Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ассоль хӑйне килти пек туять; ҫынсемпе тӗл пулнӑ чухнехиллех — йывӑҫсене те сывлӑх сунать, урӑхла каласан — вӗсен сарлака ҫулҫисене ҫепӗҫҫӗн тыта-тыта чӑмӑртать.
IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Йывӑр, чупма чӑрмантаракан винтовкӑна вӑл хыттӑнрах тытса чӑмӑртать…
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Ушкӑнри выҫӑ рыцарьсем ку япаласене тытас тесе хӑйсен ҫӗлӗкӗсене ҫӗклеҫҫӗ, пуҫӗпе таҫта ҫӳле тухса тӑракан мӗнле те пулин пысӑк шляхтич, ылттӑн тӗслӗ тӗксӗмленнӗ шнурсем ҫыхнӑскер тата шупкаланса кайнӑ хӗрлӗ сӑхман тӑхӑннӑскер, вӑрӑм аллисемпе вӗсене ыттисенчен малтан ярса илет; алла ҫакланнӑ ҫимӗҫе чуптуса чӗри тӗлне тытса чӑмӑртать те, вара ҫӑварне хыпать.
XI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
— Алексей Михайлович пӗрре аллине чӑмӑртать, тепре — пӳрнисене сарса ярать.— Алексей Михайлович сводит и разводит сомкнутые пальцы рук.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
— Мӗнле ашак сӗтӗрсе килчӗ сана? — тата хытӑ чӑмӑртать чӑпар кӗпелли.
Хӑнара // Никита Волков. Илемлӗ литература, 7№, 1941. — 82–85 с.
Пицци ҫуначӗпе рожокӑн резина шарне чӑмӑртать те рожока кӑшкӑртать.
Пит чаплӑ концерт // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.
Олег чӑмӑрӗсене хытӑ чӑмӑртать.
«Анне, яр мана!» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Учёнӑй хӗрачасен аллисене чӑмӑртать те трамвай ҫинчен анса юлать.
Маруся, Галя тата Вера ҫухални // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.
Нина пӗр хускалмасӑр ларать, пуканене хӑй ҫумне чӑмӑртать.
Маруся пӗрремӗш хут дежурнӑй пулни // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.
Маруся, кӑмӑллӑн пуҫ тайса, капитан аллине чӑмӑртать.Маруся с вежливым поклоном обменивается с капитаном рукопожатием.
Маруся вӗренме тытӑнать // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.
Куккӑшӗ хӑйӗн курткине сарса ярать те Костьӑна чӑмӑртать.
Ҫирӗп пул, Константин! // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Йӗпе питне ҫаннипе шӑлса илнӗ хыҫҫӑн вӑл Костя енне ҫаврӑнать, сасартӑк ӑна суранланман аллипе тытса хӑй ҫумне чӑмӑртать:
Ҫирӗп пул, Константин! // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Джонни хӑйӗн хирӗҫле шухӑшӗсене калама ҫеҫ тытӑнать те, анчах сасартӑк чарӑнать, тутисене хыттӑн чӑмӑртать вӑл.Джонни открыл уже было рот, собираясь дальше изливать свою обиду, но передумал.
Джонни хирӗҫни // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 48–72 с.
Вӑл хӑй юратнине ытла та тӗлӗнмелле, пулма пултараймасла палӑртать пулин те (тӗслӗхрен, Машӑна тӗл пулсан, вӑл яланах ӑна мӗнпе те пулин ыраттарасшӑн, е чӗпӗтет, е ывӑҫ тупанӗпе ҫапать, е хӗр сывлӑшне аран-аран ҫавӑракан пуличченех хытӑ чӑмӑртать), вӑл чӑнласах юратать, ҫакна Николай хӑй тӑванӗн хӗрне качча пама килӗшменни ҫинчен татӑклӑн каланӑ хыҫҫӑн Василий ӗҫке ерни те кӑтартса парать, вӑл хупахсем тӑрӑх ҫӳреме, чарусӑрланма пуҫларӗ, пӗр сӑмахпа каласан, вӑл хӑйне япӑхтарса ячӗ, ҫавӑнпа ӑна полици пӳртӗнче пӗрре ҫеҫ мар намӑслантарса ҫаптарчӗҫ.
XVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл ӑна хыттӑн, савӑнӑҫлӑн чӑмӑртать.
62 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Репин Короле аллине тӑсса парать, Король ӑна чӑмӑртать.
60 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Выляса илчӗ те — аллисене чӑмӑртать!
52 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Унтан ӑна хупӑрласа илчӗҫ — пӗри хулпуҫҫийӗнчен лӑпкать, тепри унӑн аллисене чӑмӑртать.
40 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Саня хӑнасен аллисене чӑмӑртать, унтан пирӗн паталла, мӑннисем еннелле ҫаврӑнса калать:Саня пожимает гостям руки и, поворачиваясь к нам, взрослым, говорит:
35 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Пӗр пионерӗ — лутра, патвар, куҫлӑх тӑхӑннӑскер, пӗрмай тутисене чӑмӑртать, ҫавна пула унӑн самӑр питҫӑмартисем тата ытларах ҫавракаланаҫҫӗ.
30 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.