Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тӗттӗм кӑвак тӳпе чаршавӗ кӑна.
I // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.
Аякри горизонт хӗррипе — завод тӗтӗмӗсен чаршавӗ.
9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Пӳлӗм чаршавӗ хыҫӗнче асӑрхакаласа тӑракан карчӑк уйӑрсах илеймӗн халӗ ӑна: ҫывӑрса кайнӑ-и вӑл, е хусканмасӑрах шухӑшласа кӑна выртать.
XIX сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Вут сӳнме пуҫласан, сасартӑк тункатана сӗм тӗттӗм чаршавӗ хупӑрласа илнӗ те, вара хыттӑн шавлакан ҫӗрлехи тискер мӗлкесем пӗр-пӗринпе хӑрушшӑн пӑшӑлтатса, капланса пынӑн туйӑннӑ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Татти-сыпписӗр ҫиҫӗм ҫиҫсе тӑнипе пурте витӗрех курӑнса тӑчӗ, мӗлке таврашӗ те пулмарӗ: авӑна-авӑна каякан йывӑҫсем, шавласа юхакан шыв хумӗсем, кӑпӑкланнипе шап-шурӑ ҫилхеллӗ курӑнаканскерсем, леш енчи ҫӳллӗ чул сӑртсем, — тӗтрепе чалӑш ҫумӑр чаршавӗ витӗр тӗксӗммӗн курӑнса лараҫҫӗ.
16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Ҫак сценӑн юлашки тӗлне хӗрхенӳ чаршавӗ карса лартар.
4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
4. Эй Иерусалим хӗрӗсем! эпӗ хура, анчах та хитре, Кидар чатӑрӗ пек, Соломон чаршавӗ пек хитре.4. Дщери Иерусалимские! черна я, но красива, как шатры Кидарские, как завесы Соломоновы.
Юрӑ 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Вара вӑл хутаҫран пуҫ кӑларса кӑтартнӑ та каланӑ вӗсене: акӑ Ассири ҫарӗн ҫулпуҫӗн Олофернӑн пуҫӗ, акӑ унӑн чаршавӗ, вӑл ун хыҫӗнче ӳсӗр выртатчӗ — Ҫӳлхуҫа ӑна хӗрарӑм аллипе пӗтерчӗ.
Иудифь 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫу сӗрсе суйланӑ священник пӑру юнне пуху чатӑрне илсе кӗтӗр, 17. унтан священник хӑйӗн пӳрнине [пӑру] юнӗ ӑшне чиксе кӑлартӑр та [сӑваплӑ пӳлӗмӗн] чаршавӗ умӗнче Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫичӗ хут ҫав юнпа сирпӗттӗр, 18. унтан пуху чатӑрӗнче Ҫӳлхуҫа умӗнче ларакан [ырӑ шӑршӑ тӗтӗрмелли] парне вырӑнӗн мӑйракисене ҫав юнпа сӗртӗр, юлашки юнне пуху чатӑрне кӗнӗ ҫӗрте ларакан пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне вырӑнӗн никӗсӗ ҫумне тӑктӑр; 19. ун ӑшӗнчен мӗнпур ҫӑвне кӑларса илтӗр те парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса ятӑр; 20. ҫылӑхшӑн кӳрекен пӑру тӗлӗшӗнчен мӗнле тунӑ, ҫак пӑру тӗлӗшӗнчен те ҫапла тутӑр: ӑна ҫапла тумалла, священник вӗсене ҫапла туса тасатӗ, вара вӗсен ҫылӑхӗ каҫарӑнӗ; 21. пӑрӑвне тапӑр тулашне илсе тухтӑр та малтанхи пӑрӑвне ҫунтарса янӑ пек ҫунтарса ятӑр.
Лев 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2. Израиль ывӑлӗсене кала: кам та пулин йӑнӑшпа Ҫӳлхуҫанӑн хӑш та хӑш ӳкӗтне хирӗҫ ҫылӑх тусассӑн, тума кирлӗ маррине мӗн те пулин тусассӑн, 3. е тата ҫу сӗрсе суйланӑ священник ҫылӑха кӗрсе халӑха айӑплӑ тусассӑн, вӑл хӑй тунӑ ҫылӑхӗшӗн Ҫӳлхуҫана ҫылӑх парни памашкӑн шултӑра выльӑхран айӑпсӑр пӑру кӳтӗр, 4. пӑрӑвне пуху чатӑрӗн алӑкӗ патне, Ҫӳлхуҫа умне, ҫавӑтса пытӑр, аллине пӑру пуҫӗ ҫине хутӑр, вара пӑрӑва Ҫӳлхуҫа умӗнче пусса пӑрахтӑр; 5. [таса йӗрке тӑрӑх священник пулма халалланӑ,] ҫу сӗрсе суйланӑ священник пӑру юнне илтӗр те ӑна пуху чатӑрне илсе кӗтӗр, 6. священник хӑйӗн пӳрнине юн ӑшне чиксе кӑлартӑр та сӑваплӑ пӳлӗмӗн чаршавӗ умӗнче Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫичӗ хут ҫав юнпа сирпӗттӗр; 7. унтан священник Ҫӳлхуҫа умӗнче пуху чатӑрӗнчи ырӑ шӑршӑ тӗтӗрмелли парне вырӑнӗн мӑйракисене [пӑру] юнӗпе сӗртӗр, юлашки юнне пуху чатӑрне кӗрекен ҫӗрте ларакан пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парне вырӑнӗн никӗсӗ ҫумне тӑктӑр; 8. ҫылӑхшӑн кӳрекен пӑру ӑшӗнчен вӑл унӑн вар ӳчӗ ҫинчи ҫӑвне, пӗтӗм ӑш-чик ҫӑвне, 9. икӗ пӳрипе вӗсем ҫинчи ҫӑвне, пӗҫҫи ҫинчи ҫӑвне тата пӗвер ҫинчи ҫу ҫурхахне кӑларса илтӗр; ҫаксене вӑл пӳрисемпе пӗрле уйӑрса илтӗр, 10. тӑнӑҫлӑх парнине кӳнӗ пӑруран уйӑрса илнӗ пек уйӑртӑр; вара священник ҫакна пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса ятӑр; 11. пӑру тирне, унӑн мӗнпур ашне пуҫӗ-ури-мӗнӗпе, унӑн ӑш-чиккине, тасамарлӑхне, 12. пӗтӗм пӑрӑвне тапӑр тулашӗнчи кӗл тӑкакан вырӑна, таса ҫӗре, илсе тухтӑр, ӑна вутӑ ҫинче вут-ҫулӑмпа ҫунтарса ятӑр: кӗл тӑкакан вырӑнта ҫунса кайтӑр.
Лев 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.