Шырав
Шырав ĕçĕ:
Китай чӗлхинче диалект нумаййи паллӑ.
Паян — китай чӗлхи кунӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/28414.html
Эсир вырӑс чӗлхинче нӑйкӑшмалли сӑмахсене ҫеҫ пӗлетӗр пулмалла!Вы, должно быть, в русском языке знаете только нудные слова!..
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Ҫын чӗлхинче ҫак сӑмахсем валли вырӑн та пулмалла мар.
Пӗрремӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Халь тесен, Тухтар чӗлхинче йӑнӑш тавраш палӑрсах каймасть.И сейчас Тухтар редко-редко произносил неправильно какое-нибудь слово.
X. Янташ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Малтанласа ун чӗлхинче тӑтӑшах йӑнӑш сӑмахсем тухкалатчӗҫ.
X. Янташ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Вырӑс чӗлхинче ҫынна чӗнни сӑпайлӑрах пултӑр тесе, «эсир» местоимени ҫумне ҫын хушаматне е ячӗпе ашшӗ ятне хушса калаҫҫӗ: «Директор юлташ, сире телефон патне чӗнеҫҫӗ», е «Тархасшӑн, Березин юлташ, сире кӗтеҫҫӗ» е «Алексей Петрович, эсир мана пулӑшаймӑр-ши?»
3. Калаҫу культури // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
«Кам ӗҫлемест, ҫав ҫимест»,— тенӗ шухӑш пур халӑхсен чӗлхинче те сӑнарлӑ сӑмахлӑхра тӗл пулать.
Начар енӗсем // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Вӗсен чӗлхинче йывӑр самана та, ҫитмен пурнӑҫ та асӑнмасӑр юлмасть.
XXV. Ҫӗр варринчи шуйхану // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Кӗмӗлпийӗн пит-куҫӗ самай чипер, анчах чӗлхинче кӑшт айӑп пур: хӑшпӗр сӑмахсене юри тенӗ пек селӗпрех калать.
VI. Кантюк кӗреки // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
«Ҫӗр хӑвӑлӗ» тенӗ сӑмах куҫпа пӑхса илейми пысӑк уҫланкӑшӑн килӗшсех каймасть, анчах ҫӗр чӑмӑрӗ ӑшне хӑюллӑн анса кайнине хаклама ҫыннӑн чӗлхинче сӑмахсем те ҫителӗклӗ мар.
XXX сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Хамӑн ӑшӑмра мӗн-мӗн шухӑшласа илнисене каласа пама этем чӗлхинче сӑмах та тупӑнас ҫук.
XXVII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Гретхен пит хӳхӗм, кӑвак куҫлӑ сарӑ хӗр, ытлашши нумай калаҫма юратмасть, тарӑн шухӑшлӑ та ӑслӑскер; эпӗ ӑна ҫав тери хӗрӳллӗ, ытла та савса юратнине пӗлтермешкӗн авалхи нимӗҫ чӗлхинче килӗшӳллӗ сӑмах та тупса калаймастӑп.
III сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
— Нимӗҫ чӗлхи евӗрлӗ ҫав, — терӗ пичче, хулпуҫҫисене ҫӗклекелесе, — анчах вӗсен уйрӑмӗ пур: Исланди чӗлхинче грексенни пекех хисеп виҫҫӗ, япала ячӗсем латтин чӗлхинчи пекех вӗҫленеҫҫӗ.
II сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Кирджали турксен чӗлхинче паттӑр, маттур тенине пӗлтерет.
Кирджали // Василий Хударсем. Александр Пушкин. Кирджали; вырӑсларан В. Хударсем куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 17 с.
Енчен те Фукс чӑваш чӗлхинче 1846 сӑмах ҫеҫ тесе ҫырнӑ пулсан, атте вара 40 пин сӑмах тупнӑ.
Раҫҫей ӑслайӗнчи ҫут(ӑ) сӑнар // Леонид Атлай. https://chuvash.org/content/5075-%D0%A0% ... D1%80.html
Кирек мӗн калӑр та, Филипп Максимыч, вырӑс чӗлхинче кирлӗ мар чарӑну паллисем питӗ нумай.Что ни говорите, Филипп Максимыч, а в русском языке очень много лишних знаков препинания!
Философ // Хӗветӗр Уяр. Антон Чехов. Философ // Илемлӗ литература: журнал. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1941. — №4. — 135-137 с.
Авалхи вырӑс чӗлхинче «корчий» е «керчий» сӑмах пулнӑ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
«Икӗ кимӗпе» тени вӗсен чӗлхинче пысӑк шлюпка тенине, ахаль кимӗрен икӗ хут пысӑк кимӗ тенине пӗлтерет иккен.На его языке две лодки означает большую шлюпку, по крайней мере вдвое больше обыкновенной пироги.
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
— Тӗрӗк чӗлхинче ун пек сӑмахсем те ҫук, — терӗ вӑл.
XXVI. Чӗнмен хӑнасем // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Халичченех вӑл Крым вӑрҫи вӑхӑтӗнчи пальтопа ҫӳрет-ха, кӑштах французла перкелешем пек те тӑвать, анчах ун чӗлхинче французсен пӗр ҫӗнӗ сӑмахӗ те хутшӑнман.
VIII. Юрдан чорбаджи патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.