Шырав
Шырав ĕçĕ:
22. Ытлӑн-ҫитлӗн пурӑннӑ чухнех инкек пырса ҫапӗ, ун ҫине пӗтӗм асап пӗр харӑссӑн йӑтӑнса анӗ.22. В полноте изобилия будет тесно ему; всякая рука обиженного поднимется на него.
Иов 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Вӑл манӑн сассӑма илтсе хирӗҫ чӗнес пулсассӑн та, хама итлессе ӗненместӗп: 17. мана ҫавраҫилпе киле-киле ҫапать, мана пӗр айӑпсӑр чухнех суранлатса тӑрать, 18. мана сывлӑш ҫавӑрса илме те памасть, пӗр вӗҫсӗр хурлӑх кӑтартать.
Иов 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ухмах ҫын тымар мӗнле янине куртӑм эпӗ, унӑн килне-ҫуртне ҫавӑн чухнех ылхантӑм.3. Видел я, как глупец укореняется, и тотчас проклял дом его.
Иов 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ан ман, ывӑлӑм, сана хӑй варӗнче йӑтса ҫӳренӗ чухнех вӑл саншӑн нумай хурлӑх курнӑ.4. Помни, сын мой, что она много имела скорбей из-за тебя еще во время чревоношения.
Тов 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
62. Унпа пӗрле Финеес ывӑлӗ Елеазар пулчӗ; ҫавӑн пекех Иисус ывӑлӗ Иосавдос, Саванн ывӑлӗ Моеф тата левитсем пулчӗҫ; пурне те шута илсе, виҫсе патӑмӑр; пурин виҫине те ҫавӑн чухнех ҫырса хунӑ.
2 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫав кунхине апат-ҫимӗҫ сутакансене эпӗ ҫавӑн чухнех хытӑ асӑрхаттартӑм.И я строго выговорил им в тот же день, когда они продавали съестное.
Неем 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
46. Ӗнтӗ тахҫанах, Давидпа Асаф вӑхӑтӗнчех, юрӑҫсене ертсе пыраканӗсем пулнӑ, ҫавӑн чухнех Турра мухтаса та тав туса юрламалли юрӑсем юрланӑ.
Неем 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Тӑваттӑмӗш кунхине эпир ылтӑнпа кӗмӗле те, савӑтсене те, виҫепе виҫсе, Туррӑмӑр Ҫуртне, Меремоф священника, Урия ывӑлне, тата Финеес ывӑлне Елеазара, тата левитсене — Иисус ывӑлне Иозавада, Виннуй ывӑлне Ноадияна — патӑмӑр, 34. пӗтӗмпех шутласа, виҫсе тухрӑмӑр, пӗтӗмӗшле виҫине ҫавӑн чухнех ҫырса хутӑмӑр.
1 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Турӑ чури Моисей Израиль ҫыннисене пушхирте чухнех Ҫӳлхуҫана тӳлемелле тунӑ хырҫӑна пуҫтарасси ҫинчен Иудейӑра тата Иерусалимра пӗлтерсе тухнӑ.
2 Ҫулс 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫавӑн чухнех Ливна та Иуда аллинчен хӑтӑлнӑ, мӗншӗн тесессӗн Иорам ӗнтӗ ашшӗсен Ҫӳлхуҫа Туррине пӑрахнӑ пулнӑ.В то же время вышла и Ливна из-под власти его, потому что он оставил Господа Бога отцов своих.
2 Ҫулс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫавӑн чухне Асаф ӑрӑвӗнчен тухнӑ Иозиил левит ҫине, — унӑн ашшӗ — Захария, Захария ашшӗ — Ванея, Ванея ашшӗ — Иеиел, Иеиел ашшӗ Матфания пулнӑ, — халӑх хушшинче тӑнӑ чухнех Турӑ Сывлӑшӗ аннӑ, 15. вара Иозиил каланӑ: иудейсем, Иерусалимра пурӑнакансем тата Иосафат патша, итлӗр пурте! Ҫӳлхуҫа сире ҫапла калать: ҫакӑ пысӑк йышран ан хӑрӑр, ан сехӗрленӗр, мӗншӗн тесессӗн ку вӑл — сирӗн вӑрҫӑ мар, Турӑ вӑрҫи.
2 Ҫулс 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Вӑл пурӑннӑ чухнех Нехао фараон, Египет патши, Ассири патшине хирӗҫ Евфрат юханшывӗ хӗррине вӑрҫӑпа тухнӑ пулнӑ.29. Во дни его пошел фараон Нехао, царь Египетский, против царя Ассирийского на реку Евфрат.
4 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫавӑн чухнех Ливна та Иуда аллинчен хӑтӑлнӑ.
4 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Вӗсем сӗтел хушшинче ларнӑ чухнех Турӑ ҫыннине каялла тавӑрнӑ пророка Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ.20. Когда они еще сидели за столом, слово Господне было к пророку, воротившему его.
3 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Вара, эсӗ унта патшапа калаҫса тӑнӑ чухнех, эпӗ сан хыҫҫӑн кӗрӗп те сан сӑмахусем ҫумне хамӑнне хушса калӑп, тенӗ.14. И вот, когда ты еще будешь говорить там с царем, войду и я вслед за тобою и дополню слова твои.
3 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Авессалом хӑй пурӑннӑ чухнех патшасен айлӑмӗнче хӑйне валли палӑк лартнӑ пулнӑ; вӑл: манӑн ятӑм ҫынсен асӗнче юлтӑр, мӗншӗн тесессӗн манӑн ывӑл ҫук, тенӗ.
2 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Вӗсем ҫул ҫинче чухнех Давид патне «Авессалом патша ывӑлӗсене пурне те вӗлернӗ, вӗсенчен пӗри те чӗрӗ юлман» тенӗ хыпар ҫитнӗ.
2 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Вара вӑл, чее мел тупса, Авимелех патне элчӗсем ярать, вӗсене ҫапла калама хушать: акӑ Гаал, Евед ывӑлӗ, тата унӑн тӑванӗсем Сихеме килчӗҫ, акӑ халӑха сана хирӗҫ пӑлхатаҫҫӗ; 32. эсӗ ӗнтӗ хӑвӑн халӑхупа пӗрле ҫӗрле тӑрса тух та хирте пытанса лар; 33. ирхине вара, ир-ирех тӑрса, хӗвел тухнӑ чухнех, хулана тапӑн; вӑл хӑйӗн халӑхӗпе сана хирӗҫ тухӗ, эсӗ вара аллу мӗн тӑваять, вӗсене ҫавна кӑтарт тейӗр, тет.
Тӳре 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ҫавӑн чухнех Иисус тата енакимсене [пурне те] ҫӗмӗрсе тӑкнӑ; лешӗсем сӑртлӑхра, Хевронра, Давирта, Анавӑра, пӗтӗм Иуда тӑвӗ ҫинче, пӗтӗм Израиль тӑвӗ ҫинче пурӑннӑ; Иисус вӗсене хули-мӗнӗпе тупаланӑ; 22. Израиль ҫӗрӗнче енакимсен [пӗр ҫынни] те юлман, вӗсем Газа, Геф тата Азот хулисенче анчах юлнӑ.
Нав 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Моисей, ҫак саккунӑн мӗнпур сӑмахне вӗҫне ҫитиех кӗнекене ҫырса хурсассӑн, 25. Ҫӳлхуҫа саккунӗн арчине йӑтса ҫӳрекен левитсене хушса каланӑ: 26. ҫак саккун кӗнекине илӗр те ӑна хӑвӑр Ҫӳлхуҫа Туррӑрӑн саккун арчийӗн сылтӑм енне хурӑр, вӑл унта сире хирӗҫ айӑплаканӗ пулӗ; 27. мӗншӗн тесессӗн эпӗ ӗнтӗ эсӗ кутӑннине, чурӑссине пӗлетӗп: акӑ халӗ те, эпӗ сирӗнпе пӗрле чӗрӗ тӑнӑ чухнех, эсир Ҫӳлхуҫа умӗнче кутӑнланса тӑратӑр; эпӗ вилсессӗн пуҫсӑрлансах каймӑр-ши?
Аст 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.