗсем хӑйсем ярса илнӗ тупӑшран Ҫӳлхуҫана шултӑра выльӑх йышӗнчен ҫичҫӗр, вак выльӑх йышӗнчен ҫичӗ пин парне кӳнӗ; 12. унтан вӗсем ашшӗсен Ҫӳлхуҫа Туррине пӗтӗм чӗререн, пӗтӗм чунтан парӑнса шыраса тупма халал хывнӑ; 13. Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррине шыраман ҫын кирек кам та — ача-и вӑл, ҫитӗннӗ ҫын-и, арҫын-и е хӗрарӑм-и — вилмелле.
2 Ҫулс 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.