Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

часах the word is in our database.
часах (тĕпĕ: часах) more information about the word form can be found here.
Ҫавӑнпа савӑнса тата тавралӑхпа киленсе пырса часах ҫитрӗ Татьяна сала тӑрӑхне.

Help to translate

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Хӗр асӑннӑ предприятире йӗркеленӗ кӗске курсра электросварщике вӗренсе тухрӗ, ӗҫре часах маҫтӑрланса ҫитрӗ.

Help to translate

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Хӗр часах лӑпкӑ ыйха путрӗ.

Help to translate

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Ҫут тӗнчерен уйрӑлса лере кайсан вара, вӑл пачах ҫухалать, ун ҫинчен кунтисем часах манса каяҫҫӗ…

Help to translate

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Ҫав вӑхӑтра Улюк никама систермесӗр тумланчӗ те: «Часах таврӑнатӑп», — тесе Малти каса качча тухнӑ аппӑшӗ патне вӗҫтерчӗ…

Help to translate

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Юлашки пуль тесе туртса кӑларнӑ патак хыҫҫӑн кашкӑр шӑтӑк анине пуля пек кӗрсе кайрӗ, часах каялла тухрӗ.

Help to translate

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Часах пӳрне вӗҫӗсем, чӗрне кучӗсем сурма пуҫларӗҫ.

Help to translate

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Вӑл ывӑлӗ патне сиккелесе пырса ун ҫине уртӑнчӗ тет те часах аллисене, пушатнӑ сӳсмен пӑявӗ пек, лӑштӑр ярса, урайне тӗшӗрӗлсе анчӗ, тет — илтӗнчӗ хӗрарӑмсем хушшинче тӑракан Мархва сасси.

Help to translate

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Часах, акӑ, пурне те ӑшӑ ыйхӑран вӑратакан таса ир килсе ҫитӗ…

Help to translate

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Баракрисем Пантей Арихов хаҫат редакторӗ пулнине часах пӗлчӗҫ.

Help to translate

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Хӗрсемпе каччӑсем часах пӳлӗме пушатса хӑварчӗҫ.

Help to translate

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Вӗҫелис кӑмӑлӗ те часах вӗри кӑмакари сар ҫу пек ирӗлет, ҫемҫелет.

Help to translate

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Ирина, киле шӑнкӑравласа амӑшне хӑй иккӗмӗш сменӑна ӗҫлеме юлнине, часах таврӑнас маррине каларӗ.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Урамри телефонпа шӑнкӑравласа амӑшне хӑй киле часах таврӑнас маррине пӗлтерчӗ.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Пӳлӗмре часах тӗрлӗ курӑк шӑрши сарӑлчӗ.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Оратор ҫухалса кайнине залра ларакансем те часах туйса илчӗҫ.

Help to translate

Куҫлӑх // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 50–51 с.

Анчах ку апла марри часах палӑрчӗ.

Help to translate

Ыратман пуҫа — тимӗр тукмак // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 47–48 с.

Акӑ, часах районта курс пӗтерет те, лавккара сутуҫӑ пулать.

Help to translate

Хӳри вӗҫне туй килсен // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 37–41 с.

Анчах капан пек выртакан сысна умӗнче тӑнинчен усси пулас ҫуккине часах туйса илчӗ вӑл, ҫавӑнпа машинӑна хӑпӑл-хапӑл кӗрсе ларчӗ те, вӗҫтере пачӗ хӑйсен ялнелле.

Help to translate

«Жигули» туянаймарӗ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 34–35 с.

Юманлӑх хыҫӗнче карҫинккасем часах тулчӗҫ.

Help to translate

59 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed