Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫирӗм ҫичӗ ҫӗртен суранланнӑ паттӑр германецӑн ӳтне ҫуса тасатрӗҫ, мазьсемпе, ырӑ шӑршӑллӑ ҫусемпе сӗрчӗҫ, питех те ҫӳхе ҫӑм пирӗнчен тунӑ саванпа чӑркарӗҫ, унтан, чечексемпе витсе, вут ҫине хучӗҫ.
XIX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Ку тӑвайккисем, темиҫе мильӑна тӑсӑлса, мӑнаҫлӑ улӑп ури айне чечексемпе ешӗл курӑкран тунӑ хитре ковёр сарнӑ пек сарӑлса выртрӗ.
XI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Татӑксенчен чечексемпе ҫулҫӑсем касса, сӗтел ҫиттисемпе картинкӑсем тума та вӗрентет.И как из тряпочек вырезать цветочки и листики и делать скатерти и картинки.
Сӑмса тутриллӗ пукане // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
Урапа енчен енне сулӑнкаласа пырать, чечексемпе эрешленнӗ тӗмескесем шуса иртеҫҫӗ, эпӗ урапа ҫинче сӑпкари пек выртса пыратӑп, куҫсене пӗрре хупатӑп, тепре каллех уҫатӑп та ҫеҫенхир ҫине тулли кӑмӑлпа киленсе пӑхатӑп.
5 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Сунтӑх ҫине чӗрӗ пекех курӑнакан чечексемпе илемлетнӗ хрусталь графин лартнӑ, ун ӑшӗнче консервӑланӑ ҫырласенчен хатӗрленӗ тутлӑ шерпет пур, хӗвелтухӑҫӗнчи инҫетри ҫӗршывсенчен илсе килнӗ хаклӑ йышши курка — Суллӑн туй парни, — графин патӗнче ларать.
V сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Зал кӗтессинче кӗске кӑна тумтирлӗ, пуҫӗсене чечексемпе илемлетнӗ арҫынсемпе хӗрарӑм флейтистсем, мимсем вырнаҫнӑ, кусем вара вӑхӑт-вӑхӑтӑн майлӑ музыка каласа, ташласа, ӗҫкӗн шавӗпе хаваслӑхне ӳстерекенсем.
V сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Акӑ чечексемпе хуплансах ларнӑ авса тунӑ кимӗ вирхӗнсе тухрӗ: унта хӗрарӑмсен пысӑк куҫлӑ, хытанка пичӗсем, — кӑвак калпаксем, вӗлкӗшекен кӑвак ҫанӑсем, шурӑ шарфсем.
Соацера // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Буратино Пьерона кӗпе ҫаннисенчен ярса илчӗ те, чечексемпе витӗнсе тӑракан чӑтлӑха сӗтӗрсе кайрӗ.
Буратино Ухмахсен Ҫӗршывӗнчен тарать те, инкек-синкек тӗлӗшпе, хӑйӗн юлташне тӗл пулать // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
Ҫине кӑвак пуставран шнурсемпе эрешлентерсе ҫӗленӗ Шумадири тум, пуҫне офицер шинелӗнчен ҫӗленӗ ҫӗлӗк тӑхӑннӑ, йӗмне хура кӗшемертен ҫӗлетнӗ, вӑрӑм сӑмсаллӑ опанкине хӗрлӗ чечексемпе симӗс ҫулҫӑсем тӗрлесе илемлетнӗ чӑлхана тӑхӑннӑ.
27 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Машина хыттӑн вӗҫтерсе пынипе пулакан ҫил йывӑҫсем ҫинчи шурӑ-кӗрен чечексене татать, асфальтлӑ ҫула чечексемпе витсе хурать.
15 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Улмуҫҫисем кашниех шупка кӗрен, шурӑ е хӗрлӗрех тӗслӗ чечексемпе витӗннӗ.Каждое дерево окутано розовым, белым или красноватым облачком.
3 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Ҫав ҫарансем ҫинчи курӑк питӗ ҫӑра, анчах ҫарансем лутра; кунти ҫарансем тӗрлӗ тӗслӗ чечексемпе ешерсе лараҫҫӗ.Трава этих лугов густая, но низкая; она пестреет мелкими разнообразными цветами.
2. Ӗмӗрхи юрсен тӗнчинче // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Авдотья Васильевна апла мар, нихҫан та нимӗн те тумасть, тӗрлӗ ӑпӑр-тапӑрсемпе е чечексемпе кӑна мар, хӑйӗн ҫи-пуҫӗпе те аппаланма юратмасть, хӑнасем пырсан вара яланах тумланма чупса каять.
ХХХIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Люба ҫын пуҫӗсене хут ҫине ӳкерме юратать; Катя вара чечексемпе лӗпӗшсем кӑна ӳкерет, Люба Фильдӑн концерчӗсене, Бетховенӑн хӑшпӗр соначӗсене питӗ аван калать; Катя варьяцисемпе вальссем калать, васкамасӑр таклаттарать, пӗрмаях педаль ҫине пусать, мӗн те пулин калама тытӑниччен туйӑмлӑн аrpeggio-н виҫӗ аккордне илет…
XXI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Липучка чечексемпе калаҫать-мӗн.
Манӑн ятӑм Шура пулса тӑчӗ // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Унта чечексемпе фикуссем лартнӑ пысӑк тӑм чӳлмексем пур, вӗсене ирхине пӳлӗмрен шыв сапма илсе тухнӑ пулмалла.
Манӑн ятӑм Шура пулса тӑчӗ // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Ӑшӑ, пур енчен те чечексемпе ҫамрӑк курӑксен тутлӑ шӑрши кӗрет, шупкарах пӗлӗтре малтанхи симӗсрех ҫӑлтӑрсем курӑнма пуҫларӗҫ.
62 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
«Тӑса пулнинчен, чечексемпе таса сывлӑш нумаййинчен тӗлӗннӗ».
46 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Владимир Ильич парти докладне тума чечексемпе каять.
Стокгольмри тӗлпулу // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Унӑн чечексемпе илемлетнӗ ҫивӗтӗ ҫурӑмӗ ҫинче выртать.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.