Шырав
Шырав ĕçĕ:
Лашапа ҫӳреме пӗлессине илсен, юртӑпа яма вӗренесси, пӗр вырӑнта тытса чарасси, тата ҫавӑрса илме пӗлесси, вӑл ӗнтӗ хӑйне-хӑех пулса пырать, унта нимӗн йывӑрри те ҫук.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Вӑл хӑйӗн шухӑшне ӑнланасшӑн та мар, анчах унӑн ҫав ырӑ вӑхӑта астунинчен те вӑйлӑрах япалапа тытса чарасси килет, унӑн ҫывӑхра каллех Мария пулнине туяс килет, унӑн ӑшшине, сывланине туяс килет, акӑ ӗнтӗ хӑй ҫинче вӑл…
XI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Ӗнер каҫхине те, паян ирхине те — пӗрмай чакса пынӑ вӑхӑтра та — унӑн пӗртен-пӗр ӗмӗт ҫеҫ пулнӑ, ку ӗмӗт — мӗнле пулсан та тӑшмана тытса чарасси.
XXVII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Стариксене калама чарасси ҫинчен парти уставӗнче графа ҫук, ҫакна эпӗ лайӑх пӗлетӗп!В партийном уставе нету такой графы, чтобы старикам запретно было говорить, это я точно знаю!
XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Вӑл арӑслан пек пуласшӑн мар, хӑйне хисеплекен кӑнттам ҫынна ҫивӗч сӑмахпа каласа чарасси, ӑсӗ хӑвӑрт ӗҫленипе пӗтӗм хӑнасене пӳлӗмӗпех тӗлӗнтересси, кам та пулин кӗтесрен: «браво! браво!» тесе кӑшкӑрасса кӗтес йӑла ҫук.
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Куҫҫулӗ кӑларма эсир пурне те турӑр, вӗсене чарасси сирӗн ирӗкре мар…— Вы сделали, чтоб были слезы, а остановить их не в вашей власти…
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Анчах вӑйӑсем иртсе кайрӗҫ; эпӗ юратупа чирлерӗм, хӗрӳллӗ туйӑмсен паллисене сиссе илтӗм; эсир шухӑша кайса ҫӳрерӗр, кӑмӑла хытартӑр, пушӑ вӑхӑтсенче манпа пӗрле пултӑр; сирӗн нервӑсем пӑлханма пуҫларӗҫ; эсир пӑлханма пикентӗр, ун чухне вара, урӑхла каласан, халӗ ҫеҫ, эпӗ хӑраса ӳкрӗм те, малалла каясран чарасси тата ку мӗн пулнине каласси манӑн тивӗҫлӗх пулнине туйса илтӗм.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл куланай, ака-суха пирки, тӗп ыйтусене хускатрӗ, хресченсене юлхавланма, тарма чарасси пирки ҫӗнӗ, ҫирӗп мел шухӑшласа кӑларчӗ, вара хӑйӗн ялти пурнӑҫне мӗнле майлаштармалли ҫинчен шухӑшларӗ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тепӗр тесессӗн, калас сӑмаха кам чарасси пур!
Иов 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинче вырӑнти хӑйтытӑмлӑха йӗркелесси ҫинчен» 2004 ҫулхи юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнчи 19 №-лӗ саккунне (Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ведомоҫӗсем, 2004, 60 №; 2005, 63, 64 №-сем; 2006, 66, 69, 72 №-сем; 2007, 73, 74 №-сем; 2008, 76, 77 №-сем; 2009, 80, 81 №-сем; 2010, 84, 86, 87 №-сем; 2011, 89, 91 №-сем; 2012, 92 (I том), 94 №-сем; «Республика» хаҫат, 2012, юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗ, раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗ; Чӑваш Республикин Саккунӗсен пуххи, 2013, 7 №;2014, 3, 9, 12 №-сем; 2015, 5, 10 №-сем; «Республика» хаҫат, 2015, раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗ) ҫакӑн пек улшӑнусем кӗртес: 1) 35 статьяра: а) ҫакӑн пек ҫырса 5.2-мӗш пай хушса хурас: «5.2. Депутатӑн, вырӑнти хӑйтытӑмлӑхӑн суйлавлӑ органӗн членӗн, вырӑнти хӑйтытӑмлӑхӑн должноҫа суйланӑ ҫыннин, муниципалитет должноҫне йышӑнакан урӑх ҫыннӑн Федерацин »Коррупципе кӗрешесси ҫинчен« 2008 ҫулхи раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнчи 273-ФЗ №-лӗ саккунӗпе тата федерацин ытти саккунӗсемпе палӑртнӑ чарусене, пӳлӳсене пӑхӑнмалла тата тивӗҫсене пурнӑҫламалла. Депутат, вырӑнти хӑйтытӑмлӑхӑн суйлавлӑ органӗн членӗ, вырӑнти хӑйтытӑмлӑхӑн должноҫа суйланӑ ҫынни, муниципалитет должноҫне йышӑнакан урӑх ҫын Федерацин »Коррупципе кӗрешесси ҫинчен« 2008 ҫулхи раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнчи 273-ФЗ №-лӗ саккунӗпе, Федерацин »Патшалӑх должноҫӗсене йышӑнакан ҫынсен тата ытти ҫынсен тӑкакӗсем тупӑшсемпе тӳр килнине тӗрӗслесси ҫинчен« 2012 ҫулхи раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗнчи 230-ФЗ №-лӗ саккунӗпе, Федерацин »Уйрӑм категорири ҫынсене Раҫҫей Федерацийӗн территорийӗн тулашӗнче вырнаҫнӑ ют ҫӗршывсен банкӗсенче счетсем (вкладсем) уҫма е тытса тӑма, алӑри укҫа-тенкӗне тата хаклӑ япаласене упрама, ют ҫӗршывсен финанс инструменчӗсемпе хуҫа пулма тата (е) вӗсемпе усӑ курма чарасси ҫинчен« 2013 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнчи 79 ФЗ №-лӗ саккунӗпе палӑртнӑ чарусене, пӳлӳсене пӑхӑнмасан тата тивӗҫсене пурнӑҫламасан, вӗсен полномочийӗсем срокчен вӗҫленеҫҫӗ.»; ӑ) 6.1-мӗш пайра «хӑйсен полномочийӗсене яланхи никӗс ҫинче пурнӑҫлакан» сӑмахсене «муниципалитет должноҫне йышӑнакан ҫынна» сӑмахсемпе улӑштарас; 2) 62 статьян 1-мӗш пайӗн 2-мӗш пунктӗнче« федераци бюджетӗнчен е Чӑваш Республикин республика бюджетӗнчен уйӑракан субвенцисемпе тӗллевлӗ усӑ курмасан» сӑмахсене «тӗллевлӗн уйӑрса паракан бюджетсем хушшинчи трансфертсемпе, бюджет кредичӗсемпе тӗллевлӗ усӑ курмасан, Раҫҫей Федерацийӗн бюджет тытӑмӗн ытти бюджечӗсенчен илекен бюджетсем хушшинчи трансфертсене, бюджет кредичӗсене паракан условисене пӑссан» сӑмахсемпе улӑштарас.
Чӑваш Республикин уйрӑм саккунӗсен акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№
- 1
- 2