Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чупнине (тĕпĕ: чуп) more information about the word form can be found here.
— Эй, Пӑрмас ачи! — кӑшкӑрчӗ Павлуш, лешӗ трамвай хыҫҫӑн чупнине асӑрхаса.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫапла шухӑшланӑччӗ кӑна, ҫынсем пӗрин хыҫҫӑн тепри арман еннелле чупнине курчӗ Павлуш.

Help to translate

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Ача-пӑчасем улма вӑрлаҫҫӗ, ха-ха-ха! — кулса ячӗ Эльгеев, ҫамрӑк чухне пӗр-пӗрин пахчине улма вӑрлама чупнине аса илсе.

Help to translate

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вӑл тӗттӗм, пысӑк пӳлӗмри хӗр пек хӑвӑрттӑн та ҫӑмӑллӑн аяккалла чупнине халӗ питех уҫӑмлӑн курмастӑп ӗнтӗ.

Уже не совсем ясно видел я, как быстро и легко она бежит прочь, — совсем как девушка в темной, огромной зале.

XVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Эпӗ тӳрех хуравлаймарӑм, мӗншӗн тесен ӗлккен этем хӑйӗн чӗрес тӗплӗ шлепкине йӗрлесе чупнине сӑнарӑм.

Я не тотчас ответил, так как наблюдал охоту степенного человека за собственным котелком.

Уы-Фью-Эой ҫул ҫӳревҫӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 377–380 с.

Унтан ҫӗкленсе тӑчӗ, чӗр куҫҫисемпе тата хул пуҫҫисемпе рельссенчен, сӑнчӑрсенчен леке-леке, шуса-хӗсӗнсе — сутӑнчӑкла тӑвӑр вырӑнсенче сикнине, чупнине, хӑранӑран тата тӗттӗмрен ӳсӗрӗлнине, шлепкипе ҫӑкӑрне ҫухатса хӑварнине ҫеҫ ас туса юлчӗ.

Затем он помнил только, что, вскакивая, пролезая, толкаясь коленями и плечами о рельсы и цепи, спрыгивал и бежал в предательски тесных местах, пьяный от страха и тьмы, потеряв хлеб и шляпу.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Сергей хӑйне чӗннине те илтмерӗ вӑл, хыҫҫӑн чупнине те курмарӗ: автобус чарӑнакан вырӑна ӳсӗр ҫын пек утса ҫитрӗ.

Help to translate

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Шухӑша путнӑ Анук Марина урама тухса чупнине те сисмен.

Задумавшись, Анечка не заметила, как Марина выбежала на улицу.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Пулчӗ пуҫ ҫийӗпе нӑйлатса иртрӗ, анчах эпӗ хам ӑҫталла чупнине те, Васька ӑҫтине те курмасӑрах малалла чупрӑм.

Пуля пискнула над головой, а я все бежал, не видя, куда бегу и где Васька.

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Сасартӑк вӗсем такам хӑйсем патнелле чупнине илтрӗҫ, Альфред иккен.

Вдруг они услышали, что к ним кто-то бежит, это оказался Альфред.

Вырсарникун, июлӗн саккӑрмӗшӗнче, Эмиль... // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Унӑн лаши тӑпӑртатса чупнине Эмильпе унӑн йӑмӑкӗ нумайччен итлесе тӑчӗҫ.

Эмиль и сестрёнка Ида ещё долго слышали стук копыт её лошади.

Вырсарникун, июнӗн вуннӑмӗшӗ, Эмиль Идӑна флагшток ҫине ҫӗкленӗ кун // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Авалхи тус! — тесе ашшӑн тытса чарнӑ вара ӑна хайхи хупах хуҫи, Макҫӑм пӗрехмай пуш кӗленче улӑштарма ун кӳрши патне чупнине курса.

Старый приятель! — ласково останавливал его кабатчик, когда видел, что Максимка то и дело бегает к соседу менять пустые бутылки на свежие.

I // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.

Анчах хӑй йӑран хушшине лӑпчӑнса ӳкнӗ чухнех Ленька хӑй патнелле виҫӗ нимӗҫ чупнине асӑрхарӗ.

Но, падая, Ленька увидел, что наперерез ему бегут еще три немца.

XX сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Эпир уҫланкӑна чупса тухрӑмӑр та, виҫӗ вӑрӑ-хурах Бизань — мачта еннелле чупнине куртӑмӑр.

Мы вышли на открытую поляну и увидели, что три уцелевших разбойника бегут в сторону холма Бизань-мачты.

ХХХIII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Вӑл тӑвӑллӑ ҫанталӑкра, анлӑрах вырӑнсене антарнӑ канатсенчен тытса, палуба тӑрӑх чупнине тӗлӗнсе пӑхатӑн.

Еще любопытнее было видеть, как ловко и быстро пробегал он в бурную погоду по палубе, хватаясь за канаты, протянутые для него в самых широких местах.

X сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

— Каҫар та, вӑл хыҫран чупнине асӑрхамарӑм-ха эпӗ.

— Прости, пожалуйста, я что-то не замечаю, чтоб она бегала.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Йытӑ качака путекки хыҫҫӑн мӗнле чупнине эпӗ чӳрече витӗр куртӑм.

Я в окно увидал, что собака побежала за козочкой.

Эпӗ качака путекне перӗнни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Лаша епле чупнине эпӗ хӗпӗртесе пӑхса тӑтӑм.

Я смотрел, как лошадка ножками бежит.

Эпӗ пӗчӗк лаша утланса ҫӳрени // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Мучи хӗрелсе кайса пирӗн пата чупнине эпӗ те куртӑм.

А потом я видел: этот дяденька, красный весь, к нам пришёл.

Пӗр мучи тӑрса юлни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Вара пурте ҫав мучи пире хӑваласа чупнине пӑхрӗҫ:

Потом все глядели, как тот дяденька догоняет.

Пӗр мучи тӑрса юлни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed