Шырав
Шырав ĕçĕ:
Котенев, кӑтраланса тӑракан хӗрлӗрех ҫӳҫне якатасшӑн шӑлса ларнӑ хушӑра, участок начальникӗ калаҫнине кӑмӑлсӑррӑн итлерӗ, чарасшӑн пулса ун ҫине куҫ хӗссе пӑхрӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Патшан темиҫе ҫывӑх ҫынни йӗркене ҫапла чӑрсӑррӑн пӑснине чарасшӑн пулчӗҫ, анчах вӑйлӑ мганнга хӑйӗн патне ҫывхарма хӑйнӑ пӗрремӗш ҫынна ӗнсерен тытса йӑтрӗ те пӗр вунпилӗк утӑма ывӑтса ячӗ.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Акӑлчансем чурасемпе суту-илӳ тӑвассине Африка тулашӗнче ҫеҫ мар — унта хӑйсен крейсерӗсене хута ячӗҫ вӗсем — континентӑн шалти облаҫӗсенче те чарасшӑн иккен — кунта вара миссионерсемпе ҫулҫӳревҫӗсем урлӑ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Ача йӑтса пыракан Иринӑна чарасшӑн пулнӑ пек, вӑл хутран-ситрен аллисене малалла тӑснӑ, унтан каялла илнӗ.
3. Ҫӗнӗ ҫын // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Тихонов, Н. Совет ҫыннин сӑн-сӑпачӗ: Ленинград калавӗсем / Николай Тихонов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1942. — 54 с.
Саша ӑна юрлама чарасшӑн пулчӗ, анчах тӳссе тӑраймарӗ, каялла ҫаврӑнса, оккупантсем вӑхӑтлӑха илнӗ тӑван хула еннелле чышкипе юнаса, хӑй те хуллен юрласа ячӗ:
Саккӑрмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Вӑл лахтарьсен ҫарӗнче сехӗрленсе ӳкнипе нимӗн тума пӗлмесӗр таракан хӑйӗн салтакӗсене кӑшкӑрать, вӗсене вӑл тытса чарасшӑн.Он кричит на бегущих в панике солдат своей лахтарской армии, он пытается остановить их.
Хушса кӗртнӗ сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Ҫак вӑхӑтра тин асӑрхарӑм эпӗ: сӑннине сысна хуҫнӑ удэхеец юр ҫине ларнӑ та уринчи суранран юхакан юнне чарасшӑн аллипе пӑчӑртать.
Хӗлле хир сыснисене тытма кайни // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 88–91 с.
Ҫамрӑк удэхеец ӑна сӑнӑпа тытса чарасшӑн пулчӗ.
Хӗлле хир сыснисене тытма кайни // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 88–91 с.
Ун пирки ҫынсем хӗрсе кайсах тавлашнӑ, хӑшӗсем кофе ӗҫме чарасшӑн пулнӑ.
Ӗҫмеллисем // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Шӑпланӑр! — тесе кӑшкӑрчӗ вӑл, вӑйланса пыракан тавлашӑва чарасшӑн пулса.
38 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Людмила хӑвӑрт кӑна каялла ҫаврӑнчӗ, ун ҫине хӑранӑ пек пӑхса илчӗ те, темскере тытса чарасшӑн пулнӑ пек, аллисене амӑшӗ патнелле тӑсса, васкавлӑн калаҫма тытӑнчӗ.
XXVIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Горничнӑйӑ куҫҫулӗсене чарасшӑн пулса, саппун аркине йӑваласа тӑрать.Горничная, сдерживая слезы, смущенно теребила кончик фартука.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Малтан ӑна юлташӗсем тытса чарасшӑн пулчӗҫ, анчах кайран, — мӗн пулин пулать, кайтӑрах, — терӗҫ пулмалла, чарса тӑмарӗҫ.Товарищи сначала пытались удержать его, но потом пустили: была не была — что, мол, из этого выйдет?
XVI // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Эпӗ ӑна чарасшӑн пултӑм.
Иккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Инсаров ӑна итлерӗ, пӗрре шуралса, тепре хӗрелсе кайрӗ… вӑл темиҫе хутчен те ӑна чарасшӑн пулчӗ, унтан сасартӑк тӳрленсе тӑчӗ.
XXVIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Елена ӑна тытса чарасшӑн пулчӗ, анчах мӗнле чӗнсе илмеллине ҫийӗнчех аса илеймерӗ.Она хотела удержать его, но не тотчас вспомнила, как позвать его.
XVII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Елена ӑна чарасшӑн пулчӗ, анчах шухӑшласа илчӗ те ун пекех каласа хучӗ:Елена хотела было остановить его, но подумала и тоже сказала:
IX // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Тӗлӗнмелле! шухӑша вилӗм ҫинче чарасшӑн, анчах нимӗн те тухмасть.Странно! хочу остановить мысль на смерти, и ничего не выходит.
XXVII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Катя тӑракан пӗренене ярса тытса парома чарасшӑн пулнӑ пек, Василиса Прокофьевна аллисене малалла тӑсрӗ.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Часрах лаша тухса кӳл!.. — Ильинична старике Наталья патне кӗме чарасшӑн пулчӗ, анчах вӑл, ӑна итлемесӗр, курница алӑкӗ патне пырса, урипе тапса уҫса ячӗ.
XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.